Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кабаргас нимӗн уяса тӑмасӑр хӗрарӑмсен ушкӑнне вирхӗнсе кӗчӗ, вӗсене хӑйӗн кирза аттисемпе таптаса пӑрахма хатӗрскер, Кузнецова патне ҫитсен тӑпах хытса тӑчӗ.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ҫак самантра Пӗчӗк принц, ҫула тухма хатӗрскер, ватӑ монарха пачах та кӳрентерес мар тесе вырӑнлӑ сӑмахсем шырарӗ:Маленький принц уже совсем собрался в дорогу, но ему не хотелось огорчать старого монарха.
X // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Халь те вӑл, тухса тарма хатӗрскер, мӑн кӑмӑллӑн сӑмах хушрӗ:
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Улькка аппа халӗ хӑй те хӑй мар — ӑна самантрах темле паламалла мар ӑнӑҫлӑ куҫпӑван савӑнӑҫӗ хупласа хучӗ, вӑл, чун-чӗри ҫунаттисене сарлакан сарса ярса, сассӑр юрласа та ташласа, карҫынккине хӑпӑл-хапӑл алла илчӗ те чӗрӗ курӑк хушшинчи шӑрчӑк пек тринк-тринк-тринк сикме те хатӗрскер, кӗлетрен юхса тухрӗ, кӗлетне самаях мӑнттай ҫӑрапа чӑнкӑр-чӑнкӑр питӗрсе илчӗ.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Йытӑ кутӗнчи виҫ пуса та ҫыртса илме хатӗрскер!
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Мучи, сывлӑшӗпе пӳлӗне-пӳлӗне, каллех тахҫанхи «урнӑ вӑкӑр» Ҫтаппана ҫаврӑнса, арӑмне туртса ҫурма хатӗрскер, ӑна шӑл витӗр хӑтӑрса, пусмапа аялалла анма пуҫларӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Пурис, эрех тесен Америкӑри ҫӗр те икӗ хутлӑ ҫурт тӑрринчен те куҫа хупмасӑр я-я-янк! сикме хатӗрскер, пуракне те, ҫыртмаллисен пакетне те юлташӗсене тыттарса хӑварса, хурҫӑ ӑйӑрне хаваспах сиккипе поселокалла ӗрӗхтернӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вӑл, кӗҫ-вӗҫ йӗрсе яма хатӗрскер, детальсене те йӗркеллӗн ывӑтаймасть ӗнтӗ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Вара тинех кӗлеткине ҫирӗплетрӗ, ыратмаллах темиҫе хут тарӑннӑн сывласа чӗри шанӑҫ пӗтнӗн тапнине тамалтарчӗ, кирек мӗнле ҫапнине йышӑнма хатӗрскер — аялалла анать.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Васкавлӑ ӗҫ саманчӗ ӑна каллех хӑйлетрӗ; халӗ вӑл юратса пӑрахнӑ кӑна мар, юратаканскер, хирӗҫлеве ҫӗр хут илтме те хатӗрскер, анчах вӑл пулӑшма хыпаланакан хӗрпе япӑххи кӑна нимӗн те пулса ан ирттӗр.
XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Сӳрӗкленсех ҫитнӗрен — йыш хускалсан эпӗ те ун хыҫҫӑн утма пикентӗм, анчах ҫынсем тепӗр алӑкран кӗрсе ҫухалсанах урайне ӳксе ыйха путма хатӗрскер сарлака анлӑш стена ҫумӗнче ларакан диван патнелле ыткӑнтӑм та йӑлтах халран кайнипе лаштах лартӑм.
XIV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Хӑрав мар, анчах шанӑҫ пачах пӗтнӗлӗх туйӑмӗ, мӗн пурри тӗлӗшпе виҫесӗр сӳрӗклӗх, — халӗ мана кунта ярса тытасси пачах та аптӑратмасть, — хушӗрлерӗ те мана — пур енчен те йӑпшӑнса ҫывхарнӑ тертлӗ ӗшенӳпе кайса ӳкмех хатӗрскер тупик умӗнче чарӑнса тӑтӑм.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Тинг нимӗн те ӑнланмасть; ҫухалса кайнӑскер, сехре хӑппи аптӑратнӑран кӑшкӑрма хатӗрскер, — урисем тӑруках чӗтреме пуҫларӗҫ, анчах вӑл темӗнле тӑрӑшсан та чӗтревне чараймасть.
VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Халӗ, тухса кайма тата кӗрешме пӗтӗмпех хатӗрскер, Шамполион хӗрсе ҫитнӗ вӑйӑҫӑн сив чир чухнехилле ӗшенӗвне туять; тахҫан хӑйсен ҫивӗчлӗхӗпе кӗске пулнӑ каҫсем уншӑн ҫулсем иртнӗҫемӗн вӑрӑмраххӑн, ставкӑна кӗтни — тертлӗреххӗн, выляса яни вӗчӗрхенчӗкреххӗн туйӑнаҫҫӗ, ывӑну юратупа палӑрӑнать.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Вӗсене ҫуртсем патне пыричченех тӗреклӗ те хаяр йытӑ, лаша урине кӗҫ-вӗҫ туртса ҫурма хатӗрскер, чыхӑна-чыхӑна вӗрсе кӗтсе илчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Шартах сикрӗ Хӗлимун, вӑрт! ҫаврӑнчӗ хӑйне хӳтӗлеме хатӗрскер.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Халех эпӗ сана пулӑшатӑп! — терӗ те Эмиль ҫынна пулӑшма яланах хатӗрскер вите тӑррине хӑпарса кайрӗ.— Сейчас я тебе помогу! — сказал Эмиль, всегда готовый оказать услугу.
Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Халӗ те Медников умӗнче пӗр хура та хыткан шпик, тем тума хатӗрскер, ҫав тери йӑпӑлтатса каласа панӑ.
XXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Халӗ вӑл, тинӗсе тухма хатӗрскер, якорь ҫинче тӑрать.
VII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Лешӗ, шурса кайнӑскер, анчах тем тума та хатӗрскер, ҫынсем алӑ ҫупма чарӑнасса кӗтсе тӑчӗ.А тот, бледный, но решительный, с нетерпением пережидал овации.
52 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
- 1
- 2