Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗвере шыв чакса пынӑ май сивӗ пулнипе лӗкӗ ӑшне чӑмса юлнӑ.
Ӑслӑ пулӑсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56–59 с.
Чӑмса тухнӑ хыҫҫӑн ҫӳҫе каялла вырттаратӑп, куҫа уҫса хӗрсем патнелле сассӑр ишетӗп.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
Эпӗ часрах, ыраш ӑшне чӑмса, лӑпчӑнтӑм, хытӑ хӑранипе сывламасӑр пӑшкаса ларатӑп.
Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Тепӗр самантран хӑй ӳкнипе хускатнӑ хумсенчен таҫта аякра чӑмса тухса леш ҫыраналла тапрӗ.Долго плыл под водой и, вынырнув далеко от береьз, поплыл на другую сторону.
Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Кӗрет ут чӑтлӑха чӑмса.
XXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Тепӗр енчен, шыва чӑмса лайӑх ишме вӗренчӗ.
Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Халь ӗнтӗ шыва чӑмса тухсан та юрать, — ҫапла каларӗ те Атӑл хӗрринелле танккаса анса кайрӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Унтан негр сиксе тӑчӗ, малалла ыткӑнчӗ те — Гент тепре периччен чӑтлӑхалла чӑмса ҫухалчӗ.Затем негр вскочил, подпрыгнул и исчез, прежде чем Гент успел остановить его вторым выстрелом.
ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Сасартӑк тӗтре ӑшӗнчен Федя чӑмса тухрӗ.
ХIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Чавка чӑмса тухрӗ те мана хулпуҫҫинчен ярса тытрӗ.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Пуҫне эрех ҫапнӑран Лорх вӑхӑтлӑха чӗрӗлчӗ; сулланса, анчах ӳсӗрлӗх шайӗнче кӑна, тарпа исленнӗскер, шӑлӗнчи сурчӑкланнӑ пирусӗпе вӑл айккинчи коридорпа пырса картишне тухрӗ, бассейна йӑраланса анчӗ, мӗнле пулнӑ ҫаплипех — атӑпа, костюмпа — шыва лаплатрӗ, чӑмса тухрӗ, шӑннипе тертлӗн чӗтре-чӗтре йӑраланса улӑхрӗ те ҫывӑрмалли пӳлӗмелле танкӑлтатрӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 58–65 с.
Ҫӳлте йывӑҫсене лекмесӗр куҫа-куҫа, ӗлкине улӑштара-улӑштара пысӑк хура япала чарланран та хӑвӑртрах вӗҫсе иртрӗ; вӑрман вӗҫӗнче ҫаврӑнчӗ те аялалла чӑмса ҫухалчӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Нумайччен вӑл шывра чӑмса тата ишсе ҫӳренӗ, ҫапах та ҫырла сапакине тупма пултарайман.
Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Тыркас, хӳри вӗҫӗпе вӗлтлеттерсе, шӑтӑкне чӑмса кӗме ӗлкӗрчӗ.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Сталин сӑнаса пырать: хӑйсенчен ҫав тери ҫывӑххипе, ҫирӗппӗн сарса янӑ ҫунаттисем шӑхӑрниех илтӗннӗ пӗр хӗрен-хурчка ҫӗр ҫинелле чӑмса анать, вӑл пӗр-пӗр сӗм авалхи гунн-юланутҫӑ вилтӑприйӗ пулнӑ тӗмеске ҫинчи шӑтӑк умӗнче кармашса тӑракан тыркаса кӑшт ҫеҫ ҫаклатса илеймест.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Броневик унта чӑмса кӗрсе каять те — лакса ларать.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Анархистсенчен пӗри, лутрарахскер, шӑнӑрлӑ та хӗрлӗ ҫӳҫлӗскер, халӑх хушшинелле чӑмса кӗме пӑхрӗ, анчах ӑна унта пӗр пысӑк ҫын, Бокун, вӑрӑм ҫӳҫӗнчен те ҫухавийӗнчен ҫавӑрса илчӗ.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Казак ҫухӑрса, пуҫӗпе малалла чӑмса пырса, хӗр ҫине ывтӑнать; вара иккӗшӗ — казак та, хӗр те — ҫара алӑсемпе тытӑҫса ӳкеҫҫӗ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫар ҫыннисем чупа-чупа тухса, хумханса тӑракан халӑх хушшине чӑмса кӗреҫҫӗ…
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Куҫӗ умӗнче тӗрлӗ тӗслӗ ункӑсем вылянма тытӑннӑччӗ — пӗтрӗҫ, ҫухалчӗҫ сывлӑшра йӑр-яр чӑмса ҫӳрекенскерсем.
Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.