Поиск
Шырав ĕçĕ:
Каҫхи апат хыҫҫӑн ачасем ҫӗнӗ япаласене хӑйсемпе юнашар кравать ҫине хурса часах ҫывӑрса кайрӗҫ.После ужина дети очень скоро уснули, положив обновки рядом с собой в кровать.
Чулхула // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/628
Парада хутшӑнакансем хӑйсемпе мӑнаҫланнӑ, кашни хусканӑва тӗрӗс тума тӑрӑшнӑ.
«Ҫар паратӗнчи пекех кӑмӑл-туйӑм енчен ача садне ҫӳрекенсемпе ҫамрӑк армеецсен парачӗ», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/05/car- ... -sadne-ure
Питӗ хастар каччӑсем, хаваслӑскерсем, купӑс калама, юрлама-ташлама ӑстаскерсем, вӗсем Георгие яланах хӑйсемпе пӗрле ҫӳретесшӗнччӗ.
Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.
Хӑшпӗрисем хӑйсемпе пӗрле ҫӳпҫе те илсе кайма хатӗрленнӗ иккен.
Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тимофей-хусах хӑйсемпе пымалли ҫынсене суйласа илчӗ те: — Аҫтӑрхан, — терӗ, — эсӗ кунта юл.
Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Темшӗн-ҫке, хӑйсемпе илсе килнӗ сӑрапа панулми эрехне кӑна тутанса пӑхмарӗҫ вӗсем…
Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.
Ҫав кунтан пуҫласа юлташӑмсем, пур енӗпе те хӑйсемпе «тӑп тан» танлаштармарӗҫ пулин те, мана вӑйӑ-кулӑсенче «умалла иртме» те, «ҫул пуҫӗ» пулма та ирӗк паратчӗҫ, хӑш-пӗр вӑйа «катаччилентерес» е «юнлӑ вӑрҫӑ хирне» ҫавӑрас мелсене шӗкӗлченӗ чух ман сӗнӳсене те шута илетчӗҫ, вӗсене йышӑну никӗсне те хыватчӗҫ.
«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.
Кунта, халӑх таттисӗр хыпӑнса-тӗркӗшсе тӗркӗлтетмен урам таврашӗнче, ытларах уйрӑм хуҫалӑхсен умӗсене йывӑҫ-чечек чӗртнӗ пӗр хутлӑ ҫурт-хуралтӑсем лӑпчӑнса тулнӑ, вӗсен хушшинче хулари суту-илӳ ӗҫӗпе пурӑнакан пуянсемпе ытти ятлӑ-сумлӑ ҫынсен темиҫе икӗ е виҫӗ хутлӑ кирпӗч ҫурчӗ ҫеҫ хӑйсемпе хӑйсем киленсе, «сӑмса каҫӑртса», «куҫ хӗскелесе» лараҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫак кӗтмен ҫӗртен килсе кӗнӗ ҫынсем хӑйсемпе пӗрле темӗнле сиплӗ сывлӑш илсе килнӗ пекех пулчӗ.
12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Арҫын ачасем хӑйсемпе пӗрле гитара, волейбол мечӗкӗсем ҫӗкленӗ, транзисторлӑ приемниксене те манса хӑварман.
8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Кӗҫех парка хӗрлӗ хӗреслӗ машина килсе чарӑнчӗ те шурӑ халатлӑ ҫынсем мучие хӑйсемпе пӗрле лартса та кайрӗҫ.
Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.
«Вӗсем мана каҫарчӗҫ, вӗсем мана каҫарчӗҫ… мана… мана пӗрле сӗтел хушшине, хӑйсемпе пӗрле чӗнчӗҫ.
IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Вӗсем ачисене хӑйсемпе пӗрлех вӑратса кӗтӳ хӑвалаттаратчӗҫ.
Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.
Ун хыҫҫӑн ҫарамаслисем кӗреҫисене шӑкӑр-шӑкӑр пӑрахрӗҫ те хӑйсемпе паллаштарма васкарӗҫ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Килнӗ хӑнасем часах хӑмаран тунӑ сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗҫ, кил хуҫине те вӗсем хӑйсемпе пӗрле чей ӗҫме чӗнчӗҫ.
Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ман ачана апат ҫиме те памарӗҫ, васкатсах тумлантарчӗҫ те хӑйсемпе пӗрле таҫта илсе тухса кайрӗҫ.
Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Чирлӗ Ленин хӑйсемпе юнашар пулнӑ пек туйрӗҫ вӗсем.
Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Акӑ мӗн курчӗҫ вӗсем: икӗ пӑр катрамӗ пӗр харӑсах темелле Хветут пӳртне икӗ кӗтессинчен пырса ҫапӑнчӗҫ те, кӗҫех ӑна хӑйсемпе пӗрле юхтарса кайрӗҫ.
Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Малтан хӑйсемпе калаҫса пӑхмалла!
3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Инкек-синкек пуласран ачасене ҫеҫ хӑйсемпе илес мар терӗҫ.
2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.