Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хускатса (тĕпĕ: хускат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ывӑлне сӑнать, пӳрнисене хуллен кӑна хускатса, пански ҫыхать.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

— Завода каймарӑн-им, тетӗп, ма шарламастӑн? — пӗтӗм кӗлеткине хускатса, кантӑк ҫӑвать, шӑпӑр-шӑпӑр шыв юхтарать Укаҫ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Мӗн-ха вара икӗ столовӑя пулах ҫавнашкал шӑв-шав хускатса ятӑмӑр.

Помоги переводом

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Лешӗ усӑнчӑк янахне сухӑр чӑмланӑ чухнехи пек хускатса илчӗ, лӳпперрӗн хуравларӗ:

Помоги переводом

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Каҫару ыйтатӑн? — савӑннипе пичӗ ҫинчи пӗтӗм шатра-путӑка хускатса елпрерӗ, сарлака кӑкӑрне вӗркӗч пек хӑпарта-хӑпарта сывларӗ Турунов.

Помоги переводом

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вилес умӗн карчӑк, пӗрре Думитру ҫине, тепре Тоня ҫине пӑхса, ҫапла каланӑччӗ, юлашки вӑйне пухса, типнӗ тутисене аран-аран хускатса каланӑччӗ:

Помоги переводом

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Туртать-ха, эппин? — ун кӑмӑлне чунтан ӑнланнӑ пек, хӑй те пит-куҫне хускатса илчӗ Сидоркин.

Помоги переводом

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫапла шухӑшласа, шухӑшсемпе асапланса, Прохор Петрович алла пӑчӑкӑ тытать, пуртӑ тытать, сава тытать, суран ҫӗввисене карӑнтарса, типнӗ турат пек хытса ларнӑ шӑмӑсене хускатса, шӑнкӑрч йӑви тума тытӑнать.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӗрре хускатса янӑ та ӑна — ҫаврӑнса ҫӳрет уй тӑрӑх е ферма витисем хушшинче.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Итле-ха, — тетӗп, каллех Ҫтаппан пирки сӑмах хускатса, Ҫтаппан ҫавӑн пек ҫын пулса тӑнишӗн хам та айӑплӑ пек хумханса.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тепри кун пек катӑк кӗтеслӗ алӑка анкарти вӗҫӗнче выртсан та йӑтса кӗмӗ, хускатса та пӑхмӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Нарспи Гавриловна, сӑнӗнчен самантрах тӗксӗмленнӗскер, кӑкӑрне хускатса хаш сывларӗ:

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Телей сунатӑп, Валерия Ивановна! — терӗ, тутисене йывӑррӑн хускатса, пӑшӑлтатса.

Помоги переводом

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Ӑнсӑртран кӑна вӑл йывӑҫсем хушшипе пӗр пӗчӗк ярӑм шуса тухать те ман ҫумри хӑва тӗми ҫулҫисене юлхавлӑн хускатса, ҫавӑркаласа пӑхать, вара мӗнле килнӗ, ҫавӑн пекех сисӗнкӗсӗр тепӗр ҫӗрелле каять, е тата хӑш чух, тӗмӗ ӑшӗнчен урӑх тухмасӑр, ҫавӑнтах лӑпланса пӗтсе ларать.

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Манӑн ӑс-хакӑл, хускатса янӑ машина пекех, пӗр самант та ӗҫлемесӗр тӑма пултараймастчӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Унӑн тӗп пурнӑҫне пӗлмесӗр эпӗ унпа ҫирӗп ҫыхӑнӑвах тытмастӑп, тата политика секречӗсене те хускатса калаҫмастӑп.

Помоги переводом

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

— Кайрӑмӑр! — терӗ хӗр-полковник, утне хускатса.

Помоги переводом

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӑчавар ачи, утне малалла хускатса ун патнех пырса тӑчӗ те чӗлпӗрне пӑрахса пачӗ:

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Янеев, ҫавӑнтах автомат ярса тытса, хӑй патнелле упаленекен фашиста тӗллесе печӗ, лешӗ ҫавӑнтах малалла чикеленсе кайрӗ те урине пӗр-икӗ хутчен хускатса илчӗ.

Помоги переводом

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Ара, хускатса яр кӑна…

Помоги переводом

Аптрашки // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 38–39 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней