Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чух сăмах пирĕн базăра пур.
чух (тĕпĕ: чух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урхан тара халӑхсем Уйри ӗҫе пухнӑ чух Шаккӑлсене шакканӑ, Йӑлӑм енне кайнӑ чух Илпешсене илӗртнӗ…

Помоги переводом

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хӑш чух урапа тулли вӑрҫӑра аманнисене турттарса кайнӑ чух апат ҫитерме чарӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Граждан вӑрҫи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ялсене тухса ҫӳренӗ чух ҫынсемпе йӗркеллӗ калаҫ, хӑвна сӑпайлӑ тыт, ваттисене ан кӳрентер, ҫамрӑксемпе ҫепӗҫ пулма тӑрӑш, шалӑпсене лайӑх тӗрӗсле, эрех хыҫҫӑн ан кай, аслисем каланине пурне те итле — пурнӑҫла, ан тавлаш, пӗр-пӗр ыйтӑва татса панӑ чух йӑнӑш тусан — хӑв ҫине ил, ман ҫине ан йӑвантар, — каланӑҫемӗн калать ҫак.

Помоги переводом

Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.

Матви те пӗрре, ӳсӗр чух, тӳсеймерӗ, ҫыхса пӑрахнӑ Сетнере пуян Михетер хӗнени ҫинчен вуланӑ чух: — Э-эх! — терӗ те мӑн чышкипе сӗтеле туртса ҫапрӗ…

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӗреннӗ чух та, колхозра ӗҫленӗ чух та мӗн чухлӗ пулӑшрӑм пулӗ — хӑнк та тумарӗ.

Помоги переводом

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӗр туссем аякри палламан вырӑс хӗрӗн паттӑрлӑхӗпе асапӗсем ҫинчен вуланӑ чух хурланчӗҫ те, хаярланчӗҫ те; ҫамрӑк партизанкӑран чун илнисем мӑшкӑллани ҫинчен вуланӑ чух вӗсен чӗрисенче куҫҫулӗпе пӗрлех хаяр курайманлӑх вӗресе тӑчӗ…

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Фронтовик-мӗн, сапер пулнӑ, нимӗҫсемпе ҫапӑҫнӑ чух аманман та, японецсемпе ҫапӑҫнӑ чух мина ҫине лекнӗ.

Помоги переводом

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Хветут тете пӗлет-ха акӑ, ачарах чух эпӗ сирӗнтен чухӑн килте пурӑннӑ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Улӑх тӑрӑх утнӑ чух, Ҫыранпала пынӑ чух Икӗ ҫӑпата тулли Шурӑ хӑйӑр пуҫтартӑм.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах пирӗн, пӑлхава ертсе пыракансен, ялан — ҫывӑрма выртнӑ чух та, ҫывӑрса тӑрсан та, ак ҫак черккене ҫӗкленӗ чух та — ҫав тӗллев синчен шутлас пулать.

Помоги переводом

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мунчине пурте хӑрӑмпа тусантан тасалас тесе чӗртсе ячӗҫ те-ха ӑна, анчах ӑшши панӑ чух, милӗкпе ҫапӑннӑ чух пурин те чӗлхе вӗҫӗнче «чӳк» сӑмах пулчӗ: «чӳк сиплӗхӗшӗн ку», «чӳк лайӑх ирттӗрччӗ», «чӳк мая килтӗрччӗ».

Помоги переводом

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫук, сывӑ чух, чӗре тапнӑ чух ун ҫинчен шутлама кирлӗ мар.

Помоги переводом

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепӗр чух — ҫил пачах вӗрмен чух — ҫулҫӑллӑ вӑрман та шӑп-шӑпах ларать, ун пекки вӑл пуринчен ытла сӗм ҫӗрлехи вӑхӑтра пулать.

Помоги переводом

Пӑшӑлтисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 49–50 с.

Ҫанталӑк уяра каяс чух сывлӑшра нӳрӗк ҫук, ун чух вара ҫунаттисем ҫӑмӑлланнӑ шӑна-пӑвансене вӑш-вӑш вӗрнӗ ҫил те ҫӗклесе каять.

Помоги переводом

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

Эп килте чух ӑна кичем мар, пӳртре никам та ҫук чух вӑл чӳрече витӗр урамалла пӑхать те хайне хӑй йӑпатса юрра шӑрантарса кӑна ларать.

Помоги переводом

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Ку хыр 91 ҫулта чух пушар пулнӑ, ун чух кунти ҫамрӑк хырсем ҫунса-хӑрса пӗтнӗ, кӳлӗ таврашӗнчи хурӑнсем ҫав ҫунса-хӑрса пӗтнӗ хырсем вырӑнне шӑтса ӳснӗ.

Помоги переводом

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

Борис ҫук чух ӑш вӑркать, вӑл пур чух вӑтантарать, ӑшра савӑнӑҫпа телей ҫуралать.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Тепӗр чух алӑк уҫса тухать, тепӗр чух тата хушӑк та тупӑнать уншӑн.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Коля вуланӑ чух та, каласа панӑ чух та Веденский, кӑмӑллӑн пӑхкаласа: «Та-ак, та-ак», — тесе ларчӗ, ачана грамматикӑпа чылай ыйтусем пачӗ.

Помоги переводом

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хурӑн ҫырли пиҫнӗ чух Хурӑнташран уйрӑлтӑн, Ҫӗр ҫырлийӗ пиҫнӗ чух Ҫӗртен, шывран уйрӑлтӑн…

Помоги переводом

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней