Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗтӗм улпутсен, монастырьсен, харам пырсен ҫӗрӗсем ӗҫхалӑх аллине куҫмалла.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Большевиксене долой! — кӑшкӑрчӗҫ шурӑ-кӑвак-хӗрлӗ петлицӑллӑ харам пырсем.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Сан пеккисем ҫинчен мар ку, атте, харам пыр улпутсем ҫинчен сӑмах пырать.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Наркӑмӑшланнипе тӗшмӗртмесен сиплевҫӗсем ҫын мӗнпе чирленин сӑлтавӗсене тӗпчени ним усӑсӑр, харам.Тщетно стали бы искать врачи причин заболевания у человека, не подозревающего, что он отравлен.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫавна пула пуҫлӑх-чиновниксенчен харам пулса ҫитет те, хӑй валли мӗн кирлине пӗр хӑрамасӑр, вӑтанмасӑр ыйтма пултарать.
Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№
Тепӗр тесен, Гент мистер, сирӗн ыйтӑвӑр — харам…
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
— Эпӗ сирӗнтен ҫакнашкал темӗнле япала кӗтни харам иртмерӗ эппин, — Ван-Конет арӑмӗ ҫине хӑрушла курайманлӑхпа тирӗнчӗ, Консуэло пуҫне пӑрчӗ.
XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Кӗҫех вӗсене сирӗлми тунсӑх пусса хучӗ, Каролӗн ирӗксӗрех юлташне те тӑрантарма тивет, ҫавӑнпа вӑл ӑна йытӑ, харам пыр тесе ятлать, Мард вара ятлав-ылхану хыҫҫӑн мӑкӑртаткалать ҫеҫ:
Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.
— Ырӑ ҫыннӑмӑр, пӗлетӗр тӗк — кӑтартсамӑр пире Бильдер лаҫне, ҫут тӗнчере нимен те харам пулманнине кура ҫак регалие асӑнмалӑх тытсамӑр.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Сигби чи мала хӗсӗнсе тухрӗ — вӑл ҫакнашкал япалана нихӑҫан та вуламан, ашшӗ хӑйӗн ҫӗрӗ ҫинче харам вилнӗ пулин те.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Ҫак юхӑм мана ярса илнине ӑнланса, эпӗ Буксирная Голова тӗлӗнчен иртме, унтан вӑя харам пӗтермесӗр, хама кӑмӑллӑрах туйӑнакан Вӑрманлӑ сӑмсах патне чарӑнма хӑтланса пӑхма шутларӑм.
XXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Эпӗ вара, хам ҫыран хӗррине ҫывхарсан е ҫак хумсен хушшинче вилессине, е никам улӑхайман скаласем ҫине хӑпарас тесе вӑя харам ҫеҫ пӗтерессине куртӑм.
XXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
— Пире вӑхӑта харам ирттерсе ан тӑрат.
XVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
— Анчах ку харам ҫеҫ ӗнтӗ, — терӗ вӑл.
V сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Сяо Сян вӗсене «Китайри ҫӗр реформин программине» ӑнлантарса пачӗ, харам пырсемпе мӗнле кӗрешмеллине вӗрентрӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑй те халӑхран вӗренсе пычӗ.
IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Хӑй те, Володя, харам кӗрмешесех темерӗ курӑнать педучилищӗре — чун туртни унӑн ҫар училищиччӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Харам хӑпарса ҫӳресси терӗм.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫав лабиринтра Тускуба шырани — харам.
Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ку ҫав тери япӑх, харам…
Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ҫӗрӗпех вӑл хӑйне ҫывӑрнӑн тата йӑлӑхтармӑш ӳкерчӗксене сӑнанӑн туйрӗ, ҫурма манӑҫлӑхра шухӑшлать: «Еплерех харам курӑнусем».
Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.