Поиск
Шырав ĕçĕ:
хӑяймастчӗҫ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ача вӑййи ку!» — терӗ Король пӗрремӗш отряд кӑларса ҫакакан меню ҫинчен, вара виҫҫӗмӗш отрядри ачасем, столовӑя кӗнӗ чух, алӑк патӗнче чарӑнса тӑрса, паян мӗн ҫитерни ҫине пӑхма хӑяймастчӗҫ.
17 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
«Пустуй япала!» — терӗ те вӑл фанертан тунӑ буржуй пирки, унӑн отрячӗн членӗсем ҫав пурне те кӑмӑла кайнӑ вӑййа хутшӑнма хӑяймастчӗҫ, вӑйӑ ҫине аякран ҫеҫ пӑхса тӑратчӗҫ.
17 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Ӗлӗк-авал, — каллех калаҫма пуҫларӗ Николай Артемьевич, — хӗрсем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсем ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхма хӑяймастчӗҫ; пӑхӑнманнисене ун чухне ашшӗ-амӑшӗн влаҫӗ хӑрататчӗ; шел пулсан та, ҫав вӑхӑт иртсе кайрӗ; ҫапла шутлаҫҫӗ нумайӑшӗсем; анчах ӗненӗр, ирӗк паман… ирӗк паман законсем пур, пӗр сӑмахпа каласан, законсем пӑрахӑҫа тухман-ха.
XXX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
7. Хула хапхи патне тухсассӑн, уҫӑ вырӑна хамӑн пуканӑма лартсассӑн, 8. яш ачасем мана курсассӑн пытанатчӗҫ, ватӑсем ура ҫине тӑратчӗҫ; 9. ҫулпуҫсем калаҫма хӑяймастчӗҫ, ҫӑварне аллипе хуплатчӗҫ; 10. чаплӑ ҫынсем шӑп пулатчӗҫ, чӗлхи вӗсен ҫӑвар маччине ҫыпӑҫӑнса ларатчӗ.
Иов 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1