Поиск
Шырав ĕçĕ:
Староста канава кӗрсе выртнӑ, тет, арӑмӗ хапха айне хӗсӗнсе ларнӑ, тет те, вӑл хаяррӑн кӑшкӑрнӑран, хӑйсен картишӗнчи йытти сехри хӑпнипе сӑнчӑрне татса, ҫатан урлӑ килтен вӑрмана тухса тарчӗ, тет.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Эпӗ сехре хӑпнипе кӑшкӑрса ятӑм.
XXVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Эпӗ ҫаврӑнса пӑхрӑм та, сехре хӑпнипе чӗре ҫурӑлса каяс патне ҫитрӗ.
XXIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ун сӑмахне эпӗ ҫийӗнчех итлемерӗм, вара унӑн ҫуллӑ пит-куҫӗ сасартӑк хаярлӑхпа улшӑнса кайрӗ, вӑл чӑтма ҫук хыттӑн вӑрҫма тытӑнчӗ, сехре хӑпнипе эпӗ каялла сиксе ӳкрӗм.
II сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ырӑ купца, сехри хӑпнипе, сивӗ тытнӑ пек чӗтрет; акӑ ҫаврӑнса пӑхать те вӑл, курах каять: пур енчен те, кашни йывӑҫ, кашни тӗм шывпа ҫӗр тӗпӗнчен усал вӑй пулса, тӗнчери чи хӑрушӑ сӑнарсем ун патнелле ҫывхараҫҫӗ.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Ун вырӑнне, Гапкӑна тӗл пулсан, ӑна ӗҫсӗр янккаса ҫӳренӗшӗн ятлама тытӑнчӗ, лешӗ шӑпах-ха ҫав вӑхӑтра кухньӑна кӗрпе йӑтса пыратчӗ; крыльца умӗнче яланхи пек апат парасса кӗтнӗ автанне туяпа печӗ; тата хӑй патне ҫурӑк кӗпеллӗ, вараланчӑк ача чупса пырса: «атте, атте, премӗк пар-ха», тесе ыйтсан, вӑл урипе тапса ӑна ҫав тери хӑратса пӑрахрӗ, ачи, сехри хӑпнипе, турӑ пӗлет-и, таҫта тарса ҫухалчӗ.
III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Мӗскӗн Понцианӑн сехри хӑпнипе сасси те тытӑнса ларчӗ.
VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вӑл вилсе кайнине эпир иксӗмӗр те ҫавӑнтах чухласа илтӗмӗр, анчах сехре хӑпнипе сӑвар уҫма пултараймасӑр, нумайччен ун ҫинелле пӑхса тӑтӑмӑр.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Сехри хӑпнипе, хӑйсем калаҫма та хӑяймаҫҫӗ.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ҫапах та, ун телейне, ҫак самант нумая пымарӗ, Сергей, шухӑшласа-туса тӑмасӑр, тарӑхнипе шари ҫухӑрса, макӑрса ячӗ те, сехри хӑпнипе ним пӗлмесӗр, подвал патӗнчен ҫула-мӗне пӑхмасӑр инҫетелле чупса кайрӗ.
VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Эпӗ сехре хӑпнипе тата хӑрушӑрах сасӑпа кӑшкӑрса ятӑм та пӳлӗмрен чупса тухрӑм.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Лешӗ сехри хӑпнипе шыва сиксен тин шӑпланчӗҫ.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Пӗррехинче Таичи тӑна кӗчӗ те сехри хӑпнипе куҫ-пуҫне чарса пӑрахрӗ: пӳлӗмрен Эйпын виллине йӑтса тухса кайрӗҫ.И, когда Таичи снова пришел в сознание, он с ужасом увидел, как из комнаты выносили мертвого Эйпына.
Хура хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Кэмби вара, сехри хӑпнипе, хӑйне ҫапасран хӳтӗленнӗ пек, аллисене сулкаласа илсе хӑвӑрт кӑна ҫаврӑнчӗ те алӑк патнелле васкарӗ.И Кэмби в ужасе, словно защищаясь от удара, замахал руками, быстро повернулся и поспешил к выходу.
«Ачалӑх иртрӗ пулӗ санӑн, Чочой!» // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ачасем, пуҫӗсене ҫӳлелле ҫӗклесе, сехре хӑпнипе хускалма хӑраса, вилӗ пӑлан куҫӗсенчен пӑхаҫҫӗ.
Ӑнсӑртран тупни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Экэчо тӑруках сехри хӑпнипе аллинчи винчестерне кӑларса ӳкернӗ.
Шамана хирӗҫ кайни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ҫынсем ун патӗнчен пур еннелле те чӑл-парах тапса сикрӗҫ, тахши, сехри хӑпнипе, аяккинчен ҫакна ыратмаллах туйипе туртса ҫапрӗ, тахши ӳлесе ячӗ.От него шарахнулись во все стороны, кто-то с испуга больно ударил его по боку палкой, кто-то завыл.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Надежда Константиновнӑпа аппӑшӗ ӑна коридорта кӗтсе тӑнӑ-мӗн: кашни сасса тӑнланӑ, сехрисем хӑпнипе шурсах кайнӑ.
Влаҫ — советсене // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Сехре хӑпнипе шӑтӑк патӗнчен каялла чакрӗ, аяккалла ыткӑнчӗ, темиҫе утӑм чупса кайрӗ, пичӗпе лӳчӗркеннӗ ҫӑра курӑк ӑшне ӳкрӗ.
XXIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫыран ҫывхарнӑҫем ҫывхарса киле пуҫларӗ, юлашкинчен вара Серёжа хытӑ хӑйӑр ҫине упаленсе тухрӗ, хӑй сехри хӑпнипе тата шӑнса кайнипе сиксе чӗтрет.
Ун пурнӑҫӗнчи йывӑрлӑхсем // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.