Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хыҫҫӑнхи сăмах пирĕн базăра пур.
хыҫҫӑнхи (тĕпĕ: хыҫҫӑнхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куҫ умне вара тахҫанхи-тахҫанхи, яппун вӑрҫинчен таврӑннӑ хыҫҫӑнхи самант тухса тӑчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Василий, Давид хыҫҫӑнхи вӑталӑх ывӑлӗ, Мускавра ҫар академийӗнчен вӗренсе тухнӑ иккен те, халӗ хӗсметре тӑрать, дивизи комиссарне ҫитнӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсем кӗҫ-вӗҫ килес хура кунсене, хыҫҫӑнхи шартлама сивӗсене кӗтсе илме хатӗр ӗнтӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр енчен, ку ҫамрӑксем революци хыҫҫӑнхи пирвайхи ҫулсенчисем мар ӗнтӗ, милици курсӗсемпе шкулӗсенчен вӗренсе тухнӑскерсем, аптӑрамӗҫ-ха…»

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тунтикун Телегин, чӑнах та, Йӗпреҫ станцийӗ хыҫҫӑнхи пӗрремӗш разъезда пуйӑспа ҫитрӗ те, пусӑ шывне шӑл витӗр шӑниччен ӗҫсе кӑштах лӑплансан, чугун ҫул хӗррипе малалла хуллен утрӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӗтри вара ун чухне те Сӑпани енне ҫаврӑнса пӑхман, ун хыҫҫӑнхи сакӑр ҫулта та унпа курнӑҫса калаҫас тесе сӗмленмен.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӑнах, Сидорпа паллашнӑ хыҫҫӑнхи пӗтӗм вӑхӑта аса илсен, Калюков яланах унӑн сӗнӗвӗсене пурнӑҫланӑ пулса тухать.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чиркӳ тӳртумӗнчи шкулпа библиотека ҫуртне вунсаккӑрмӗш ҫултах, революци хыҫҫӑнхи пӗрремӗш ҫулах, туса лартнӑччӗ-ха.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ав, хӗреснашшӗ каланӑ тӑрӑх, Ваньккана Шупашкара тытса килнӗ хыҫҫӑнхи темиҫе кунрах тата мӗн тери тискер ӗҫсем туса пӗтернӗ вӗсем…

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫӗрулмийӗ Мурӑм хыҫҫӑнхи иккӗмӗш станцире иккен.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Граждан вӑрҫи хыҫҫӑнхи пирвайхи ҫулсенче те Ванькка ҫак ӗҫшӗн сахал вӑй хуман.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Граждан вӑрҫи хыҫҫӑнхи йывӑр ҫулсенче те, нэп пуҫлансан та ҫак ӗненӳ Ваньккана яланах вӑй-хал парса тӑнӑ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Антун тусӑм, эс мӗн пит шухӑша кайса ҫӳрен? — терӗ ӑна пӗррехинче Король, каҫхи апат хыҫҫӑнхи пушӑ вӑхӑтра ун ҫумне пырса ларнӑскер.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Бертольдӑн тар киллинчи хӗлхем евӗр — ҫак туйӑм Грэй чунӗнче темӗн арканнӑ хыҫҫӑнхи ишӗлчӗк айӗнчен ыткӑнса тухакан ҫулӑмла ялкӑшать.

Подобно искре в пороховой ступке Бертольда, — одного из тех душевных обвалов, из-под которых вырывается, сверкая, огонь.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Унӑн пит-куҫӗ чир хыҫҫӑнхи пек сӗнксе аннӑ.

Лицо у него было осунувшееся, как после болезни.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вара Питӗр обывателӗ, мунчаран тухнӑ хыҫҫӑнхи пек телейлӗ кӑмӑллӑскер, тротуарӑн сылтӑм енӗпе савӑнса утӗччӗ.

И пошел бы правой сторонкой панели счастливый, как из бани, питерский обыватель.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑнхи кунсенче Ленин пӗр вӗҫӗмех хӑйӗн брошюрипе ӗҫлерӗ.

Последующие дни Ленин все время был занят работой над своей «брошюрой».

16 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Ирхине илсе килнӗ, хӗрлӗ тата кӑвак кӑранташсемпе турткаласа пӗтернӗ хаҫатсем ун тавра темле асар-писер тӗркӗшӳ пулса иртнӗ хыҫҫӑнхи пек сапаланса выртаҫҫӗ.

Газеты, полученные утром, исчерканные красным и синим карандашом, валялись окрест, как после побоища.

14 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Эпӗ апат хыҫҫӑнхи вӑхӑтсене пайтах ҫавӑн пек калаҫусенче кӑмӑллӑн ирттернӗ.

Я очень приятно провел в таких разговорах много послеобеденных часов.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Тӗллевлӗн тӑвакан ӗҫе пула Чӑваш Енре ӗҫлесе пурӑнма лайӑх майсем туса хунӑ, ҫавна пула туслӑ та ҫирӗп ҫемьесенче виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи пепкесем ҫуралсах тӑраҫҫӗ.

Благодаря целенаправленной работе в Чувашии созданы условия, при которых семейные пары всё чаще решаются на рождение третьего и последующих детей.

Михаил Игнатьев Анне кунӗ ячӗпе саламлани (2019) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2019/11/23/glava-chu ... yaet-s-dne

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней