Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кашни пичкерех — чуна сирпӗтсе аркатма, ӳт-пӗве хускалми выртакан чустана ҫавӑрма пултаракан япала ҫӗр литр.В каждой бочке сто литров вещества, взрывающего душу и превращающего тело в неподвижное тесто.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Пьер матрос каталепсие лексе (хускалми, сывлайми пулса сивӗнни) «вилет», ӑна пытараҫҫӗ.Матрос Пьер, попав в каталепсию (неподвижность, невозможность дышать), «умирает» и его хоронят.
Грин ҫӗр-шывне хапӑл тусамӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 5–7 с.
Пӳрнисем нумай ҫырнипе хускалми пулсан ҫеҫ библиотекӑран тухса утать.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Ун чухне Агриппинӑшӑн нимӗн те хӑрушӑ пек марччӗ: хӗрлӗрех тӗслӗ ҫеҫен хир, ним хускалми выртакан Иванӑн шӑмшакки, умра — хӗҫпӑшал ҫивчӗшӗсене вылятса пыракан нимӗҫсем курӑнатчӗҫ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Шурӑгвардеецсенчен пӗри ӑна темскерпе печӗ, анчах тивертеймерӗ, тепри наганӗнчен печӗ: чӑх месерле ҫаврӑнса ӳкрӗ, сарӑ урисемпе тапкаланса илчӗ те хускалми пулчӗ.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ҫаранлӑха темле хускалми йывӑр япала пек шӑрӑх хупласа илнӗ те, ултавлӑ сулхӑн та ӑна ҫӗнтереймест, витӗр хӗрнӗскер, пӑхма ҫеҫ тӗттӗм мӗлкеллӗн курӑнать.
7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Вӑрманта кӑна нимӗнпе хускалми шӑплӑх.
Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Старица ҫыранӗ хӗрринче пулӑҫсем — ним хускалми Тимахви, ларма-тӑма пӗлмен Миша тата Нюра.На берегу Старицы сидят рыболовы: неподвижный Тимофей, суетящийся даже сидя Миша и Нюра.
Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Унӑн хускалми сӑн-пичӗ хӑйӗн чаплӑ шухӑшӗсене те, геройла характерне те палӑртман.
I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Кайран вӑрансан та ниҫта хускалми выртрӗ, вӗҫен кайӑксем ҫине пӑхкаларӗ, е ҫулҫӑсем витӗр таса пӗлет ҫинелле тинкерчӗ, е ним сӑлтавсӑрах ахӑлтатса кулса ячӗ.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
Ним хускалми, чунӗ тухнӑн выртрӗ-выртрӗ те Виталий, ӑн пырса кӗнӗ пек пулсан, тӑчӗ, юртан лӑстӑртатса тасалчӗ, куҫне-пуҫне чалтӑртаттарса, Никандр ҫине ыткӑнма сӗкӗнчӗ.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Чылайччен ларчӗ вӑл апла ним хускалми, Кӗҫени пирки, ачисем пирки шухӑшларӗ, пуҫӗ тӑрне йӑтӑвса аннӑ хуйӑх ӑшне шаларан та шаларах путрӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Сулхӑн садра, яштака та хурлӑхлӑ кипариссен айӗнче мӑнаҫлӑ, хускалми, чаплӑ шӑплӑх тӑрать.И в тенистом саду под стройными печальными кипарисами стояла важная, невозмутимая, душистая тишина.
V // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Автомат пулисемпе урлӑ та пирлӗ касса тӑкнӑ ҫамрӑк чӑрӑшлӑх сайралнӑ, ҫавӑнпа ҫуркуннехи ҫӗр ҫинче икӗ ним хускалми кӗлетке хуралса выртни аванах курӑнать.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫав хускалми сӑнӳкерчӗк чӗрӗ ҫынна улӑштарма пултарать-и вара!
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Сулахайра айлӑмра ним хускалми пӗве кӑваккӑн курӑнса выртать, ун йӗри-тавра шупкарах симӗс хӑвасем ӳсеҫҫӗ, вӗсен мӗлкисем ҫиелтен пӑхма мӑкӑрӑларах тӑнӑ пек курӑнакан шыв ҫине ӳкнӗ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӗвел ҫӳлте мар ӗнтӗ, вӑл сылтӑмра, Кунцево садӗнчи ватӑ йывӑҫсем тӗлӗнче тӑрать, йӑлтӑртатакан хӗрле ҫаврашкан ҫуррине ҫутта кӑлари-кӑларми сӑрӑ пӗлӗт хупланӑ; тепӗр ҫурринчен вутлӑ пайӑркасем темиҫе пай пулса сирпӗнсе тухаҫҫӗ те садӑн ватӑ йывӑҫҫисене тӗлӗнмелле йӑмӑх ҫутӑпа ҫутатаҫҫӗ, йывӑҫсен ним хускалми ҫӑра туратлӑ симӗс тӑррисем тӳпен ҫуталнӑ таса пайӗ тӗлӗнче йӑлтӑртатаҫҫӗ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Акӑ кӗпе вӗҫҫӗнех хресчен ачи-пӑчисем тӑра-тӑра юлаҫҫӗ; вӗсем куҫӗсене чарса пӑрахнӑ та аллисене саркаласа пӗр вырӑнта хускалми тӑраҫҫӗ е, тусан ҫинче ҫарран вӗттӗн-вӗттӗн пускаласа, Филипп хӑтӑрса юнанине пӑхмасӑр, экипажсем хыҫҫӑн чупаҫҫӗ, хыҫала ҫыхса янӑ чемодансем ҫине хӑпарса ларма хӑтланаҫҫӗ.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Малта, типсе хӑрнӑ хӑмӑллӑ уйсемпе ешӗл курӑклӑ лаптӑксем хушшипе, сарлака хӑю пек кукӑрӑлса, ҫул тӑсӑлать; хӑшпӗр тӗлте ҫул хӗрринче кичем ҫӳҫе е ҫыпҫӑнакан ҫулҫӑллӑ ҫамрӑк хурӑн тӗл пулать, вӑл урапан типсе тусанланнӑ тӑмлӑ йӗрӗсем ҫине, ҫул хӗрринчи кӗске симӗс курӑк ҫине вӑрӑм хускалми мелке ӳкерет…
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ун ҫине пӑхнӑ май темле ӑнланмалла мар, чарайми вӑй куҫӑмсене ҫак ним хускалми пит патне туртнине туйрӑм.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.