Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хастар сăмах пирĕн базăра пур.
хастар (тĕпĕ: хастар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Промышленноҫ предприятисем уйрӑмах хастар кӳлӗнеҫҫӗ ҫӗнӗ пуҫаруллӑ проектсене пурнӑҫа кӗртсе пыма.

Помоги переводом

Республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Наукӑпа техника канашне Чӑваш Енре йӗркелесе ярасшӑн // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/08/chav ... yanov-yach

Инвестициллӗ программӑсене пурнӑҫа кӗртме те хастар тӑрӑшнине асӑннӑ вӑл.

Помоги переводом

Шупашкар хулине 555 ҫул ҫитнине палӑртса хулашӑн пӗлтерӗшлӗ вун-вун объект хута кайӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/09/shup ... sa-hulasha

Паянхи пурнӑҫра чӑваш пичечӗ хастар аталанать.

Сегодня чувашская печать активно развивается.

Олег Николаев Раҫҫей пичечӗн тата Чӑваш пичечӗн кунӗсен ячӗпе саламлани (2024) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2024/01/21/oleg- ... skoj-pecha

Пирӗн студентсем вӗренӳре ӑнӑҫлӑ ӗлкӗрсе пыраҫҫӗ кӑна мар, общество пурнӑҫне те хастар хутшӑнаҫҫӗ, спортпа тата пултарулӑх ӗҫӗпе кӑсӑкланаҫҫӗ.

Наши студенты не только успешно справляются с учебой, но иучаствуют в общественной жизни, занимаются спортом и творчеством.

Олег Николаев Раҫҫей студенчӗсен кунӗпе саламлани (2024) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2024/01/25/glava ... aet-s-dnem

1988 ҫулта хулана никӗсленнӗренпе 750 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленнӗ май (1991) тата хула ҫыннисене хастар хутшӑнтарма май паракан канашлу пек ун чухнехи Герберт Шмальштиг обербургомистрпа Хинрих Леманн-Грубе хулан аслӑ директорӗ Ҫӗнӗ ратушӑра Ганновер тусӗсен Ассоциацине йӗркеленӗ.

В рамках подготовки к 750-летию основания города (1991) и в качестве форума для активного участия горожан тогдашний обербургомистр Герберт Шмальштиг и старший директор города Хинрих Леманн-Грубе основали в 1988 году в Новой ратуше Ассоциацию друзей Ганновера.

Ҫӗнӗ ратуша (Ганновер) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D2%AA%D3%97%D ... %B5%D1%80)

Округри халӑх ырӑ кӑмӑллине тата яланах пӗр-пӗрне пулӑшма хатӗррине Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хастар хутшӑнни, аякра службӑра тӑракансене валли ҫине-ҫинех гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарса ӑсатни те туллин ҫирӗплетет.

Помоги переводом

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

— Каҫал тӑрӑхӗнче пултаруллӑ та хастар ҫынсем пурӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Округ администрацийӗ те патшалӑх программисемпе проекчӗсене хастар хутшӑнать.

Помоги переводом

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Ялти пуҫаруллӑ та хастар ҫынсен ячӗпе ҫав кун тав сӑмахӗ каласа саламлакан сахал мар пулчӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

Ҫак мероприятие йӗркелессине унта пурӑнакансем хӑйсем пуҫарса ячӗҫ, вӗсем уява хатӗрленнӗ ҫӗре питӗ хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӗччен – пыл ҫиме, йышпа ӗҫ тума аван // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d3%9 ... %b0%d0%bd/

— Пирӗн тӑрӑхри халӑх ӗҫре те хастар, юрӑ-ташӑра та пултаруллӑ.

Помоги переводом

Пӗччен – пыл ҫиме, йышпа ӗҫ тума аван // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Кунти «Надежда» клубӑн ӗҫӗсене хастар хутшӑнатӑп.

Помоги переводом

Библиотека хӑй патне туртать // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%b1%d0%b ... %82%d1%8c/

Эсир питӗ хастар, вӑй тапса тӑрать.

Вы максимально энергичны и активны.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку сасса урам хушши хӑнӑхса ҫитнӗрен пулмалла, ӑна хаяр йытӑсемпе какалама хастар хурсем те юплемесӗрех ирттерчӗҫ.

Помоги переводом

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ ҫилленме ҫеҫ мар, шӳтлеме те хастар.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Уява хулари 8-мӗш шкулта 4-мӗш класра вӗренекенсем хастар хутшӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Ял хӑвачӗ — туслӑхпа ӗҫченлӗхре // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/15/%d1%8f%d0% ... %80%d0%b5/

Ҫаврӑнӑҫуллӑ та хастар ачаччӗ вӑл.

Помоги переводом

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Елена Георгиевна Георгиевана — Красноармейски районӳнчи Шурка ялӗн хастар ҫыннине, трактористра ӗҫленӗскерне халаллатӑп.

Помоги переводом

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Тӑван ҫӗршывшӑн пынӑ Аслӑ вӑрҫӑра хастар ҫапӑҫнӑшӑн ӑна икӗ орденпа, вунӑ медальпе чысланӑ.

Помоги переводом

Матвей Сакмаров // А.А. Галкин. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 24 с.

Паян вӑл хӑйӗн хастар юлташӗсемпе пӗрле вӑрмантан ҫӗнтерӳпе таврӑнать.

Помоги переводом

56 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней