Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем иккӗмӗш хута хӑпарчӗҫ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Ар урамӗнчен тӗрлӗ япала ҫыххисем тиенӗ урапасем сӑрталла хӑпарчӗҫ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Усала тавӑрас ҫиллисем вӗресе хӑпарчӗҫ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӗсем иккӗмӗш хута чупса хӑпарчӗҫ те коридорта тӗлӗнмелле япала тухса тӑчӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Чӑвашла тумланнӑ Анютӑпа Раман, алла-аллӑн тытӑнса, капӑрлатнӑ сцена ҫине хӑпарчӗҫ.
35 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Иккӗмӗш хута хӑпарчӗҫ.
Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ҫырмаран хӑпарчӗҫ ҫеҫ, лашине шурӑ кӑпӑк таранччен хӑваласа, Кабаргас ҫитрӗ.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Хӑйсен пирвайхи тӗлпулӑвӗн вырӑнӗнчен вӗсем пачах урӑхла ҫынсем пек хӑпарчӗҫ — телейлӗ те ҫӑмӑлкка, калӑн тин кӑна сӑваплӑ шыва кӗрсе тухнӑ тейӗн.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Акӑ вӗсем чӗкеҫ вӗҫекен ҫӳллӗш хӑпарчӗҫ те ӗнтӗ.
Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.
Вӑрнар муниципаллӑ округӗн Дипломне илме ертӳҫӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри сцена ҫине хӑпарчӗҫ.
Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre
Акӑ вӑрмантан тухрӗҫ те сӑрт ҫине хӑпарчӗҫ.
Пӗчӗк ҫырма // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Иккӗмӗш хута хӑпарчӗҫ.
XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Унтан тасалса, типтерленсе хӑпарчӗҫ те ӗне сума васкарӗҫ.
XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, ҫырма енчен каччӑпа хӗр алла-аллӑн тытӑнса хӑпарчӗҫ, Тимуш крыльци умӗнче, карта урлӑ тӑсӑлнӑ сирень турачӗсен айӗнче, чарӑнса тӑчӗҫ.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Ачасем текерлӗк ҫӑмартине шырама шикленчӗҫ — тихасем пек ӗрӗхсе сӑрталла хӑпарчӗҫ.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫакна тума вӗсем хӑйсем те активлӑн хутшӑнчӗҫ, сцена ҫине хавхаланса хӑпарчӗҫ.
3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.
Пир-авӑр комбиначӗ ҫывӑхӗнчи йывӑҫлӑ тӳлек урама ҫитсен Альбинӑпа Илюш пилӗк хутлӑ ҫуртӑн виҫҫӗмӗш хутне хӑпарчӗҫ, хӑйсене кирлӗ хваттере шыраса тупрӗҫ.
Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.
Ҫавӑнтах Валтиел тӗлӗнче тӳпене ҫунакан ҫӗмренсем ялтӑраса вӗҫсе хӑпарчӗҫ.
Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Акӑ пӗлӗтелле фашистсем енчен симӗс, кӗрен ракетӑсем ҫиҫсе хӑпарчӗҫ те нейтральнӑй тӑрӑха ҫутатса ячӗҫ.
Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.
Сасартӑк нимӗҫсем енчен кӗрен ракетӑсем тӳпенелле вирхӗнсе хӑпарчӗҫ те пирӗн окопсем ҫийӗн вӗҫсе кайса сӳнчӗҫ.
1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.