Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хатӗррине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эп астӑвасса, манӑн аттепе анне ӗмӗр тӑршшӗпех пельмене лавккаран хатӗррине илсе тӑнӑ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Унпа юнашар вырнаҫнӑ Глеб Орлов (Елчӗкри «Шевле» ача сачӗ) транспорт ҫинчен анчӗ те пулас ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем парада хатӗррине рапортларӗ.

Помоги переводом

Аслӑ Ҫӗнтер чапӗ иксӗлмӗ нихӑҫан // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/category/ ... %b8%d0%b8/

Раиса Григорьевнӑ та хӑйӗн мӑшӑрӗпех тепӗр хут пурнӑҫа утса тухма хатӗррине палӑртать.

Помоги переводом

Юратупа шанчӑклӑхӑн «ылтӑн юбилейӗ» // Наталия АЛЕКСЕЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/06/yu ... tn-yubilej

Эрик Александрович ачасемпе ҫула тухнӑ чухне спорт шкулӗн администрацийӗ яланах ӑнланнине палӑртать, ҫавӑн пекех Элӗкри райпо председателӗ Юрий Харитонов та ҫамрӑк футболистсене пулӑшма яланах хатӗррине пӗлтерет.

Помоги переводом

Хӑравҫӑсем футболла вылямаҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/hr ... la-vilyama

Олег Алексеевич ҫак канашлура палӑртнӑ кӑмӑлсӑр тӗслӗхсем айсбергӑн курӑнакан пайӗ кӑна пулнине те тавҫӑрать, ҫавна май ҫак эрнере муниципалитетсен пӗтӗмлетӗвӗсене пухса, вӗсене хак парса тивӗҫлӗ йышӑну тума хатӗррине ҫирӗплетрӗ.

Помоги переводом

Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce

«Чӑвашэнерго» крмпанийӗн филиалӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Патӑрьел округӗнчи индустри паркӗсен электросечӗсемпе ҫыхӑнтармалли ӗҫсен комплексне 2024 ҫулта ирттерме хатӗррине хыпарланӑ.

Помоги переводом

«Россети Волга» ПАО Чӑваш Енри электросеть активӗсене консолидацилес ӗҫе хутшӑнма хатӗр // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/06/ross ... tj-aktives

Округри халӑх ырӑ кӑмӑллине тата яланах пӗр-пӗрне пулӑшма хатӗррине Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хастар хутшӑнни, аякра службӑра тӑракансене валли ҫине-ҫинех гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарса ӑсатни те туллин ҫирӗплетет.

Помоги переводом

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Ху суха патне паянах тухас мар тесен, хатӗррине парса яр.

Помоги переводом

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл куракансен хушшинче ларакан паттӑрсене куҫӗпе шыраса тупрӗ те, лешсем кирек хӑш самантра та хута кӗме хатӗррине сиссе, ҫӑмӑлраххӑн сывласа ячӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тата Елена Владимировнӑна вӑл пире кӑткӑс лару-тӑрура яланах пулӑшма хатӗррине хаклатӑп.

Еще я ценю в Елене Владимировне то, что она всегда готова помочь и поддержать нас в сложных ситуациях.

Пуласлӑх алӑкне уҫать // Камила ФАЗУЛЛИНА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... at-3482451

Хӑй енчен, Токаев Казахстан хӑйӗн транзит вӑй-хӑвачӗпе туллин усӑ курнипе интересленнине тата Раҫҫей газне малашлӑхра транспортировкине ӳстерме хатӗррине палӑртнӑ.

В свою очередь, Токаев подчеркнул, что Казахстан заинтересован в полноценном использовании своего транзитного потенциала и готов к увеличению транспортировки российского газа в будущем.

Путин, Мирзиеев тата Токаев Раҫҫей газне Узбекистана тӑратма старт панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... an-3470279

Вӑл Ольга Алексеевна еннелле сулӑнарах, хӑйӗн пӗтӗм сӑн-сӑпачӗпе унӑн хуть те мӗнле ыйтӑвне хирӗҫ те ответ пама хатӗррине палӑртса тӑчӗ.

Помоги переводом

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Космос сферинче икӗ енлӗ ӗҫлени малалла та аталанма хатӗррине ҫирӗплетнӗ", - тенӗ пӗлтерӳре.

Подтверждена готовность и дальше развивать двустороннее сотрудничество в космической сфере", - говорится в сообщении.

Путин Инди премьерӗпе телефонпа калаҫнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... -n-3412140

Август уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче округри вӗрентӳ учрежденийӗсем ачасене йышӑнма хатӗррине тӗрӗслеме комисси туса хунӑ.

Помоги переводом

Вӗренӳ ҫулне хатӗрленесси – тӗп ыйту // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%b2%d3%9 ... %82%d1%83/

Ҫамрӑксене ҫуллахи кану вӑхӑтӗнче икӗ предприяти ӗҫе илме хатӗррине пӗлтернӗ.

Помоги переводом

Ҫула ҫитменнисене ӗҫе вырнаҫтараҫҫӗ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/07/21/c%d1%83%d0 ... %d0%b0cce/

Ӳлӗмрен пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме хатӗррине палӑртнӑ ертӳҫӗсем.

Помоги переводом

«Вырӑс географи обществин» регионти уйрӑмӗн Попечительсен канашне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пырӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/09/virs ... -popechite

Вӑл васкамасӑр, ҫынна сума суса, халь-халь шӑпланса тӑнлама хатӗррине систернӗ пек калаҫать.

Помоги переводом

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӗлпулу вӑхӑтӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӑлӑха юлнисене ӳлӗмрен те патшалӑх енчен пысӑк пулӑшу пуласса каланӑ, аслӑ шкулсене вӗренме кӗрес тесен, е тата пуласлӑхра ӗҫе вырнаҫас тесен, май пур таран пулӑшу пама Чӑваш Ен Правительстви яланах хатӗррине хыпарланӑ.

Помоги переводом

Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче тӑлӑхсене хваттерсемпе тивӗҫтерессин кӑтартӑвӗ 1,5 хут ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/yula ... attersempe

Ҫавӑнпа та вӑл кӗтмен ырлӑх сиксе тухнӑшӑн ҫав тери савӑнчӗ те хӑй Сюльдяшовпа унӑн ҫыннисене хӑваспах Килтешелле ертсе кайма хатӗррине пӗлтерчӗ.

Помоги переводом

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Мӗн пулчӗ, Укаслу? — хӑй яланах ӑна пулӑшма хатӗррине пӗлтерсе шӑппӑн ыйтрӗ Алюнов.

Помоги переводом

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней