Поиск
Шырав ĕçĕ:
уҫланкисем (тĕпĕ: уҫланкӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан кӗскен хаш сывласа вӗҫлерӗ; сӑнӗнче каллех тимлӗх, вара Горн тӳрленсе тӑчӗ те — шевлепе ункӑланнӑ вӑрманӑн ешӗл уҫланкисем еннелле тӗмсӗлчӗ.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Хушӑран эпир кӗтмел уҫланкисем тӗл пултӑмӑр.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Тӗл пулакан ӳсентӑрансем имшертерех курӑнаҫҫӗ ӗнтӗ, пӑшӑлтатакан хӑмӑш тата тискер кайӑксен йӗрӗсемпе путӑкланса пӗтнӗ ҫара хӑйӑр уҫланкисем ытларах курӑна пуҫларӗҫ.
XX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Сӗтпе пӗҫернӗ лапшана юратса сыпа-сыпах, вӑл кӑмпа ҫинчен, мӑк уҫланкисем, чӑрӑш нумай ӳсекен вырӑнсем ҫинчен нумайччен каласа паратчӗ.
21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Таса мар сывлӑш, сиенлӗ хутӑшсемпе пуян тӑпра, вараланса пӗтнӗ пӗвесемпе ҫырмасем, ҫӳп-ҫап айне путнӑ вӑрман уҫланкисем, паллах, ҫын сывлӑхӗ ҫине те витӗм кӳреҫҫех.
Тасалӑхшӑн ытларах тӑрӑшасчӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.06.21
Страницы:
- 1