Поиск
Шырав ĕçĕ:
4. Иисус Израиль ывӑлӗсем хушшинчен вуникӗ ҫын — кашни йӑхран пӗрер ҫын — чӗнсе илнӗ те 5. каланӑ вӗсене: хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑр саккунӗн арчи умне, Иордан варрине кӗрӗр те [ҫавӑнтан] йӑхсерен пӗрер чул — Израиль йӑхӗсен шучӗпе вуникӗ чул [илсе] — хулпуҫҫи ҫине хурӑр: 6. вӗсем сирӗн аса илтерекен паллӑ пулччӑр, [ялан ҫакӑнта выртчӑр]; ӳлӗм ывӑлӑрсем хӑвӑртан: «Мӗнле чулсем кусем?» тесе ыйтсассӑн, 7. вӗсене ҫапла калӑр: «[Пӗтӗм ҫӗр] Ҫӳлхуҫи саккунӗн арчи умӗнче Иордан шывӗ икке уйӑрӑлса тӑнӑ; вӑл Иордан урлӑ каҫнӑ чухне шыв икке уйӑрӑлса тӑнӑ, ку чулсене ҫавна асӑнмалӑх хунӑ» тейӗр; ҫапла вара ҫак чулсем Израиль ывӑлӗсемшӗн ӗмӗрӗпе астутарса тӑракан палӑк пулӗҫ, тенӗ.
Нав 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Аякран пӑхсан, вӗсем чул сарнӑ урам пек курӑнаҫҫӗ, ҫывӑхран — темле мӑн чул катӑкӗсен купи, ҫавӑнпа та иртсе ҫӳренӗ чухне чул ҫинчен чул ҫине сике-сике каҫма тивет.
II // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.
Ҫил вӗсен тусанне чи пӗчӗк ҫурӑксене вӗҫтерсе кӗртет е чул тӑвӑн ҫумӑрпа йӗпеннӗ пичӗ ҫумне ҫыпӑҫтарать, вара вӑл шӑтса тухать, чул ҫумне тачӑ ҫыпҫӑнать, нӳрӗкпе пӗрле чултан хӑйне ӳсме кирлӗ тӑварсене ӗмӗт, ҫапла майпа, ҫурӑксене сарса, чул питне ерипен ҫиет.
1. Тусем мӗншӗн ишӗлеҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Эпӗ темӗн чухлӗ чул катӑкӗсемпе пӗрле йӑванса аннӑ, мана пӗр пӗчӗкҫӗ чулӗ те ҫапса лапчӑтса пӑрахма пултарнӑ; ҫапах та чулсем айне пулса вилмен пулсан ҫав чулсенчен пӗр пайӗ хампа пӗрлех аннӑ пулмалла; ҫавӑн пек хӑрушӑ майпа шуса аннипе эпӗ юнланса тӑнран кайса, тӳрех пичче аллисем ҫине кӗрсе ӳкнӗ…
XXIX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
7. Ҫапла ӗнтӗ Вӑл сирӗншӗн, ӗненекенсемшӗн, — хаклӑран та хаклӑ, ӗненменнисемшӗн вара — ҫурт тӑвакансем тиркенӗ чул, анчах кӗтес никӗсӗ пулнӑ чул; 8. вӑл тата такӑнтаракан чул, такӑнтарса ӳкерекен чул хысакӗ пулӗ.
1 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иордан урлӑ каҫсассӑн, эпӗ сире паян хушнӑ пек, ҫав чулсене Гевал тӑвӗ ҫине лартӑр та вӗсене акшарпа шӑлса тухӑр; 5. ҫавӑнта хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна парне кӳрсе тӑмашкӑн чулран — чулӗсене тимӗр тивертмесӗр — парне вырӑнӗ туса ларт; 6. хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун парне вырӑнне чутламан пӗр пӗтӗм чул катрамӗсенчен ту, ун ҫинче эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна парнесем кӳр, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне, 7. канӑҫлӑх парнисем кӳр, унта ҫи, [тӑраничченех ҫи,] хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче савӑн; 8. [ҫав] чулсем ҫине ҫак саккунӑн пӗтӗм сӑмахне питӗ уҫӑмлӑ палӑрса тӑмалла ҫырса хур, тенӗ.
Аст 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: малтанхи чул хӑмасем евӗрлӗ икӗ чул хӑма чутласа якат та йывӑҫ арча ту, вара Ман патӑма ту ҫине улӑх; 2. Эпӗ ҫав чул хӑмасем ҫине эсӗ ҫӗмӗрнӗ малтанхи чул хӑмасем ҫинчи сӑмахсене ҫырӑп; вара хӑмасене арчана хур, терӗ.
Аст 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: малтанхи чул хӑмасем евӗрлӗ икӗ чул хӑма якатса ту, [вара Ман патӑма ту ҫине улӑх,] Эпӗ ҫав чул хӑмасем ҫине эсӗ ҫӗмӗрнӗ малтанхи чул хӑмасем ҫинчи сӑмахсене ҫырӑп; 2. ир тӗлне хатӗр пул, ирхине Синай тӑвӗ ҫине улӑх, унта, ту тӑрринче, Ман умӑма пырса тӑр; 3. санпа пӗрле никам та улӑхмалла мар, ту ҫинче нихӑш тӗлте те никам та ан курӑнтӑр; выльӑх таврашӗ те — вак выльӑх-и, шултӑра выльӑх-и — ҫак ту ҫывӑхӗнче ҫӳремелле мар, тенӗ.
Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Укҫа чул кастарать теҫҫӗ, ку хутӗнче вӑл чул пек тӗрек (чӑнах, чул катӑкӗсем те киле-киле лекрӗҫ) ҫӗре илӗнтерчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Чул хыҫҫӑн чул — вӑнт та вӑнт ҫех мунча кантӑкӗнчен вӑркӑнса кӗрсе каяҫҫӗ чул муклашкисем.
6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Кунтах, ҫывӑхрах, выртни вӗҫӗмсӗр аса илтерсе тӑрасран флакона хушӑкалла пеме шикленет, ҫавӑнпа та чул муклашкине ҫӗклерӗ, юлнӑ наркӑмӑша курӑк ҫине тӑкрӗ, флакона ҫав чулпа питӗ тӗплӗн ҫӗмӗрсе тӗпретрӗ, унтан кӗленче ванчӑкӗсене май килнӗ таран аяккарах ывӑтрӗ, юлашкинчен кӗленчене ватнӑ чула та хушӑкалла вӑркӑнтарчӗ, вара тинех, лӑпланса ҫитнӗскер, йывӑҫ айне канма ларчӗ.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Чул аялалла вӑркӑнчӗ те ҫухалчӗ; сасартӑк хӑйӗн пирки систерчӗ — вак чулсенчен ҫапӑна-ҫапӑна чанклатать; вӗтӗ чул сике-сике сапаланнине ҫӳлтен уйӑрса илеетӗн.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫурма ҫавра-ункӑ — пысӑк чулӑн ҫӳлти пайӗ; чулӑн аялти пайӗ тӳрӗ йӗрпе тӑсӑлать, ту хысакӗнчен ҫак чул хӑйӗн ҫӳлти пайӗпе фут ҫурӑ тайӑлса сӗвекленнӗ.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Император ырӑ кӑмӑллине мухтаса калани халӑха пуринчен ытла хӑратса пӑрахать, мӗншӗн тесен ҫакна асӑрханӑ ҫак сӑмахсене мӗн чул чаплӑрах та вӑрӑмрах калаҫҫӗ, ҫынна ҫавӑн чул тискертерех айӑплаҫҫӗ, инкек кураканӗ ҫавӑн чул айӑпсӑртарах.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫав тӗкӗр пысӑк та ҫӳллӗ чул ҫуртра, чул ҫурчӗ чул ту ҫинче, вӑл ту ҫӳллӗш виҫҫӗр хӑлаҫ, унта кӗрес тесен ҫичӗ тимӗр алӑк витӗр иртмелле, алӑкӗсене нимӗҫ ҫичӗ ҫӑрипе питӗрнӗ.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Таҫта, пӗрме айӗнче, пытанса тӑракан арман чулӗ хӗвӗшекен ушкӑна авӑртнӑ, ҫынсем хумхануллӑн хусканса тӑнӑ, вӗсем — те часрах чул айне пулас та ҫухалас тесе, аялалла сӗкӗннӗ, те хӗрхенӳсӗр чултан хӑтӑлас тесе, ҫӳлелле сике-сике тухнӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унта парне памалли пысӑк чул тӑнӑ, чулӗ ҫинче вут ҫунтармалли путӑк, эрех юхтармалли шӑтӑк пулнӑ; чул йӗри-тавра шалҫасем ҫине розӑпа ытти чечексенчен ярапасем туса ҫакнӑ.
XV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Эсӗ чула та хӗрхенме пӗл, чул та хай вырӑнӗнче усӑ тӑвать, чулпа урамсене сараҫҫӗ.А ты и камень сумей пожалеть, камень тоже своему месту служит, камнем улицы мостят.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кунта пур ҫӗрте те яка чулсем: пур ҫӗрте те ҫап-ҫара чул тусем, сӑртсем, чул шӑрчӗсем; чӑнках мар ту тайлӑмӗсем имшеркке вӗтӗ курӑк ҫыххисемпе е вӗтӗ тӗмсемпе витӗнкеленӗ, айлӑмсен тӗпӗнче вара сайра тӗл пулакан ҫӑлкуҫсем ҫумӗн йывӑҫсемпе тӗмсен пӗчӗкҫӗ ращисем хӑйсем валли хӳтлӗх тупнӑ.
3. Ҫурҫӗрти тата кӑнтӑрти тусем // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
— Куратӑн-и, Сергей, — терӗ Яков, — ту аяккинчи чулсем пӗр ӳсентӑрансӑр, ишӗлсе анакан чулсемпе якалнӑ вырӑнсем, — кусене эпир «тухатмӑш хушӑкӗсем» тетпӗр: пӗр уйӑх каялла кунта чул ишӗлсе аннипе пӗр лайӑх салтакӑн пуҫне ватса пӑрахрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.