Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫуллахи илемлӗ ир Липучкӑн кӑмӑлне ҫӗклентерсе янӑ, ҫавна пула вӑл хам ҫырнӑ ҫӗнӗ сӑвӑсене, сӗтел айне пӑрахнӑ леш тетрадь ҫине ҫырнисене, вулаттарасшӑн мана хистеме тытӑнчӗ.
Кӗтмен экзамен // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Столыгин, хӑй ӑста калаҫнӑ пулин те, хӗрарӑмсем умӗнче князь палӑрмаллах ҫиеле тухса пынине кура, ӑна Парижа кайма хистеме тытӑннӑ.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Хистеме хисте, анчах хӑвӑн ӗҫне вырӑнсӑр ҫӳле ан хур.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Унтан эпӗ ӑна тӳрленес пулать тесе хистеме пуҫларӑм, халӗ эпӗ унӑн чӑн-чӑн тусӗ.А потом я стал требовательным к нему, и теперь я ему настоящий друг.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Ҫапах та, Ҫемен хуняшшӗне хистеме хӑтланкаларӗ.
XXII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Вара шӑнкӑрч ҫунаттисене сарчӗ те, вӗлле тавра вӗҫсе ҫаврӑнса, малтанхи вырӑна пырса ларчӗ, пӗчӗккине каллех чи хитре кӗввипе йӑпатса хистеме тытӑнчӗ.
Анне патне канма // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Тытӑнса тӑнӑ хӑнана черккине ӗҫсе яма ҫемҫен кӑна сӗнме юрать, хистеме, ӗҫме йӑлӑнса тӑма кирлӗ мар.
Ӗҫмеллисем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Хистеме те кирлӗ мар вӗсене: кам хӑйӗн ӑсталӑхне кӑтартас тет, ҫавӑ кӑшӑл хӗррине тухса тӑрать те хӑйне ташлама черет ҫитессе кӗтет, черет ҫитсенех кӑшӑл варрине вирхӗнсе тухать.
IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кил хуҫипе ывӑлӗ ӑна иккӗнлетсе хистеме тытӑнчӗҫ: — Шерккей тей! Епле-ха апла, энчетрен пӗрре килетӗн пулать те унта та пирӗн кӑмӑла хӑварасшӑн-ҫке?.. — терӗ Нямаҫ.
VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Каллех ывӑнма пуҫланине туйса илсен, вӑл татах хӑйне хӑй хытӑ сасӑпа хистеме пуҫлать:Когда он снова чувствует, что начинает уставать, он опять громко говорит себе:
Кивӗ пусӑ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Иохим пӗрехмай шӑхличине хурать те тимлесех итлеме тытӑнать, ҫак пауза вӑхӑтӗнче ача та киленсех итлет, Иохима хистеме те мансах каять.
IX // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вӑл манран пуҫланӑ пулӗччӗ, вара илӗртме тытӑнӗччӗ: эс апларах, эс капларах, санра резервсем пур, вӑл ҫапла илӗртме пуҫласан, эпӗ пӗр гектар вырӑнне — иккӗ илнӗ пулӑттӑм, унтан эпӗ, ҫӳҫсене патак пек тӑратса, уссие хулпуҫҫисем таран ярса, хамӑн мӗнпур конкурентсене хистеме звеносем тӑрӑх тухса кайнӑ пулӑттӑм.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Анчах пичче лашине тата хытӑрах хистеме пуҫларӗ.Но дядюшка, полагаясь на собственный инстинкт, стал еще решительнее понукать коня.
XII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Пиччен лашине пӗрре те кӑшкӑрса, хулӑпа ҫапса хистеме е чӑтаймасӑр васкатса пыма сӑлтав пулмарӗ.
XII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Ҫапла, ача тирпейлӗ, — терӗ Фрося, кун пеккисене хистеме кирлӗ мар.— Да, парень справный, — сказала Фрося, — такого подгонять не надо.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Эпӗ никама та хистеме пултараймастӑп, ӑна вара пушшех те.
IV // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Хӑйӗн кӑмӑлӗ пур чухне вӑл пӗр самантрах, пӗр сӑмахпах, пӗр хусканупах хӑйне ҫирӗп ӗненмешкӗн хистеме пултаратчӗ.
VIII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Комсомола кӗрсенех, ара, мана хистеме пуҫларӗ: анне, колхоза кӗр те, колхоза кӗр, тет.Да вот как вошла она в комсомол, и давай меня долбить: ступай, мамка, в колхоз, да и только.
Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Темиҫе кунтан хулари тата ҫарти паллӑ ҫынсемпе ытларах явӑҫакан офицерсем хушшинче тепӗр хыпар тухрӗ: Корнилов Вӑхӑтлӑх правительствӑна фронтра айӑпа кӗнӗ ҫынсене судпа вӗлермелле тӑвас йӗркене ҫӗнӗрен ӗҫе ярас тата ҫар шӑпипе вӑрҫӑ ҫӗнтерӗвне татса памалли ӗҫсене хӑюллӑн пурнӑҫлас тӗлӗшпе хистеме пуҫланӑ имӗш.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ай-яй-ай, тыт кунталла!.. — ҫӑвар туллин кӑшкӑрса ячӗ ҫыран хӗрринче кускаласа чупакан украинец, темӗн шутпала пуҫӗ ҫинчен туртса антарнӑ тилӗ тир ҫӗлӗкӗпе сулкаласа, Григорий, урӑм-сурӑм тискеррӗн ӑншӑртланса кайса, лашисене пӗр чарӑнмасӑр хӗтӗртме, кӑшкӑрашса хистеме пуҫларӗ.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.