Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Плана ҫын миҫе ҫултине пӑхса парас пулсан та йӑнӑшатӑн, Валентина тусӑм, — ӑна кӑкӑр тӗлӗнчен пӳрнепе тӗллесех малалла каларӗ Маша, — эсӗ вунҫиччӗре — сана ҫӗр ҫитмӗл деталь, санӑн аннӳ аллӑ пиллӗкре — ӑна вара, сан «идею» тӑрӑх, пилӗкҫӗр аллӑ деталь туса хатӗрлеме хушас пулать.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
— Калӑпӑр, эпӗ генерала чечек ҫинчен чечек ҫине лӗпӗш пек чӳхенсе вӗҫме е пӗр-пӗр трагеди ҫырма хушрӑм пулсан, е тинӗс чарланне ҫаврӑнма хушас тӑк, вӑл вара ман хушӑва пурнӑҫламасан кам айӑплӑ пулӗччӗ — вӑл е эпӗ?
X // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Ҫак ҫул-йӗре команда 2022 ҫул вӗҫӗнче аталантарма пуҫланӑ, паян та хӑйӗн ҫырӑнаканӗсене хушас тесен мӗн тери йывӑр ҫула тухмаллине, йывӑрлӑхсене мӗнле ҫӗнтермеллине, мӗнле майсемпе усӑ курмаллине пӗлет.
"Журфестра" ВКонтакте обществӑна аталантармалли мастер-класс иртет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/mass-ll-info ... et-3390751
Эккей, ҫын ҫумне хушас шут пур-ха ҫав ухмахӑн!
Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.
Тен, туйӑннӑран та мар пуль, пӗр-ик сӑмах хушас килнӗрен-и, Тимуш уй хӗррине тухнӑ Укаҫ ҫумне пырса тӑчӗ те: «Санӑн, Укаҫ, ҫаву мӑкалмасть те-и вара? Кӳр, кӑштах шаккаса парам. Мӑлатук айне хунӑ хыҫҫӑн аванрах касать вӑл», — терӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Пӗлнӗ пулсан, Алюнова та тӑшманӗ тесе шутламалла, кун пек ӗҫ тума хушас ҫукчӗ те пулӗ…
Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫулленех чун хушас, тет.
Ҫиччӗмӗш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫуллен турат хушас, тет.
Ҫиччӗмӗш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫакна асӑрхаса, Аванкай Ишмук майлӑ пӗр-ик сӑмах хушас терӗ.
Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хальхи вӑхӑтра ИИ тӑваттӑмӗш сыпӑкӗнчи алгоритмсене интуици те хушас тесе тӑрӑшаҫҫӗ.
Интуици ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1294
— Чаплӑ рабочи ҫавӑн пек вак-тӗвек ӗҫпе аппаланмасть ӗнтӗ, — кулса илчӗ пӗри, — Любӑпа Лидӑна хушас, тӗрӗслесе тӑччӑр.
6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Ак, Люба пур, Лида — хушас вӗсене.
6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Пазухин палламан чиперккене сӑмах хушас тенӗскерех хушаймарӗ, ӑна те хӗрӗн хуйхӑллӑ сӑнӗ, те тем урӑххи иментерчӗ.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Пулӑттӑнччӗ эсӗ пирӗн патӑмӑрта, сана эпӗ пӗр йывӑр ӗҫ хушас ҫукчӗ.
Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Апат хыҫҫӑн сире ӗҫ хушас тетӗп…
18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Воеводӑна кун пек ӗҫ хушас пулсан та Иван Васильевичӑн ун пирки малтан Шигалее систерсе хумалла.
8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
«Киле ҫитсен ури тӗпне хытӑ сӑтӑрма хушас», — шухӑшлать Михапар.
Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
«Малтанлӑха хӑйӗн лавккине хураллама хушас тет».
Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ӗнтӗ вӑрман кашлать, вӑрман кашлать, Ҫулҫӑ ҫумне ҫулҫӑ ай хушас тет пуль.
Ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Сыснасене апат пама хушас тесе Миккие шырарӗ — вӑл та ӳсӗрӗлсе йӑванма ӗлкернӗ.
Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.