Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӗпӗртесе (тĕпĕ: хӗпӗрте) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Салам, юлташ сывӑ-и! — кӑшкӑрчӗ вӑл боец пилотки ҫине пӗрре хӗпӗртесе, тепре ӑмсанса пӑхса.

— Привет, товарищ, здорово! — воскликнул он, бросив восхищенный и, может быть, чуточку завистливый взгляд на пилотку бойца.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Нумай тӗрӗ хушшинче вӑл пӗркун часовньӑра курнӑ тӗрре те палласа илчӗ те хӗпӗртесе ӳкрӗ.

Помоги переводом

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пазухин та, Элӗкелле утнӑ, май, ҫамрӑк юрӑҫ пирки хӗпӗртесе шухӑшларӗ.

Помоги переводом

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

«Музыка вӗт ку, сӑмахпа каласа пама ҫук илемлӗ кӗвӗ! — хӗпӗртесе кӑшкӑрчӗ вӑл ӑшӗнче.

Помоги переводом

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Ман шутпа, вӑл сӑвӑ — халӑхра ӗмӗрлӗх юлмалли япала, — терӗ хӗпӗртесе Павлов.

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Лавр Кузьмич та ыттисемпе пӗрлех хӗпӗртесе кӑшкӑрчӗ.

Помоги переводом

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Ара, сутмалли картинӑсем нумай вӗт санӑн! — хӗпӗртесе каларӗ Натюш, анчах ун хыпарӗ художнике савӑнтармарӗ.

Помоги переводом

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

«Ман юнӑм!» — хӗпӗртесе те кӑштах темшӗн вӑтанса шухӑшларӗ хӗр.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӗсем уншӑн чунтанах хӗпӗртесе ӗҫлетчӗҫ.

Помоги переводом

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

— Эсӗ чӗрех-и? — хӗпӗртесе эхлетрӗ Ҫтаппан.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Апла тесен, кайса кил эппин, — кумӑшӗ пулӑшма хатӗрришӗн хӗпӗртесе килӗшрӗ Ҫтаппан.

Помоги переводом

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Халех вӑйран сулӑнас этем мар-ха эпӗ, — хӑйӗн ҫирӗп сывлӑхӗшӗн хӗпӗртесе каларӗ Ҫтаппан, Арӑмӗн аллинчен куркана тытрӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эсӗ, Энтрей, тӳрех хӗпӗртесе ан ӳк-ха.

Помоги переводом

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӑҫтан-ха эсӗ ҫын шухӑшне куҫран пӑхсах тавҫӑратӑн? — хӗпӗртесе ӳкрӗ Энтрей.

Помоги переводом

Ҫывӑрмалӑх ӗҫленӗ паян // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ыттисем те ун пек пулсан, аптӑрамӑттӑмӑрччӗ те, — хӗпӗртесе мӑкӑртатать Хрестук.

Помоги переводом

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑвайт ҫинче пӗҫерсе ҫийӗр, — тет вӗсене хӗпӗртесе кайнӑ Хӗлип мучи.

Помоги переводом

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Анне, темӗн чухлӗ пулӑ пулать пирӗн, — хӗпӗртесе пӗлтерчӗ хӗрӗ.

Помоги переводом

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун арӑмӗ, ҫармӑс мӑрсине тахҫантанпах пӗлекенскер, ӑна пулас кӗрӳ тесе шутлаканскер, вӑл кӗрсе тӑрсан чунтан хӗпӗртесе ӳкрӗ.

Помоги переводом

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хушатӑп ҫав, хушатӑп, — ӗҫ ыррӑн пуҫланнишӗн хӗпӗртесе каларӗ Мамич-Бердей.

Помоги переводом

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мамич-Бердей хӗпӗртесе ӳкрӗ: ҫав тери ырӑ шухӑш килсе кӗчӗ пуҫа!

Помоги переводом

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней