Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чӑтаймасӑр (тĕпĕ: чӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗтет, кӗтет хӗр; чӑтаймасӑр, Тухать вӑрман хӗрне чупса.

Помоги переводом

XXXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Чӑтаймасӑр Ӑшра йӗрет хӗр кӑшкӑрса.

Помоги переводом

XXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ятман Укахви рекорчӗ ҫинчен пӗрремӗш кунӗнчех илтрӗ, иккӗмӗш кунӗнче вара чӑтаймасӑр Галимджан патне тимӗрҫӗ лаҫҫине пычӗ.

Помоги переводом

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Людмила ун ҫине пӑхсанах вӑл чӑтаймасӑр кулсах ярать.

Помоги переводом

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑнтӑр апачӗ вӑхӑтӗнче Левентей чӑтаймасӑр лаша витине тепре кайса килчӗ.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл каласа пӗтереймерӗ, чӑтаймасӑр хӑй ыйту пачӗ:

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫынсем шӑпах лараҫҫӗ, вӗсем доклад пуҫланасса чӑтаймасӑр кӗтеҫҫӗ.

Помоги переводом

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пур! — кӑшкӑрчӗ ӑна тин ҫеҫ сӑмах панӑ Симун, чӑтаймасӑр.

Помоги переводом

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Чимӗр-ха, мӗншӗн пӗтернӗ вара ӑна? — чӑтаймасӑр ыйтрӗ Ятман.

Помоги переводом

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗтерне инке чӑтаймасӑр пӳрте хӑй кӗрсе кайрӗ.

Помоги переводом

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман чӑтаймасӑр чӳрече патне утса пычӗ, пӳрт умӗнчи тӑпра ҫине хӑпарса пӳртелле пӑхрӗ.

Помоги переводом

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эрнепи чӑтаймасӑр ӑна аллипе тытсах тӗрӗслерӗ.

Помоги переводом

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Явӑл! — чӑтаймасӑр тепре урипе тапрӗ Урасмета Тукай.

Помоги переводом

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӑна кура хӗрарӑм тарҫӑсенчен пӗри чӑтаймасӑр: «Ай, вӗлерчӗ!» — тесе кӑшкӑрса ячӗ те ӗсӗклесе макӑрма тытӑнчӗ, арҫынсем хушшинче ахлатнӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ.

Помоги переводом

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Воинсем шӑрӑха чӑтаймасӑр вӗҫӗмсӗр шыва кӗчӗҫ, юнашар улӑхсенче лашасем валли утӑ ҫулчӗҫ.

Помоги переводом

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем мана ылтӑнпа сутӑн илесшӗн, — кӑшкӑрса ячӗ Аспар, ҫиллине чӑтаймасӑр чӗркуҫленсе ларчӗ те питне аллисене хупларӗ.

Помоги переводом

Ҫыру // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ура суранӗ хытӑрах ыратрӗ-тӗр, ҫавӑнпа кашкӑр ҫури патака пӑрахса ыратнине чӑтаймасӑр малти сулахай урине ҫӗклесе нӑйкӑшма пуҫларӗ.

Помоги переводом

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Юмӑҫ карчӑк чӑтаймасӑр хапха умне чупса тухать, аллисемпе хӑлаҫланса, сурчӑкне сирпӗтсе кӑшкӑрашма, хӑйӗн тӑрлавсӑр кӗввипе пӳлӗхҫе кӳрентерекен ҫынна ылханма тытӑнать.

Помоги переводом

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тутӑ тилӗ ҫак вӑхӑтра шӑтӑкӗнче ырӑ тӗлӗк тӗлленсе ҫеҫ выртать, хӑйӗн патне пӗр-пӗр ухмах кайӑк пырса ҫаклансан тин чӑтаймасӑр ӑна тытма тухать.

Помоги переводом

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай утать-утать те ыттисенчен чипертерех туйӑнакан ҫулҫа алла илсе ҫавӑркаласа пӑхать е, такама пама хатӗрленнӗ пек, ӑна кӗсйине чикет; тата пӑртак кайсан ӑна паҫӑрхинчен те илӗртӳллӗрех ҫулҫӑ курӑнса каять, вӑл чӑтаймасӑр ӑна та илсе чикет.

Помоги переводом

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней