Поиск
Шырав ĕçĕ:
Урам вӗҫӗнче, ҫӑра йывӑҫсем хушшинче ҫатан карта, хӑваран авса тунӑ хапхапа калинкке курӑнса кайрӗҫ.На краю улицы, в гуще деревьев, показались плетень, хворостяные ворота и калитка.
VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Юланутпа хӑвӑрт чуптарса килнипе тӑртаннӑ урисене юлхавлӑн хуҫлатса, Давыдов йывӑррӑн, шӑпах Нестеренко вырнаҫнӑ креслона хирӗҫле кивӗ пукан ҫине пырса ларчӗ, ҫак хӑваран ҫыхнӑ йӳнӗ тӑракан креслон лутӑрканса пӗтнӗ айккисем ҫине ним шутламасӑр пӑхса илчӗ, унтан, акаци тӗмӗсенчи ҫерҫисем пӗр чарӑнмасӑр чӗвӗлтетнине итленӗ май, Нестеренкӑн сарӑ пичӗ ҫине, унӑн тирпейлӗ сапланӑ ҫанӑллӑ кивӗ гимнастерки ҫине пӑхса, ҫапла каларӗ:
XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Колхоз председателӗн кабинечӗ Давыдова тӗлӗнтерчӗ: самаях пысӑк пӳлӗме сарӑ каткасемпе тӑм чӳлмексенче ӳсекен тусанлӑ чечексем лартса тултарнӑ, вӗсен хушшине хӑваран авса тунӑ кивӗ пукансемпе вараланчӑк тенкелсем хӗсӗннӗ; алӑк патӗнче сӑранӗ ҫӗтӗлсе-ҫурӑлса пӗтнипе тутӑхнӑ пружинисем курӑнакан пулнӑ темле элес-мелес диван ларать; стенасем ҫине «Нива» журналтан касса илнӗ ӳкерчӗксемпе йӳнӗ литографисем ҫыпӑҫтарса тултарнӑ.
XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ялӗ ытти ялсем пекех ӗнтӗ, нимӗн ытла тӗлӗнмелли те ҫук: хӑваран авса тунӑ ҫӗнӗ ҫатансем, вырӑнӗ-вырӑнӗпе унта хӑва папкисем шӑтса тухкаланӑ, картишсенче кирпӗч вучахӗсем, кӗлет алӑкӗсем тӑрӑхла тапсисем ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраҫҫӗ, кӗлетӗнче шалта канӑҫлӑ сулхӑн пек туйӑнать, ҫамрӑк утӑ шӑрши ҫапать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951