Поиск
Шырав ĕçĕ:
4. Иаковшӑн, Хамӑн чурамшӑн, Хам суйласа илнӗ Израильшӗн, хӑв Мана пӗлмен пулсассӑн та, Эпӗ сана ятран чӗнтӗм, хисеп турӑм.
Ис 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫӳлхуҫа ҫавӑнпа Ассири патши пирки ҫапла калать: «вӑл ку хулана кӗреймӗ, ҫӗмренне унта переймӗ, хулкан тытса ун ҫывӑхне пыраймӗ, ун тавра тӑпра хӳме купалаймӗ. 34. Хӑй мӗнле ҫулпа килнӗ, ҫав ҫулпах каялла таврӑнӗ, ку хулана кӗреймӗ, 35. Эпӗ ку хулана Хамӑншӑн тата Давид чурамшӑн ҫӑлса хӑварас тесе хӳтӗлетӗп» тет Ҫӳлхуҫа.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Халӗ Эпӗ сана сывататӑп; виҫмине эсӗ Турӑ Ҫуртне каятӑн; 6. санӑн пурӑнас кунусем ҫумне тата вунпилӗк ҫул хушса паратӑп, сана тата ҫакӑ хулана Ассири патшийӗн аллинчен хӑтаратӑп, ҫакӑ хулана Хамӑншӑн тата Давид чурамшӑн сыхласа хӑваратӑп, тет, тенӗ.
4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ҫӳлхуҫа ҫавӑнпа Ассири патши пирки ҫапла калать: «вӑл ку хулана килсе кӗреймӗ, унта ҫӗмренӗпе переймӗ, хулкан тытса ун ҫывӑхне пыраймӗ, ун тавра тӑпра хӳме купалаймӗ. 33. Хӑй мӗнле ҫулпа килнӗ, ҫав ҫулпах каялла таврӑнӗ, ку хулана кӗреймӗ. 34. Эпӗ ку хулана Хамӑншӑн тата Давид чурамшӑн ҫӑлса хӑварас тесе хӳтӗлетӗп» тет Ҫӳлхуҫа.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Эпӗ патшалӑха ун аллинчен пӗтӗмпех туртса илместӗп, Эпӗ ӑна — Манӑн ӳкӗтӗмсене, Эпӗ панӑ йӗркесене тытса тӑнӑ, Хам суйласа илнӗ Давид чурамшӑн — мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех патшара хӑваратӑп; 35. патшалӑха ун ывӑлӗн аллинчен туртса илӗп, ҫавӑнтан вунӑ йӑхне сана парӑп; 36. унӑн ывӑлне вара — Давид чурамӑн ҫутаткӑҫӗ ӗмӗрех Хам сӑнӑм умӗнче, Хам ятӑм валли суйласа илнӗ Иерусалим хулинче юлтӑр тесе — пӗр йӑх паратӑп.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ахия ҫири ҫӗнӗ тумтирне хывса вуникӗ татӑка ҫурса вакланӑ та 31. Иеровоама каланӑ: вунӑ татӑкне ху валли ил, мӗншӗн тесессӗн Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: акӑ эпӗ патшалӑха Соломон аллинчен туртса илетӗп, сана вунӑ йӑхне паратӑп, тет, 32. пӗр йӑхӗ вара# Хамӑн Давид чурамшӑн, Эпӗ Израилӗн пӗтӗм йӑхӗнчен суйласа илнӗ Иерусалим хулишӗн унрах юлӗ.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Соломона каланӑ: ҫапла тунӑшӑн, Манӑн халалӑмпа Манӑн йӗркемсене уяманшӑн, хӑвна мӗн хушнине астуса тӑманшӑн санран патшалӑха туртса илетӗп те хӑвӑн чуруна паратӑп; 12. анчах Давидшӑн, санӑн аҫушӑн, ҫакна Эпӗ сан ӗмӗрӳнте тумӑп, патшалӑхна сан ывӑлу аллинчен туртса илӗп; 13. пӗтӗм патшалӑхнех туртса илмӗп: Давид чурамшӑн, Хам суйласа илнӗ Иерусалимшӑн пӗр йӑхне сан ывӑлна парӑп, тенӗ.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫав каҫхине ӑна Ҫӳлхуҫа курӑнса каланӑ: Эпӗ — Авраамӑн, санӑн аҫун, Турри; ан хӑра, Эпӗ санпала пӗрле; сана пиллӗп, санӑн йӑхна йышлӑлантарӑп, ҫакна [санӑн аҫушӑн] Авраамшӑн, Хамӑн чурамшӑн, тӑвӑп, тенӗ.
Пулт 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1