Поиск
Шырав ĕçĕ:
чӑнкӑртатӑвӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тимӗре ҫапнӑ хыҫҫӑнхи йынӑшу курӑнакан мӗн пур енчен ывӑтӑнать; пӑспа ӗҫлекен пысӑк мӑлатуксен кӗмсӗртетӗвӗ, пӗчӗк мӑлатуксен чӑнкӑртатӑвӗ, пӑчкӑсен хӑлхана ҫурасла йӑлӑхтармӑш ҫемми, лавсен тӑнран кӑларасла чӗтренӗвӗ — ҫаксем пурте, тимлӗн тӑнлас тӑк, сасӑсене уйӑрмасан пӗр кӑшкӑру евӗр.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Мана пӗр кӗтесе ертсе кӗртсен, — кунтан урӑх ниҫта та кайма ҫук пек туйӑнать, — Том пӗр алӑка уҫрӗ, кӗҫех эпӗ вучахсемпе плитасен умӗнче нумай ҫынна куратӑп; пӑс тата вӗрилӗх, ахӑлтату та тӗркӗшӳ, кӗмсӗртетӳ те кӑшкӑру, тирӗк-чашӑк чӑнкӑртатӑвӗ те шыв шӗмпӗртетӗвӗ; кунта арҫынсем, 12-14 ҫулти ачасем, хӗрарӑмсем, — эпӗ шавлӑ тӳреме килсе лекрӗм тейӗн.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Аякран тӑпӑртату, кӑшкӑрашу, металл чӑнкӑртатӑвӗ илтӗнеҫҫӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 331–337 с.
Трумовпа Лефтель, ҫак савӑнӑҫпа кӑсӑкланса кайнӑскерсем, камерӑран хыпалансах тухрӗҫ; каттӑркӑҫсен шавлӑ ушкӑнӗ йывӑр, йӳҫек сывлӑшпа тулнӑ коридорпа урамалла сӗкӗнет; тимӗр сӑнчӑрсен чӑнкӑртатӑвӗ вӑхӑт-вӑхӑтпа ҫын сассине хупласах хурать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.
Вӑл кайсан, вӑл ыттисене ухмаха ертмелӗх хуҫаланни хухсан, унӑн тӗтӗм-сӗрӗм шӑршипе металл чӑнкӑртатӑвӗ ҫухалсан архипелаг хӑйӗн лагунисемпе утравӗсене малтанхи ӳкерчӗке — хӗрӳ туйӑмлӑ пултарулӑх капӑрлӑхне — тавӑрса пачӗ; вара мана, ҫав пулӑмсен кӳнтеленне, каллех ҫапларах туйӑнчӗ: черченнӗн ӳкернӗ пайӑркасен капӑр-ытарайми йӑлтӑртатӑвӗнче ҫак оазиссем патне хӗрлӗ-сарӑ тата сенкер-кӑвак тӗклӗ ҫӑтмах кайӑкӗсем вӗҫеҫҫӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.
Кадильнӑсемпе систрсен чӑнкӑртатӑвӗ майӑн хурлӑн йӗрсе, Изида ама-туррӑн процессийӗ вара ерипен алтарь пусмисем ҫинчен, стенасем ҫумӗпе те колоннӑсем хушшипе, аялалла, храмалла анма пуҫланӑ.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Страницы:
- 1