Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хупӑччӗ (тĕпĕ: хупӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрремӗш курсра чухне ҫапла ҫырса хупӑччӗ:

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Регина пырса ҫитнӗ вӑхӑтра ҫӑвӑнмалли пӳлӗмӗн алӑкӗ хупӑччӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Енчен те эпир тухнӑ кварталсенче лавккасем хупӑччӗ пулсан, кунта вара пурте ӗҫлеҫҫӗ.

Если в кварталах, где мы начали, магазины были закрыты, то здесь все работают.

Брусчаткӑласа пӗтернӗ Газиантеп // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5902-%D0%91% ... D0%BF.html

Ещӗкӗ пур енчен те хупӑччӗ; мана тухса кӗме пӗчӗк алӑк тата сывлӑш кӗме ещӗк стенкисене шӑтарса темиҫе шӑтӑк тунӑччӗ.

Ящик был закрыт со всех сторон; в нем была только небольшая дверца, чтобы я мог входить и выходить, и несколько отверстий для доступа воздуха.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Утламӑш укӑлчи хапхи хупӑччӗ, йӑрӑ Ваҫилей темле сиксе анма ӗлкӗрнӗ, хапхана уҫса та ячӗ.

Они оказались у околицы Утламыша, ворота были закрыты, но неповоротливый Васьлей в одно мгновение слетел с тарантаса и услужливо распахнул их.

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Музей чӳречисем хупӑччӗ, вӗсене халь ярах уҫса янӑ, чӳрече сӑлӑпӗсем мӑкӑлтана-мӑкӑлтана тухнӑ.

И музей, на окнах которого все ставни были распахнуты и железные засовы висели словно вывихнутые.

25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Комсомол ячейкин пӳлӗмӗ хупӑччӗ, бюроран вара пӗр Нина Женеман ҫеҫ килте.

Комната комсомольской ячейки была закрыта, а из бюро была дома только Нинка Шенеман.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Буфет та хупӑччӗ ӗнтӗ.

Буфет был уже закрыт,

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

1. Ҫав ар мана каялла, Турӑ Ҫурчӗн тухӑҫ енне тухакан тулаш хапхи патне, илсе килчӗ, хапхи хупӑччӗ.

1. И привел он меня обратно ко внешним воротам святилища, обращенным лицом на восток, и они были затворены.

Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Виҫӗ хутра та — алӑк пӑрӑсӗсем, решеткеллӗ чӳречесем, йӗри-тавра айккинчи пӳлӗмсем, пур ҫӗрте те урайӗнчен пуҫласа чӳрече патне ҫитиччен йывӑҫпа витнӗ; чӳречисем хупӑччӗ.

16. Дверные брусья и решетчатые окна, и боковые комнаты кругом, во всех трех ярусах, против порогов обшиты деревом и от пола по окна; окна были закрыты.

Иез 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней