Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ку хыпара илтсен нихӑҫан хӗпӗртемен хаваслӑхпа хӗпӗртесе илчӗ Хурама.
Хурама Иванӗн ӗнепе гармонӗ // Яков Шакров. «Капкӑн», 1934. — 5№ — 5 с.
Енчен те вӑл вӑрлас ӗҫӗн сиенлӗхӗ ҫинчен вӑрӑм сӑмах каланӑ пулсан та, эпӗ ҫакӑнтан ытла хӗпӗртемен пулӑттӑм.Если бы он произнес пространную речь о вреде воровства, я и то не обрадовался бы больше.
36 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ӑна алтса кӑларса ун ҫинчен Ваҫили Андрейча йӑвантарса яракан мужиксем кӑшкӑрнине илтсен, леш тӗнчере те ҫавӑн пекех ҫынсем кӑшкӑрнинчен, тата вӗсен ӳчӗсем те ҫакӑнти пекехрен вӑл тӗлӗннӗ; анчах хӑй ку тӗнчерех пурӑннине ӑнланса илсен, вӑл уншӑн хӗпӗртемен, хурланнӑ пек те пулнӑ, хӑйӗн ура пӳрнисене тӑм тивнине сиссен вӑл пушшех хурланнӑ.
X // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Анчах ҫав ҫемҫелсе кайни ӑна пӗртте лайӑх маррӑн туйӑнман, — хӗпӗртеттернӗ кӑна, ӗлӗк вӑл ҫаван пек пӗртте хӗпӗртемен.
IX // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Анчах Володя тӗплӗн тӗрӗслесе тирпейлӗ пуҫтарнӑ хыҫҫӑн, ҫӑмӑл схематикӑллӑ моделе пионер ҫурчӗн картишӗнче сывлӑша кӑларса ярсан, вӑл ҫӳлелле яр! вӗҫсе хӑпарсан, кӑштах пӗр енне тайӑлса, сывлӑшра анлӑ кукӑр йӗр туса ҫаврӑнсан, унтан хуллен кӑштӑртатса ҫӗр ҫине анса ларсан, тӗнчере пуринчен малтан планер ҫинче сывлӑша хӑпаракан ҫын та ун пек хӗпӗртемен пулӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ы-х саначчӗ те халь кунашкалл хӗпӗртемен пулӑттӑн.
Еххӗм Пьяных операцийӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 29–35 стр.
- 1