Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чапаевӑнни пек мӑйӑхлӑ салтак Иванпа Макар калаҫнине шӑппӑн итлесе ларнӑ-мӗн, темиҫе ҫын урлӑ каҫса, сержант ҫумне хӗсӗнчӗ.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кун пек чух Укахвин пит-куҫӗ те ҫутӑрах курӑнчӗ, куҫӗ пӗрре пӗчӗк япала ҫинчен шутланӑ чухнехи пек хӗсӗнчӗ, унтан тем пысӑккине аса илнӗ майлӑ — чарӑлчӗ, шывланчӗ.
10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Унтан вырӑн ҫине такам тӗртсе янӑ пек тӳнсе кайса кӗтесе хӗсӗнчӗ, хӑйӗн айӑпне туйса, айӑпа кӗнӗшӗн тем тӳсме-чӑтма та хатӗр пулса, йыснӑшӗ ҫине тилмӗрсе, тархасласа пӑхрӗ.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Ҫав сӑмах пӗлтерӗшне тин ҫеҫ тӗпӗ-йӗрӗпе тавҫӑрса илнӗрен Герасим Федотович чӗри пӑчӑртана-пӑчӑртана хӗсӗнчӗ, унӑн туртас килсе кайрӗ.
14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Хайхискер тахҫанхине аса илчӗ те, чӗри унӑн тапхӑр-тапхӑр кӑвар пек тӗлкӗше-тӗлкӗше хӗсӗнчӗ: туя ҫине уртӑнса хуллен кӑштӑртатса утакан карчӑксемпе мучисем тӗлӗнчен вӑл кашнинчех тусан кӑна вӗҫтерсе иртнӗ, кама та пулин вутӑ е кирпӗч тиесе килсе парса хулӑмрах укҫа сӑптӑрма ӗмӗтленнӗ, ҫавӑн пеккишӗн хӑйне тӳрре кӑларма ҫӗршер сӑлтав шыра-шыра тупнӑ.
Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.
Ан ҫывхар ман пата! — кӗтесселле хӗсӗнчӗ Укаслу.
Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Укаслу кӗлет кӗтессине хӗсӗнчӗ.
Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Чӗре сиввӗн пӑчӑртана-пӑчӑртана илет, кӑмӑлӑм ырӑ мар сисӗмпе савӑлланса хӗсӗнчӗ, хумханма пуҫларӑм: мӗн пулчӗ-ши ӑна?
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫемьери ытлӑ-ҫитлӗ пурнӑҫ самаях хӗсӗнчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Кӗҫех катка-пичкесем ларакан тӗле ҫитсе хӗсӗнчӗ.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Теней мучи, халиччен малта тӑраканскер, часрах ҫынсен хушшинелле хӗсӗнчӗ.
2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тепри вӑтанса шӑпӑр шӑтӑкне хӗсӗнчӗ.
Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Халь ӗнтӗ пушшех хӳри хӗсӗнчӗ Янтулӑн: Енчӗпек ҫӑмӑлланчӗ.
Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Йӑлтах хӗсӗнчӗ пирӗн пурнӑҫ…
13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Моргиана алӑк леш енче ӳсӗрнине илтсен Ева чӗри кӑмӑлсӑррӑн хӗсӗнчӗ.Еще Ева услышала, как она кашлянула за дверью, и ее сердце неприятно сжалось.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ганэль чунӗ, шиклӗн хӗсӗнчӗ те сурса ыратма пикенчӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Матросӑн чӗри хӗсӗнчӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 326–330 с.
Трумов мӗскӗнленес мар тесе куҫӗсене тартмарӗ, чунӗ ҫеҫ ыратса хӗсӗнчӗ; иртнӗлӗх, Ягдина курнипе вараланнӑскер, пӗтӗмпех туллин тухса тӑчӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.
Темӗскер каласшӑнччӗ, анчах савӑннипе чӗлхем карланкӑна шалах сиксе хӗсӗнчӗ те — ӑна унтан туртса кӑларма, ахӑртнех, хӗскӗч кирлӗччӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Ватӑскер таса, пӑлхануллӑ, турӑран темӗн йӑлӑнакан сӑнлӑ; Энниок каллех кулса ячӗ; чӗри хӗсӗнчӗ, тикӗс тапманнипе самантлӑха сывлама йывӑрланчӗ; унтан пурнӑҫпа ҫыхӑну татӑлнине тата пуҫне сӗм хура сехре хӑппи ҫавӑрса сӗрӗмлетнине туйрӗ те — кӗпӗрленнӗ ушкӑн варринелле ыткӑнчӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.