Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хваттер сăмах пирĕн базăра пур.
хваттер (тĕпĕ: хваттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ку ҫуртра 190 хваттер. Патшалӑх хӑй ҫине илнӗ яваплӑха пурнӑҫланӑ. Ҫынсене пурӑнма хӑтлӑ хваттерсемпе тивӗҫтерес ыйтӑва уҫӑмлатнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче халӑха патшалӑх хваттерпе тивӗҫтерме шантарни, пурнӑҫа кӗни паха», - тесе хушса каланӑ Олег Николаев.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ Шупашкарти йывӑрлӑх кӑларса тӑратнӑ нумай хваттерлӗ ҫурта туса пӗтернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/26/cn-s ... j-hvatterl

Анчах кунпа пӗрлех Альбертовна хӑйне те, ыттисене те акӑ мӗн каласа ӗнентерет: укҫапалан Николай Юрьевич кӑна хуҫаланнӑ-тӑк, хваттерте ҫак сӗтел-пуканпа ҫак апат-ҫимӗҫ ҫеҫ мар, хваттерӗ хӑй те пулас ҫук — вӑл, меммескер, арӑмӗ тӑрӑшмасӑр кунашкал хваттер ӗмӗрне илейместчӗ.

Но вместе с тем она и сама свято верила и внушала эту веру окружающим, что если бы деньгами распоряжался Николай Юрьевич, если бы не ее хозяйственная мудрость и прозорливость, не только не было бы великолепной обстановки или цыплят табака — не было бы вообще этой квартиры: муж-недотепа без ее мудрых наставлений попросту не сумел бы ее получить.

10 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Тепӗр уйӑх ҫурӑран пӗр-пӗринпе кӳршӗллӗ икӗ лайӑх хваттер тупӑнчӗ те вӗсенчен пӗрне Кирсановсем, теприне — Бьюмонтсем йышӑнчӗҫ, Полозов старик вара заводри хваттерте юлма кӑмӑл турӗ, — ҫав пысӑк, ирӗк хваттер ӑна, сахал кӑна пулин те, хӑй пуян, пысӑк ҫын пулнӑ чухнехи пурнӑҫа аса илтернӗ.

Когда месяца через полтора две удобные квартиры рядом нашлись и Кирсановы поселились на одной, Бьюмонты на другой, старик Полозов предпочел остаться на заводской квартире, простор которой напоминает ему, хотя в слабой степени, прежнее его величие.

XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

«Ҫак статьян 2-мӗш пайӗн пӗрремӗш абзацӗнче кӑтартнӑ ҫынсене нумай хваттерлӗ пӗр ҫуртра хваттер евӗр паракан пурӑнмалли пӳлӗмсен пӗтӗмӗшле шучӗ нумай хваттерлӗ ҫав ҫуртри хваттерсен пӗтӗмӗшле шучӗн 25 процентӗнчен ытла пулма пултараймасть, 10 пин ҫынран сахалрах халӑх пурӑнакан вырӑнсене, ҫавӑн пекех нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи хваттерсен шучӗ вуннӑран сахалрах нумай хваттерлӗ ҫуртсене шутламасӑр.»;

«Общее количество жилых помещений в виде квартир, предоставляемых лицам, указанным в абзаце первом части 2 настоящей статьи, в одном многоквартирном доме, не может превышать 25 процентов от общего количества квартир в этом многоквартирном доме, за исключением населенных пунктов с численностью жителей менее 10 тысяч человек, а также многоквартирных домов, количество квартир в которых составляет менее десяти.»;

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче вак тата вӑтам предпринимательлӗхе аталантарасси ҫинчен» саккунӗн 8 статйине улшӑну кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №22 от 07 марта 2019 г.

— Ун пирки канӑҫсӑрланма кирлӗ мар, манӑн хамӑн та хваттер пур кунта, унта ывӑлӑм пурӑнать, хӗрӗме вара ҫӗнӗ хваттер туянса патӑм.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Хамӑр Шупашкарта Кӑнтӑр-хӗвел анӑҫ районӗнче хваттер илме черете тӑтӑмӑр, икӗ пӳлӗмлӗ хваттершӗн процентсем тӳлеме пуҫларӑмӑр, эпӗ пулӑшнипе.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Вӗсем манӑн ҫитӗннӗ ӗнтӗ, ывӑлӑма хваттерӗме парса хӑвартӑм, хӗрӗм валли Шупашкарта ҫӗнӗ хваттер туянтӑм.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Аван Мускавра хваттер илсен, пиллӗкмӗш класра чухне унта тухса кайма тиврӗ, Силпи вара кунтах юлчӗ, ниҫта та тухса каймарӗ, кунтах хваттер илчӗҫ вӗсем.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Барабинскра пурӑнаҫҫӗ, аннен прописка унта, ӑна хваттер панӑ, вакунсене пӗтерсен, атте манпа Мускавра хваттер илчӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Хӑйсен патӗнче хваттерте пурӑнакан студентсенчен хваттер укҫи вырӑнне упӑшкинчен вӑрттӑн эрехӗн илнӗ…

Помоги переводом

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Вӗсем судлашнӑ, уйрӑлнӑ, Макар Кузьмич частнӑй хваттерте пурӑнма тытӑннӑ, хула Советне кайса хваттер илмелли черете тӑнӑ, эрнере виҫ-тӑват хут, пӗтӗм хула тутлӑ ыйӑха путсан, хӑйӗн килне, арӑмӗ патне пырса кайнӑ.

Помоги переводом

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Ҫук-ха, ҫав ҫамрӑк хӗрарӑмӑн ҫын патӗнче хваттерте пурӑнма тӑвӑртарах, кансӗртерех пулнине туйса яла ҫӗнӗ упӑшкин килне куҫса килес шухӑш малтан чӑнах пулнӑ пуль, анчах амӑшӗ, Инесса ӗнтӗ, ӑна Шупашкарта кооперативлӑ икӗ пӳлӗмлӗ хваттер туянса парать-ҫке!

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Баймашкинӑн хваттерӗ хулан тӗп урамӗнче — пӗр пӳлӗмлӗ, уйрӑм кухньӑллӑ, ваннӑллӑ хваттер.

Помоги переводом

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ваккӑн-тӗвеккӗн аппаланас марччӗ: хваттерӗ те, сарайӗ те, нӳхрепӗ те — пурте хваттер укҫи шутне кӗтӗрччӗ.

Помоги переводом

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Анчах Николай Струтинский, ҫыхӑну тытмалли ҫав хваттерпех усӑ кураканскер, хваттер хуҫи хӗрарӑма та, унӑн ачисене те гестапо арестлени ҫинчен пӗлтерчӗ.

Но Николай Струтинский, который пользовался этой же явочной квартирой, сообщил, что и хозяйку и ее детей гестапо арестовало.

«Агентсем» тата «спекулянтсем» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Анчах Шевчук ҫав вӑхӑтра пӗр хваттер ҫеҫ мар, темиҫе шанчӑклӑ хваттер шыраса тупса хатӗрленӗ.

А Шевчуку тем временем удалось обзавестись не одной, а несколькими надежными квартирами.

«Агентсем» тата «спекулянтсем» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Вӗсем пирӗн строительствӑн аслӑ инженерӗсем пулса тӑрӗҫ те, ак, тесе мар, урӑхла шухӑшларӑм: мӗн тунӑ пулӗччӗҫ-ши вӗсем, сӑмахран, кашнине кӗтмен ҫӗртен хваттер илмелли ордерсем (хӑшӗсене халлӗхе — виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерсем, теприсене — икӗ пӳлӗмли) тыттарма пуҫласан?

Не в том случае, если бы их назначили главными инженерами нашего строительства, я придумал им задачу полегче: интересно, как бы они вели себя, если бы им на голову нежданно-негаданно стали сваливаться ордера — ну, для начала кому на трехкомнатную, кому на двухкомнатную квартиры.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Хваттер пуласса шантарнӑ вӗсене, анчах ӗҫ тухман темшӗн ҫав хваттерпе, вара, ҫулталӑк хушши ют кӗтессенче хӗсӗнкелесе пурӑннӑскерсем, нумаях пулмасть вӗсем Мускава таврӑннӑ.

Им обещали квартиру, но что-то там с этой квартирой не вышло, и они, промыкавшись год по чужим углам, недавно вернулись в Москву.

19 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

«Хаяр ҫапӑҫу хыҫҫӑн авиогородокӑн ҫурҫӗр пайӗнче икӗ хваттер тата «полковникӑн» пӗрремӗш блокӗн пӗрремӗш шпалӗнче нимӗҫсенчен виҫӗ хваттер туртса илнӗ», тетчӗҫ.

«В результате ожесточённого боя на северном участке авиагородка заняты квартиры два и три в первом блоке, первой шпалы «полковника»».

Николай Харитонов сапёр // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 270–280 с.

— Акӑ мӗн, тусӑмсем, — терӗм эпӗ юлташсене, — жилуправлени хваттер парасса кӗтсе ларсан, вӑл панӑ ҫӗре пире, тен, хваттер те кирлӗ мар пулӗ.

— Вот что, друзья мои, — сказал я товарищам, — боюсь, что пока мы дождемся квартир жилуправления, мы можем перестать в них нуждаться.

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней