Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑвалать (тĕпĕ: хӑвала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр кун ирхине карчӑк пуринчен маларах тӑрса ӗнине кӗтӗве хӑвалать, пӑрушне тытма хӑтланса тпучча, тпучча, ме, ме тесе ҫӳрет тет.

На другой день старуха поднялась раньше всех, подоила корову и стала провожать вместе с теленком в стадо, а теленок никак не слушается ее, бегает, лягается, старуха его; тпуча, тпуча, ме, ме, — ни в какую.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пасар хулан анат урамӗнче, лавккасемпе ҫырма ху шинчи анлӑ лаптӑкра, йӑшӑлтатать-ҫӑрӑлать, кӑшкӑрать, юрлать, кӗҫенет, макӑрать, ӗнӗрлет, вӑрҫать, чӗнет, хӑвалать, кулать, кӑтиклет, какалать…

Базар раскинулся на широкой площади в конце нижней улицы города, между речкой и длинным рядом лавок, и гогочет, и шумит, кричит и поет, смеется и плачет, гонит и зовет…

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Лаши чупать пуҫ ухса, Ӳсӗр хуҫи хӑвалать.

Помоги переводом

Хушӑлкара // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Пӗтӗм ялти ача-пӑча Туйӗ хыҫҫӑн хӑвалать.

Помоги переводом

Туй // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Кӗрлет ейӳ, юхать сар Энӗш: Хума хум шавлӑн хӑвалать.

Помоги переводом

XXXXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кускаласа вӗҫни ун кӑлӑх — Ӑна караппӑл хӑвалать.

Помоги переводом

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Эп мар, пӗтӗм халӑх хӑвалать вӗсене.

Помоги переводом

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мускав таран хӑвалать вӗсене мӑрса.

Помоги переводом

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аякка, сӗм вӑрмана хӑвалать пире хамӑрӑн телейсӗр шӑпа-ӑраскалӑмӑр.

Помоги переводом

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ялан вӑрҫа хӑвалать, ялан нӳхрепе хупать.

Помоги переводом

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл манӑн кунӗпе кайӑк хӑвалать.

Помоги переводом

1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр кайӑк вӑрманта сӑпай кӑна пурӑнать, никама тивмест, никама кансӗрлемест, тепри, мӑрса евӗр, пурне те хӑвалать, пурне те хӗсӗрлет.

Помоги переводом

1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пасарӗ те, масарӗ те пӗрле тенӗ пек, пурӑнан пурнӑҫри нуша Сӑр ку енчи ҫынсене — леш енне, леш енчисене — ку енне хӑвалать.

Помоги переводом

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах та шӑп хускалса каяс умӗн Павӑл пуйӑс ҫинчен сиксе анчӗ: «Кам хӑвалать мана ҫав хӗрарӑм патне?» — тесе шухӑшларӗ.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Мана тарҫӑсем патне хӑвалать.

Помоги переводом

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӑшт чарӑнса сывлӑш ҫавӑрма та вӑхӑт ӗнтӗ, анчах тӗкӗрҫӗсен ушкӑнӗн пуҫлӑхӗ Тукай мӑрса, хӑй хыҫӗнчи ҫынсене манса кайнӑ евӗр, урхамахне малалла та малалла хӑвалать.

Помоги переводом

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ну-у, капыла! чупкала васкарах, — чӑпӑрккипе хӑмсаркаласа хӑвалать кӗсрине Лисук.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Шемшерте пулайманни Шӗнерпуҫӗнче тапранма пултарӗ, — тавҫӑрса лашине хӑвалать исправник.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шӑрӑхпа, юратупа йывӑрланса тулнӑ чӗрине тӑнласа Детрей Дурбан скверне ҫитрӗ, кунта ҫӳллӗ капмар агавӑсен хушшинче фонтан хаваслӑн сикекен сирпӗнчӗксен юхӑмне хӑвалать.

С тяжелым от зноя и любви сердцем Детрей прошел к скверу Дурбана, где среди огромных агав фонтан гнал струи скачущих брызг.

XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Экипажра тилхепепе — Дон-Кихот, ҫӗре ҫитиех усӑннӑ, питӗ капӑр ылтӑн сеткӑпа карнӑ тӑватӑ лашана вӑрӑм сӑнӑпа хӑвалать.

Экипажем управлял Дон-Кихот, погоняя четверку богато убранных золотой, спадающей до земли сеткой, лошадей огромным копьем.

ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней