Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хреснамӑшӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗтерукпа хӗрачине ҫыран хӗррине тухма пулӑшрӗ те: — Матрена Игнатьевна, паллашӑр, ку пирӗн хисеплӗ кума, мӑнукӑн хреснамӑшӗ, — терӗ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Куна вӑл Кӗтерук Анук ачин хреснамӑшӗ пулса килнӗ хыҫҫӑн аван курчӗ.

Помоги переводом

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Женя, ун юлташ хӗрӗ пулнӑскер, Тамарӑна хӗрачине ят ҫыртарнӑ чухне хреснамӑшӗ тунӑ пулнӑ.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Вӗсем Микулапа Анук ачин хреснашшӗпе хреснамӑшӗ пулма килнӗ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вырсарникун ҫитсен, ача ятне хума Праски амӑшӗ кайнӑ, хреснамӑшӗ те хӑех пулатӑп тенӗ.

Помоги переводом

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хреснамӑшӗ пултӑм-пултӑмах, ха-ха-ха! — шампански эрехӗ пуҫа кайнипе кулса ячӗ Баландина.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хреснашшӗ Тимофей Романович пулчӗ, хреснамӑшӗ — Поля Баландина.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ашшӗ те, Елькка хреснамӑшӗ те, пӗринчен тепри вашават йӑмӑкӗсем те?..

Помоги переводом

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Калӑпӑр, сӑмахран, Елькка хреснамӑшӗ пулсан?

Помоги переводом

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӑхлачӑ, Наталин хреснамӑшӗ — илемлӗ тӑлӑх карчӑк, Петрона пуҫне тайса тата ҫемҫен те кӑмӑллӑн кулса, хирӗҫ тухса йышӑнчӗ.

Свашка — крестная мать Натальи — вдовая красивая баба, встретила Петра поклоном и тонкой малиновой усмешкой.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл — ашшӗ — чухӑна тӑрса юлнӑччӗ, ачисем — виҫӗ ывӑл — пурте ӑҫта кирлӗ, унта вырнаҫнӑ; пӗрне ҫех, ҫак кӗҫӗннине, Парижра пурӑнакан хреснамӑшӗ патне янӑ пулнӑ.

Он — отец — разорился, и дети — три было мальчика — все устроились; один только, меньшой этот, отдан был к своей крестной матери в Париж.

XIX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Ӑна Оренбурга хреснамӑшӗ патне ярӑпӑр: унта ҫарӗ те, тупӑсем те ҫителӗклӗ, крепость хӳми те чултан.

Отправим ее в Оренбург к ее крестной матери: там и войска и пушек довольно, и стена каменная.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней