Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫак халап тӗрӗссипе тӗрӗс маррине ҫирӗплетме ҫук, анчах 80–90 ҫул каялла йӗпе-сапара икӗ ял хушшинчи ҫул чылай хӗвеланӑҫнерех, Якрав вӑрманӗ еннерех пулнине ватӑсем каланине илтме тивнӗ.
Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.
Гостемилов кӗленче пек куҫӗсемпе картӑ ҫине — командармӑн ҫирӗп чӗрни Луганскран кӑнтӑрпа хӗвеланӑҫнерех тунӑ йӗр ҫине тинкерчӗ.
8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫапӑҫу пулса иртнӗ хир Бородино ялӗн ҫывӑхӗнче, Мускавран 110 — 112 километрта, Можайскран 10 — 12 километр хӗвеланӑҫнерех выртать.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Вунвиҫӗ сехет те хӗрӗх пилӗк минутра Чкалов юлташ ҫӑра тӗтре айӗнче пулсан та, ҫав тери ӑстан, Амур ҫинчи Николаевск хулинчен хӗвеланӑҫнерех, Удд утравӗ ҫине анса ларнӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Хастар Стэнли ҫитсе курнӑ ҫак пысӑк тавралӑх: кӑнтӑрарах Ньясӑпа Замбези шывӗсен хӗрринчи, хӗвеланӑҫнерех — Заир пуҫламӑшӗнчи вырӑнсем, — Занзибар, Борну, Феццан пасарне «хура тавар» парса тӑракан тавралӑх халӗ ҫавӑн пек.
Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Тепӗр урамӗ хӗвеланӑҫнерех епископ ҫурчӗпе суту-илӳ ӗҫӗпе пурӑнман ытти ҫынсен ҫурчӗсем хушшинчен пуҫланса, пӗр пӗчӗкҫӗ кӳлӗ патнелле тӑсӑлса каять.
IX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Пӗрремӗш Украина фрончӗн ҫарӗсем, авиаци пулӑшӑвне сирсе тӑракан начар ҫанталӑка пӑхмасӑр, Сандомиртан хӗвеланӑҫнерех наступлени пуҫарса ярса, тӑшманӑн хӗрӗх ҫухрӑма яхӑн тӑсӑлакан вӑйлӑ ҫирӗплетнӗ оборонине татса кӗнӗ.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
— Эпӗ каланӑччӗ сире, — тесе пуҫларӗ ученый, — Кӑнтӑр Америкӑран хӗвеланӑҫнерех вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель ҫинче Тристан д'Акунья утравӗсем вырнаҫнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Хӗвелтухӑҫ енче кӑвак-сенкер курӑнать, йывӑҫ тӑрри тӗлӗнче кӗренрех; хӗвеланӑҫнерех — вараланчӑк мамӑк евӗр пӗлӗтсем шуса иртеҫҫӗ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Халь, хӑйӗн дивизине Ковель хулинчен хӗвеланӑҫнерех ларакан сӗм вӑрмансенче чӑмӑртаса пуҫтарнӑ хыҫҫӑн, Гилле малалла мӗнле кӑтартусем пуласса кӗтнӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
- 1