Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хыпса (тĕпĕ: хып) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1837 тата 1996 ҫулсенче каллех вут-ҫулӑм хыпса илнӗ, анчах кашнинчех ҫӗнӗрен юсанса тӑнӑ.

Вновь горел в 1837 и 1996 годах, но каждый раз восстанавливался.

Ла Фениче // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0_% ... 1%87%D0%B5

Ҫак уяв пӗлӳшӗн, чи пӗлтерӗшлине шыраса тупассишӗн тата ҫӗннине уҫассишӗн хыпса ҫунакан пӗтӗм ҫынна пӗрлештерет.

Этот праздник объединяет всех, кто испытывает неутолимую жажду знаний, поиска, открытий.

Олег Николаев Раҫҫей студенчӗсен кунӗпе саламлани (2024) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2024/01/25/glava ... aet-s-dnem

Поэзи пулсан — ӑш хыпса ҫуннӑ чух Выртса ӗҫмелли шыв пек пултӑр; Кашни сӑвӑпа, савнипе чунпа-чун Калаҫнӑ пекех, кӑмӑл тултӑр.

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Вӑл капитализм самани хӑварнӑ хура енсене, харпӑр хӑйшӗн кӑна хыпса ҫунакансене, «хамӑр пурӑнса пултӑр» текенсене, ӗҫлемесӗрех тутлӑ ҫиме юратакан харам пырсене, вӑрӑсене, вӗҫкӗн ҫапкаланчӑксене, йӑпӑлти бюрократсене, «сӗрме» пӑхакансене, кахалсене халӑх куҫӗ умне кӑларать.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Романӑн иккӗмӗш кӗнекинче 1905—1907 ҫҫ. революци чӑвашра мӗнле хыпса кайса, мӗнле амаланса, ҫулӑмланса ялкӑшма тытӑннине куратпӑр пулӗ, тенӗччӗ эпир.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Елкӑсене, уяв ирттермелли пӳлӗмсене тӗрлӗ тӗслӗн ялтӑртатакан электроҫутӑсемпе, хӑвӑрт хыпса илме пултаракан теттесемпе илемлетеҫҫӗ.

Помоги переводом

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%82%d3%9 ... %be%d1%80/

— Ара, ҫӑвара армути хыпса чӑмланӑнах, йӳҫӗ те…

Помоги переводом

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пӗри час хыпса илет.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сасартӑк мунчана вут хыпса илчӗ, — тет вӑл, аллисемпе хӑлаҫланкаласа.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Курман бек пӑл ҫинӑ та шӑв иҫнӑ, — мӑкӑртатрӗ Откан, шӑлавар кӗсйинчен тин кӑларнӑ чӗлӗмне ҫӑварне хыпса.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫавнашкал маттур вӑл ман, папаҫӑм! — телей вут-кӑвар пек хыпса илнипе хумханса сӑмах хушрӗ Анук.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах, аллисем сӗртӗнсенех, чӗрисенче сӳнмен юрату хыпса илчӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Матӗрне те вут хыпса илнӗ пекех пулса кайрӗ.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Нивушлӗ вут хыпса илнине туйми ҫывӑрнӑ?

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан килсе тухман пулсан, халӑх тарса пӗтетчӗ те пушар кӳршӗ киле, унтан пӗтӗм яла хыпса илетчӗ.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан килмен пулсан, ку темӗн пӳрте вут хыпса илӗччӗ те ним юлмиччен шӑлса тасатӗччӗ.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан, хӑй хӑранине ҫӗнтерсе, чунакансен ҫулне пӳлчӗ те: — Чарӑнӑр! Ҫулӑм тулалла тухса ҫивиттине хыпса илнине курмастӑр-и-мӗн? Е ялӗпех ҫунтарса яма шутлатӑр-и?! — тесе кӑшкӑрчӗ.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӑх ҫав тери хӑраса ӳкни Ҫтаппана та пырса тиврӗ, Анчах чӳречерен тапса тухнӑ ҫулӑм, стенана хыпса илсе ҫивиттинелле хӑпарнине курсан, вӑл ыттисемпе чупмарӗ…

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫурта ҫунса пӗтсе вут-кӑвар хыпса иличчен пуянлӑхне пытарма ӗлкӗресшӗн вӑл, ҫынсемпе пӗрле пушар сӳнтернӗ ҫӗре тухасшӑн.

Помоги переводом

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юрать-ха, улӑмӗ хыпса илмерӗ, ҫулӑмӗ сӳнсе ӗлкӗрчӗ.

Помоги переводом

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней