Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ресторана кӑнтӑрлана хупнӑччӗ, ҫавӑнпа столовӑйне кайрӗҫ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.
Ӑна кӑнтӑрла умӗн хупнӑччӗ.
Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
«Юрӗ ӗнтӗ, Кӗтерне, ан ятла, куҫа хупнӑччӗ те, ҫывӑрнӑ кайнӑ», — текелесех ирттерсе ячӗ.
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Матви пиччене тӗрмене хупнӑччӗ уншӑн, мана халӑх умӗнчех хӗненӗччӗ…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Унта пӗр героя тӗрӗс мар суд туса вунӑ ҫуллӑха тӗрмене хупнӑччӗ.
Адвокат ӗҫе пуҫӑнать // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Ленин хӑй пӗррехинче лӑпах хальхи пек темле урӑх тетраде ҫапла шӑлкаласа ачашланине аса илчӗ: ӑна та вӑл ҫаплах уҫкаласа хупнӑччӗ, хӑйне ҫав тери телейлӗ туйнӑччӗ, анчах ҫынна кӑна кӑтартмарӗ.
14 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Алӑк шӑтӑкне хупнӑччӗ.
XVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Иван Иванович пырса кӗнӗ пӳлӗм сӗм тӗттӗмччӗ, мӗншӗн тесен чӳречи хупписене хупнӑччӗ, ун ҫине шӑтарса тунӑ шӑтӑк витӗр хӗвел пайӑрки кӗрет те пӳртре асамат кӗпере пек курӑнса вылянать, хирӗҫри стена ҫине пӳрт тӑррине витнӗ хӑмӑшсен, йывӑҫсен, картишне ҫакнӑ тумтирсен мӗлкине ула-чӑпарӑн ӳкерет, анчах вӗсем пурте тепӗр майӑн ӳкеҫҫӗ.
II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
— Эппин, хуп-ха куҫна (эсӗ куҫна хупнӑччӗ ун чухне, аса илтерем), — Матви чӑрлаттарса пӑхакан Кӗҫение хӑй ҫумне ҫӑттӑн пӑчӑртарӗ те, арӑмӗн тути ҫинчи сӗткенне пӗтӗмпех ӑшне сӑрхӑнтарасла, ҫав йӗрӗлчене тутипе вӑрахлӑха тӗкӗнсе тӑчӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кӑмӑл тулса, савӑнса тӑнӑран кӑшт ҫеҫ кулса ямасӑр, эпӗ вырӑн ҫине чӑмрӑм, куҫа та хупнӑччӗ ӗнтӗ, сасартӑк леш хамӑн чунсӑр хитре инке-арӑма эпӗ паян пӗртте аса илменни ҫинчен шухӑшласа илтӗм.
II // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Вӑл ҫывӑрса каяс тесе куҫне хупнӑччӗ кӑна, анчах хӑйӗн хулпуҫҫийӗ ҫинче ҫемҫе те ӑшӑ алӑ выртнине туйрӗ.Он закрыл глаза и хотел уснуть, но почувствовал на своем плече теплую руку.
XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ӑна Янс Гудлона вӗлернӗшӗн хупнӑччӗ.
Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.
Ҫав самантра Бойчо унӑн шурса кайнӑ илемлӗ питне пӑхса илчӗ, хӗрӗ куҫне хупнӑччӗ, тути шуралса кайрӗ, ҫак телейсӗр хӗр хӑй шӑпине унпа ҫыхӑнтарчӗ иккен те, акӑ халь тата мӗнле асап курмалла тивет.
XV. Курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хайхи путнӑ ҫын йывӑррӑн сывласа ларатчӗ ӗнтӗ, куҫне хупнӑччӗ, уйӑх ҫутатнӑ май пичӗ унӑн шуррӑн, тӗлӗнмелле шуррӑн курӑнчӗ, сӑмси лапчӑк, янахӗ тӑваткӑл, шурӑ пурӑпа сӑрласа тунӑ пек, — ку сӑн-пите эпӗ пин хут та курнӑ та, халӗ хам куҫа хам ӗненместӗп, паллаймасӑр тӑратӑп…
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Алӑкне хупнӑччӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чӑнах та, подвал алӑкне хупнӑччӗ, ун ҫине, пӗр вуниккӗмӗш ӗмӗрти пысӑк ҫӑраҫҫи ҫакса янӑччӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Нумай пӳлӗмсене хупнӑччӗ, хӑшпӗр ҫӗрте уй-хирти пек юр ҫеҫ сарӑлса выртатчӗ.Многие отделения были закрыты, а другие представляли собою самые обыкновенные, покрытые снегом поля.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1