Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чирлесе (тĕпĕ: чирле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ пурнӑҫа ӑнланайман, мӗншӗн тесен хам ҫинчен хам тӗрӗс мар шутланӑ, эпӗ пурнӑҫ айккинче тӑнӑ, юлташсем каланине итлемен, пурӑнса куричченех, асту-ха эсӗ, тӳрех тунсӑх чирӗпе чирлесе кайнӑ…

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Анчах кӗркунне вӑл хытӑ чирлесе ӳкрӗ, ӑна юлашкинчен больницӑнах вырттарчӗҫ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Григорий ҫеҫ мар, Зиминцев та халь Аня ҫине темӗнле тинкерсе пӑхрӗ, вӗсем хыҫҫӑн, ҫакна курса, юлашкинчен (ну, мӗн кирлӗ-ха вӗсене!) Зиминцев арӑмӗ те йӑлтах ҫыпӑҫа пуҫларӗ: пуҫ ыратмасть-и, йывӑр мар-и (Аня пӗр уйӑх каялла ҫеҫ ача ҫуратнӑ-ҫке!), чирлесе ӳкмерӗн-и?..

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Хӗллехи каникул вӑхӑтӗнче пӗррехинче Люся чирлесе ӳкнӗ тенине илтрӗм, каярахпа Люся йывӑр ҫын иккенни палӑрчӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Иккӗмӗшне Урпаш тӑрӑхӗнче колхозсем йӗркеленӗ чух кулаксем ҫапса пӑрахнӑ, виҫҫӗмӗшӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫне хунӑ, тӑваттӑмӗшӗ ватти ҫитнипе чирлесе вилнӗ.

Помоги переводом

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кӳршӗ ачи чирлесе ӳксессӗн вӑл виҫӗ кун кӗлӗ вуларӗ, шывпала юмӑҫ пӑхрӗ.

Помоги переводом

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Кунта вӑл начар апатпа чирлесе кайма пултарать.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫакна пула Паҫук канӑҫне ҫухатрӗ: вӑл ывӑлӗ чирлесе каясран хӑрама тытӑнчӗ.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кӗҫӗн шӑллӑм Юра пилӗк ҫулта чухне менингитпа чирлесе ҫӗре кӗнӗ.

Помоги переводом

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Киле ҫитсен эпӗ каллех чирлесе ӳкрӗм.

Помоги переводом

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Мӗне пула ун пек чирпе чирлесе ӳкнӗ вара мӑнукӑр? -васкарӑм эп пӗлме.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Анук вун виҫҫе пуссан, унӑн амӑшӗ, чӗре чирӗпе чирлесе пурӑннӑскер, сасартӑк вилсе кайнӑ (упӑшки калӑпланисем ӳт-тирне, кӑнттам, хаяр, сивӗ сӑмахӗсем чӗрине самаях кӑшланӑ, йӑштарнӑ пуль ӗнтӗ).

Помоги переводом

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ашшӗ пир ҫапнипе нумай вӑхӑт чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн икӗ ҫул каялла ҫӗре кӗчӗ.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Анчах пӗррехинче патша ывӑлӗсем чирлесе ӳкнӗ тет — вӗсен апат анми пулнӑ.

Но вот однажды у сыновей падишаха пропал аппетит.

Асамлӑ кетмен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1307

Анчах ӗҫӗнче йывӑр ҫӗклемеллисем, шӑнкаланисем пулчӗҫ те пӑртак чирлесе ӳкрӗм.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫапла пӗрре пулчӗ, иккӗ пулчӗ… вуннӑ пулчӗ… вун пилӗк пулчӗ, Ула Тимӗр сывлӑхӗ, чунӗ-чӗмӗ тапранчӗ — йывӑр чирлесе ӳкрӗ, кӑвапи тӗлӗнчи парсем чул пек хытса ларчӗҫ…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чирлесе те кайрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унтан Ула Тимӗрӗн амаҫури амӑшӗ, рак чирӗпе чирлесе, леш тӗнчене ӑсанчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Амӑшӗ чирлесе ӳкмен пулсан, ку кану пирки аса та илместчӗ ӗнтӗ вӑл, ҫӑва тухсан Тимошӑпа пӗрле вӗсен ялне кайма калаҫса татӑлнине Сима хӑй те темиҫе хутчен илтнӗ.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Мороженӑй ҫисе кӗҫех чирлесе ӳкеттӗм вӗт ун чухне.

Помоги переводом

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней