Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, палатка хӗррине уҫса, вожатӑйӑн кашни хусканӑвне сӑнаса выртать.Приоткрыв край палатки, он следит за каждым движением вожатого.
12 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Пӑхӑнман тӑшмансенчен тӗлӗннӗ хӗрарӑм конвоирсем тыткӑна лекнисен кашни хусканӑвне сӑнаса пынӑ, французсене вӗсем Сычевкӑран инҫех мар ларакан хулана чиперех илсе ҫитернӗ.
Староста арӑмӗ Василиса // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 52–75 с.
Ҫӳлерех сӑнласа кӑтартнӑ ушкӑнран кӑшт аяккарах ларакан шуранка, хумхануллӑ та хитре сӑнлӑ Петр ҫине ҫак самантра кам пӑхсан та, кашни чун-чӗре хусканӑвне уҫҫӑнах палӑртакан хӑйне евӗр сӑн-пите такам та асӑрханӑ пулӗччӗ.
IV // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Амӑшӗ тепӗр пӳлӗмре, диван ҫинче, ачан кашни хусканӑвне асӑрхаса, унӑн тӳсӗмсӗр сӑн-питӗнчи кашни улшӑнӑвӗпе савӑнса, сывламасӑр тенӗ пек, ал ӗҫӗпе ларать.
X // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Анчах ачан шиклӗ хусканӑвне амӑшӗ ку хутӗнче те асӑрхамарӗ, мӗншӗн тесен унӑн куҫӗсем ҫурхи илемлӗ сӑнсем ҫине тинкернӗ.
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫак минутра тӗрӗс палӑртса панӑ маршрут тӑрӑх пиншер гектар ҫӗр ҫинче вуншар машина пыраҫҫӗ, техникӑн пӑхма, горючипе ҫу яма вӗсем тӗп-тӗрӗс палӑртнӑ сехетсенче чарӑнаҫҫӗ, вӗсем тӗп-тӗрӗс виҫнӗ вӑрлӑха центнерӗ-центнерӗпе ҫӗре акаҫҫӗ, вӗсен кашни хусканӑвне пӑхса тухса, шухӑшласа, палӑртса панӑ.
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Унтан вӑл ҫапла хушса хунӑ: «Ҫавӑнпа, — ку сӑмахсем хыҫҫӑн вара Джемма тӑрӑхласа хӑй сассипе хусканӑвне Клюбер пек туса кӑтартрӗ, — ку ман чыса варалать; хута кӗни кирлех тата вӑл усӑллӑ пулнӑ пулсассӑн, эпӗ хам хӗрӗн хутне кӗме пултараймӑттӑм-ши вара!
XXVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Анчах вӑл хӑйне тытса чарчӗ, хӑйӗн ырӑ кӑмӑллӑ вырӑс тусӗн кашни хусканӑвне тимлӗн сӑнаса тӑчӗ.
XVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ҫа самантра куҫкӗски те унӑн хусканӑвне тӑвас тенӗ пек каялла тайӑлчӗ те Таньӑна каллех куҫӗсене кӑтартрӗ.
XIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Вӑл, ораторсем пекех, аллине малалла тӑсса, хӗрне пукан ҫине кӑтартрӗ, Елена, ашшӗн хусканӑвне ӑнланса илеймесӗр, ун ҫине ыйтуллӑн пӑхсан, вӑл пуҫне пӑрмасӑрах: «сире ларма ыйтатӑп», тесе хучӗ.
XXX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Елена ӑна кӗтнӗ: вӑл уншӑнах хӑйсем часовньӑра пӗр-пӗринпе пирвайхи хут иккӗшӗ кӑна пулса калаҫнӑ чухнехи платйине тӑхӑннӑ; анчах вӑл ӑна ҫав тери лӑпкӑн саламларӗ, ҫав тери кӑмӑллӑ та ним хуйхӑ-суйхӑсӑр хавас пулчӗ, ҫавӑнпа та, ун ҫине пӑхсан, никам та: ҫак хӗрӗн пулас пурнӑҫне татса панӑ, вӑрттӑн юратнине пӗлсе тӑнипе хавхаланни унӑн сан-питне ҫутатать пӗтӗм хусканӑвне ҫӑмӑллатса илемлетет, тесе калас ҫук.
XXIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Вӗсем чавнӑ чухне Мюльреди туземецсен кашни хусканӑвне асӑрхаса тӑрать.Пока они работали, Мюльреди караулил каждое движение туземцев.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑл тепӗр хунне те ирех пырса кӗчӗ, хӑйсен хушшинче нимӗн те пулса иртмен пек, сывлӑх сунчӗ те, Дуняшкӑн кашни хусканӑвне куҫӗпе йӗрленӗ май, чӳрече умне кайса ларчӗ.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл хуҫи мӗншӗн ҫав тери хуйхӑрнине тата мӗншӗн текех пӑшӑрханнине ӑнланман, ҫавӑнпа, ӑнланма тӑрӑшса, унӑн кашни хусканӑвне сӑнанӑ.
VI. Канӑҫсӑр каҫ // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Сергей пӳрнисене, чавсисене, ал тунисене хуҫлатать, вӗсен кашни хусканӑвне, ӳчӗн кашни хутламне сиссе тӑрать.Сергей сгибал пальцы, локти, кисти, чувствуя каждый сгиб, каждую складку кожи.
16 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
— Тен, сӗт ӗҫеттӗрччӗ? — сӗнчӗ Григорин кашни хусканӑвне сӑнаса тӑнӑ кил хуҫи хӗрарӑмӗ, ун кӑмӑлне юрасшӑн пулса.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн аллин кашни хусканӑвне сӑнанӑ май Корней хӗрне кирлӗ мар ҫӗре пӗлмесӗр хутшӑннӑшӑн кӳренчӗ, унӑн ҫак айӑпне мӗнле те пулин тӳрлетес тесе, чайнӑя кайса килме шӑпах ӑна хушма шутларӗ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Григорийӗ унӑн кашни хусканӑвне асӑрхаса пырать.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий Аксинйӑн кашни хусканӑвне сӑнаса ӑсатрӗ.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Арҫын ачасемпе хӗрачасем, амӑшӗсем ҫумне тата пӗр-пӗрин ҫумне тӗршӗнсе, халиччен хӑйсем курман ҫар ҫыннисем мӗн-мӗн хӑтланнисене, вӗсен кашни хусканӑвне хӑраса та тӗлӗнсе сӑнаҫҫӗ тата салтаксем хыҫӗнчен инҫетереххӗн чупса ҫӳреҫҫӗ.
X // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.