Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унӑн умӗпе хыҫӗ тата хулпуҫҫийӗсем тӗрӗллӗ пулнӑ.
Вирьял чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Ӑна эпӗ час-часах аса илетӗп те, куҫ умне вӑрӑм шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ Санюк тухса тӑрать, эпӗ унӑн хурлӑхлӑн йӑлтӑртатакан хура куҫӗсене, шурӑ хулпуҫҫийӗсем ҫине йывӑррӑн усӑнса аннӑ хура ҫӳҫне, унӑн кӑкӑрӗ мӗнле пӑлханса ҫӗкленнине куратӑп.
III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Ик аллипе пуҫне тытрӗ Ҫимун: — Мӗн пулса тухрӗ капла, Эрхип?! — унӑн сарлака хулпуҫҫийӗсем чӗтресе сиккелерӗҫ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Малтанах ӗненмерӗ-ха вӑл, хӗр выляса хӑтланать пулӗ терӗ, анчах, Улькан ҫара хулпуҫҫийӗсем чӗтренине курсан, хӑва хыҫӗнчен сиксе тухрӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хулпуҫҫийӗсем хыҫне ҫакнӑ амӑшӗ ҫӗлесе панӑ пир хутаҫҫа икӗ ҫӑкӑр чикнӗ, ҫӑпата сырнӑ, вӗренӳ ҫулӗсенче ачасемпе ушкӑнпа райцентралла ҫуран ҫӳренине аса илет.
Бухгалтер профессийӗ еткерлӗхпе куҫнӑ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3453052
Ҫавна май мӗнпур арҫын ӗҫӗсем Володьӑпа Валера шӑллӗн хулпуҫҫийӗсем ҫине тиеннӗ.
Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420
Кӑкӑрӗ ҫинчи орденсемпе медальсем, хулпуҫҫийӗсем ҫинчи ылтӑн пакунӗсем вут тӑкса, вут сирпӗтсе ҫеҫ тӑраҫҫӗ, ҫап-ҫутӑ аттипе карттус сӑмси те ҫуталса ҫеҫ тӑраҫҫӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Ҫӳхе пиншак хулпуҫҫийӗсем тӳп-тӳрӗ тӑраҫҫӗ, шӑлаварӗ пӗрре те хуҫкаланман, якатнӑ йӗрӗсем чӑт кӑна палӑраҫҫӗ.
Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.
Ун чухнехи хӗрсен хулпуҫҫийӗсем ҫине вӑйпитти арҫынсен йывӑр ӗҫӗсем тиеннӗ.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Симӗс гимнастерка тӑхӑннӑ, шинелӗсене тирпейлӗн чӗркесе хулпуҫҫийӗсем урлӑ уртнӑ салтаксем ҫирӗп ретсемпе Бессараби ҫӗрӗ тӑрӑх утса пыраҫҫӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Конструктор ашшӗн хулпуҫҫийӗсем Цэрнэ хулпуҫҫийӗсенчен тӗреклӗрех те сарлакарах.У отца конструктора плечи были покрепче и пошире, чем у Цэрнэ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ашшӗ-амӑшӗсен хулпуҫҫийӗсем ҫинче пӗчӗк ачасем лараҫҫӗ…
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Государство влаҫӗн тӑхлан алли — ҫара илмелли ҫамрӑксене вӑрҫа кайма вӗрентсе хатӗрлени, стрэжери тата вӑрҫа хатӗрленес тӗлӗшпе ӗҫлекен фашистла организацисем урса кайсах тискерленни — ҫамрӑксен хулпуҫҫийӗсем ҫине чӑтма ҫук йывӑррӑн килсе выртрӗҫ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Анчах ҫав самантра Урсэкиен ырханкка хулпуҫҫийӗсем уҫӑ алӑкра ҫухалма та ӗлкерчӗҫ.Но костлявые плечи Урсэкие уже исчезли в приоткрывшейся двери.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ачасем тавлашакансем патне пуҫтарӑнса тӑчӗҫ те, пӗр-пӗрин хулпуҫҫийӗсем ҫине чавсисемпе уртӑнса, тавлашу малалла пуласса интересленсех кӗтрӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Эсӗ тавҫӑруллӑ пулаканччӗ, — тесе, Петӗр икӗ аллине те Сергей хулпуҫҫийӗсем ҫине хучӗ.
Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫавӑнпах кил-хуҫалӑхӗнчи йывӑр ӗҫ те тӑтӑшах арҫын ачан хулпуҫҫийӗсем ҫине тиеннӗ.
Тӗслӗх кӑтартакансен йышӗнче // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11891-t- ... -jysh-nche
— Кӳр, хам хывам, эс хӑрах алпа хываймӑн, — кармашрӗ вӑл ывӑлӗн ҫӳлӗ хулпуҫҫийӗсем патнелле.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ун сассине илтсен, пӗренесем ҫинче унта-кунта сапаланса ларнӑ пассажирсем сасартӑк пӗр харӑс сиксе тӑчӗҫ те, кутамккисене хулпуҫҫийӗсем урлӑ ҫака-ҫака, чугун ҫул еннелле чупрӗҫ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Ӑҫтан паллӑ эпӗ полковник пулни, ман ҫамка ҫине ҫырман вӗт, — терӗ Слюсарев, хулпуҫҫийӗсем ҫинче пакунсем ҫуккине асӑрхаттарса!
8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.