Поиск
Шырав ĕçĕ:
Юлашкинчен, шнурокӗсене ҫыхкаласа пӗтерсен, пукан хыҫӗ ҫине тайӑнчӗ те, хырӑмне ик аллипе ыталаса илсе, тепӗр пилӗк минут хушши сывлӑш ҫавӑрса ларчӗ.
Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.
Пите те, ура хырӑмне те туратсем чӗрсе хӗреслӗ-мӗреслӗ шурӑ ҫип пек йӗрсем хӑварнӑ.
11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Вара тарӑхнипе кӑмака ҫине хырӑмне ӑшӑтма ӳппӗн, хӑпарса выртрӗ.
Ҫухалнӑ председатель // Ник. Пушкин. «Капкӑн», 1935. — 3№ — 2–3 с.
— Акӑ еплерех пулмалла хальхи вӑхӑтра чӑн-чӑн ҫыннӑн, — тесе хайхискер яшт! тӳрленчӗ, хырӑмне ҫурӑмӗ ҫумнерех тартса кӑкӑрне каҫӑртрӗ:
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Вӑл вара, епле пулсан та тарса хӑтӑлас тесе, пысӑк хырӑмне каҫӑртсах, мулкач пек, ял хӗрринелле тапса сикрӗ.
Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Ку сан ирӗкӳ ӗнтӗ, — юлхавлӑн карӑнса, мӑнтӑр хырӑмне сӑтӑркаласа, ӑна пӳлсех каларӗ Килтеш пупӗ.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пуян сӑмахӗ ӑна килӗшрӗ, вӑл, савӑнса, кулкаласа, усӑнса аннӑ хырӑмне икӗ аллипе сӑтӑркаласа илчӗ.
Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Хуйхӑ та, кулӑш та, — хуравларӗ Ишмук, ик аллипе хырӑмне сӑтӑркаласа.
Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Каччӑ анкарне туртса кӑларса ун хырӑмне касса ҫурнӑ.
Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Ак ҫакӑнта, — хырӑмне тытса кӑтартрӗ лешӗ.
Тинех… // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 56–57 с.
Ҫак вӑхӑтра салакайӑк хӑй ҫӑварӗнчи «телейне» вӗҫертмесӗр аяккарах та аяккарах вӗҫсе ӳкме хыпӑнчӗ — халӗ ӗнтӗ вӑл хырӑмне карӑничченех тӑрантӗ, никампа та пайлашмӗ, никам та хапсӑнаймӗ, туртса илеймӗ апата, хӑй ҫеҫ кап та кап тӗшӗрӗ, хӑй ҫеҫ, хӑй ҫеҫ!
Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.
Куҫне маччаналла тӗлли-паллисӗр вӗҫтерсе, пӗр супка шухӑша путнӑ пек пулчӗ, вара, ун-кун пӑхкаласа, пӑнк «хӑмпӑланса» тӑракан хырӑмне аллипе виҫӗ хут та ҫурӑ шаплаттарса илсе, сӑмахне хатӑррӑн сыпӑнтарса ячӗ.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
— Ха-ха-ха! — кӗмсӗркке креслоне ҫартлаттарса хыҫалалла сӗвенсе, сапӑнса, усӑнчӑк тулли хырӑмне мӑкӑлт-мӑкӑлт сиктеркелесе, ахӑлтатса ячӗ пӳлӗм хуҫи, унтан, куҫне чӑмӑрӗпе йӑвала-йӑвала, антӑхсах кайрӗ:
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Лартса ятӑмӑр вара ҫак ӗнтӗ «хӗрлисемпе шуррисен усал хирӗҫӗвӗ уртарса янӑ» хырӑмне ҫӗклесе-йӑвалакаласа, пурнӑҫпа вилӗм хушшинчех нушаллӑн охлатакан-ахлатакан суперперекетлӗ меҫнике сыватмӑша.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
— Ҫӗрулми касӑкӗсене хӑв аллупа тытса тӑр! — терӗм ҫеҫ, Кӗркури, эп хушнӑ пек пӗр аллипе ҫӗрулми касӑкӗсене тути ҫинче ҫыпӑҫтарса тытса, тепӗр аллипе сасартӑк хӑвӑрӑлчӑк хырӑмне хупларӗ те кӗвенте пек кукӑрӑлса кӑптӑрӑнчӗ:
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Тем тата каччӑ пӗрмай хырӑмне сӑтӑркалать.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Лӑрлӑр та лӑкӑр-лӑкӑр хырӑмне лӑплантармалли, ҫывӑратса ямалли эмелӗ те ҫавах.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Чӑтаймарӗ ҫакна чылайччен куҫласа ларма — «хӗҫленнӗ» хырӑмне «тимӗрлетнӗ» чышкипе шӑлне шатӑртаттара-шатӑртаттара йӑвала-йӑвала, куҫне аяккалла тартрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ку ӗнтӗ хурасимӗс ҫӑмӑл тумлӑ улатакка — вӑрман «санитарӗ» — хӑй хырӑмне шӗкӗсемпе, йӑплака хуртсемпе (слизевиксемпе), вӑрӑм сӑмсасемпе тӑрантасшӑн сӑмсипе пӗр ухӑнмасӑр ларакан лутрарах, янӑравлӑ, варакланнӑ (е хӑвӑлланнӑ?) ватӑ хыр сӑсӑлне-янкарне таккаса кӑларасшӑн.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Арҫын тухтӑрпа икӗ ҫамрӑк сестра унӑн ури хырӑмне тасатаҫҫӗ, касӑлнӑ вырӑна ҫӗлеҫҫӗ.
11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.