Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫумӑр нихӑҫан та чарӑнассӑн туйӑнмасть.
Ҫанталӑк ҫинчен мӗн пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Тапхӑр-тапхӑр вӑрҫӑ эп салтака кайсанах чарӑнассӑн туйӑнатчӗ.
Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.
Кутсӑр-пуҫсӑр ҫил тухсан Чарӑнассӑн туйӑнмасть.
Вӑрманта // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Кутсӑр-пуҫсӑр ҫил тухсан, Чарӑнассӑн туйӑнмасть.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Вичкӗн, кӑвак куҫӗсен тӗмсӗлӗвӗнче чараканскер темӗн сисӗнет, — вӑл пӑхнин вӑйӑмӗ умӗнче ҫынсен ушкӑнӗ чарӑнассӑн туйӑнать.
III. Сив чир // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
— Эрех пар, — терӗ Илле каллех, никам ҫине пӑхмасӑр; ун сассийӗ, эрехшӗн ӑнтӑхнипе, часах чарӑнассӑн та туйӑнмасть.
VIII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Аслатиллӗ ҫумӑр чарӑнассӑн туйӑнмасть.Ничто, казалось, не указывало на то, что гроза близится к концу.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ҫав калаҫу вӑйсӑрлансах пынӑн, кӗҫех чарӑнассӑн туйӑнса каять: анчах вӑл каллех хускалать те каллех пӗр вӗҫӗмсӗр янӑрама тытӑнать.
VIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Тытӑҫу чӑнах та чарӑнассӑн туйӑнчӗ.
V. Вӑйпа паттӑрлӑх // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Чарӑнассӑн та туйӑнмасть.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
- 1