Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Акӑ мӗн, ывӑлӑм, эпӗр сана ҫамрӑксен коммунистла союзне организацилеме хушатпӑр.— Вот что, сынок, мы поручаем тебе организацию коммунистического союза молодежи.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Сире никам майлӑ мар пулма хушатпӑр.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Тупа ҫапла тума хушать: хурах ушкӑнӗнчи ачасен пурин те пӗр шухӑшлӑ пулмалла, унӑн вӑрттӑнлӑхӗсене никама та пӗлтермелле мар; енчен пӗр-пӗр ҫын пирӗн шайкӑри ачана кӳрентерсен, ҫав ҫынна тата унӑн мӗнпур тӑванӗсене вӗлерсе пӗтерме шайкӑри пӗр-пӗр ачана хушатпӑр, вӑл вара лешсене пурне те вӗлерсе пӗтерсе, вӗсен кӑкӑрӗсем ҫине хӗрес — хамӑрӑн шайка паллине — касса кӑлармасӑр апат ҫиме те, ҫывӑрма та пултараймасть.
Иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Финанс пайӗн хаклӑ япалисене округа куҫарма хушатпӑр, налог укҫине те хӑвӑр патӑрта тытса ан тӑрӑр.Предлагается ценности финотдела переслать в округ, не задерживая у себя налоговых сумм».
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
«…Михаил Квакинпа йӗрӗнчӗк Фигурӑна ыран ирех эпир янӑ ҫынсем кӑтартнӑ тӗле тухма хушатпӑр, хӑвӑрпа пӗрле ирсӗр шайккӑра тӑракан ҫынсен спискине те илсе пынӑ пултӑр.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Эпир хӗрлӗ ҫӑлтӑрпа паллӑ туса хунӑ ҫурт хуҫисене хӗрхенместӗр эсир, кил хуҫи вилнӗ иккенне пӗлтерекен хура хӑюллӑ ҫӑлтӑрпа паллӑ тунӑ ҫурт хуҫисен сачӗсене те уяса тӑмастӑр, ҫавӑнпа та сире, путсӗр хӑравҫӑсене, ҫапла хушатпӑр…»
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
«Ҫи!» — хушатпӑр ҫакна.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Шанман пирки вара аппарат работникӗсене сӑмах ҫырма хушатпӑр, вӗсем пур — час-часах ҫав ыйтусемпе пачах та интересленмеҫҫӗ!Поручаем ее состряпать работникам аппарата, которые подчас и не болеют всеми этими вопросами!
25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Сана сердобсксемпе калаҫса татӑлма тата епле пулсан та вӗсене парӑнтарас тесе тӑрӑшма хушатпӑр.Уполномочиваем тебя вести с сердобцами переговоры и любой ценой склонить их на сдачу.
XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Эпир влаҫа пире, ӗҫ халӑх представителӗсене, пама, мӗн пур буржуйсене тата Доброволецсен Ҫарне Дон ҫинчен кӑларса яма хушатпӑр!..
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Эпир ҫынсене пурнӑҫпа туллин киленме хушатпӑр, — пирӗн хамӑр пурнӑҫпа ҫакна кӑтартса памалла: кӑна эпир кашнин харпӑр хӑйӗн туйӑмӗсене тивӗҫтерме мар, кашни харпӑр хӑйшӗн мар, пӗтӗмпе илсен, ҫыншӑн ҫапла тума хушатпӑр, эпир хамӑршӑн тӑрӑшса мар, принцип тӑрӑх, хамӑра кирлӗрен мар, хамӑр ҫапла тумаллине шанса панӑ пирки ҫеҫ калатпӑр».
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сӑмах май, ҫак ӗҫе сана хушатпӑр.
XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хӑнӑхнӑ йӑлапа ҫамрӑксене пӗчӗк ачасене хушнӑ пек хушатпӑр.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
17. Ҫавӑнпа та эпир, вӗсем кирек хӑш самантра та пире хирӗҫ усал шухӑш тытнине пӗлсе ҫитсе, ҫапла хӑҫан та пулин хамӑра хирӗҫ сасартӑк пӑлхав ҫӗкленсессӗн, ҫак усал ҫынсем пире сутакансем, хаяр тӑшманӑмӑрсем пуласса малтанах курса тӑрса, 18. ҫапла хушатпӑр: ҫак ҫырӑва илнӗ-илменех эпир асӑннӑ ҫынсене пур ҫӗртен те арӑмӗсемпе, ачисемпе пӗрле вӑйпах, асаплантара-асаплантарах, тимӗрлесе пирӗн патӑмӑра вӗлерме ӑсатмалла: вӗсем пек усал шухӑшлӑ ҫынсем пӗр шелсӗр те мӑшкӑл вилӗме тивӗҫлӗ.
3 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Патша ҫырӑвӗ вара ҫапларах пулнӑ: «Антиох патша Лисий тӑванӑма савӑнӑҫ сунать. 23. Манӑн аттем турӑсем патне ӗмӗрлӗхе кайнӑ вӑхӑтранпах эпир патшалӑхри ҫынсем хӑйсен ӗҫӗсене пӗр пӑлханмасӑр тума пултарччӑр тесе тӑрӑшатпӑр. 24. Эпир иудейсем манӑн аттем ҫӗнӗ йӑла-йӗрке — эллин йӑлисене — ҫирӗплетес тенипе килӗшменни ҫинчен, вӗсем хӑйсен саккуннех мала хуни, ҫавӑнпа та хӑйсен саккуннех уяса тӑмашкӑн ирӗк пама ыйтни ҫинчен илтсе пӗлтӗмӗр; 25. вара ку халӑха та канӑҫсӑрлантарас мар тесе, ҫапла тума хушатпӑр: вӗсем хӑйсенӗн Турри Ҫуртне ҫӗнетчӗр, вӗсем хӑйсен тӗп аслашшӗсен йӑли-йӗркипе пурӑнччӑр. 26. Ҫапла вара эсӗ вӗсем патне ҫын ярсассӑн, вӗсемпе килӗшӳ тусассӑн, аван пулӗччӗ, ан тив, вӗсем пирӗн шухӑшсене пӗлсе ырӑ кӑмӑллӑ пулччӑр, хӑйсен ӗҫне малалла хаваслӑн туса пыччӑр» тенӗ ҫырура.
2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2