Поиск
Шырав ĕçĕ:
Крыльца картлашки ҫинче ларакан ҫарран хӗр ҫӳҫ уҫатчӗ.
3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Ҫӑварне уҫатчӗ ҫеҫ мар, пӗр хӗрсе кайсан хӑйсен ялӗпе хӑйсен тавралӑхӗ ҫинчен вӑл сехечӗ-сехечӗпе калаҫма хатӗрччӗ, итлекенсем ҫеҫ пулччӑр; унти пек хитре ҫырма-ҫатра, вӑрмансемпе уйсем, сӑртсемпе тусем урӑх тӗнчере те ҫук тейӗн.
IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ытти чух чӗмсӗрскер, калаҫу ялти пурнӑҫ пирки тапрансан Швецов та ҫӑварне уҫатчӗ.Иногда, правда, Швецов тоже открывал рот, когда разговор заходил о сельской жизни.
IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ҫуркуннесенче унта юр ытти ҫӗртинчен маларах ирӗлсе пӗтетчӗ те ҫӗр питне уҫатчӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ӑна вӑл ҫӑрапа питӗретчӗ, уҫнӑ чухне вара яланах ӑраснах сыхланкаласа уҫатчӗ, эпӗ арча ӑшнелле пӑхма хӑтлансан, мана хыттӑн: — Мӗн кирлӗ сана? Ну? — тесе хуратчӗ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ тухма хатӗрленсен вӑл яланах сенкер арчине уҫатчӗ, унӑн хуппи шал енне, халь астунӑ тӑрӑх, темле гусарӑн сӑрласа тунӑ сӑнне, помада банки ҫумӗнчен хӑйпӑтнӑ картинкӑна тата Володя ӳкерчӗкне ҫыпӑҫтарнӑччӗ, — ҫав арчаран ырӑ шӑршӑ тухма ҫунтармалли япала кӑларать, ӑна тивертсе ярать те сулкаласа ҫапла калать:
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Амӑшӗ чертежсем туса, цифрӑсем ҫырса тултарнӑ кӗнеке уҫатчӗ те ашшӗнчен мӗн вӗреннине ыйтатчӗ, ашшӗ вара, ывӑннӑскер, тутине аран-аран сиктеркелесе, яланах пӗр тӗлли-паллисӗр ответлетчӗ.
1 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Анчах вӑл сарӑ ҫӑварне ҫеҫ уҫатчӗ тата хӗрлӗ чӗлхине ҫеҫ тӑсса кӑтартатчӗ.
Калаҫакан хура курак // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 30–31 с.
Пӳлӗме йывӑррӑн утса кӗрсе, Хворостянкин яланах сӗтел хушшине кӗрсе ларатчӗ те хӑйӗн самӑр та ҫӑмламас пӳрнипе кирлӗ кнопка ҫине пусатчӗ, вара, кӑштах вӑхӑт иртсен, алӑка Бородулин уҫатчӗ, куҫӗсене кушакла хӗстерсе ыйтатчӗ:
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Амӑшӗпе Нина хушшинчи кӗвӗҫӳ малтанлӑха, паллах, ним чухлӗ те палӑрса каймарӗ — хӗрӗ хӑйне сӑпайлӑ тыткалатчӗ, ҫут тӗнчене куҫхупаххи витӗр ҫеҫ пӑхатчӗ те арҫынсем умӗнче ирексӗртерех кӑна ҫӑвар уҫатчӗ, анчах амӑшӗн куҫӗсем ҫӑткӑнрах та ҫӑткӑнрах пӑхма тытӑнчӗҫ, сассине хаярлатнӑҫем хаярлатакан пулчӗ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Анчах Обломов чӗрӗлчӗ кӑна, кӑмӑллӑн кулкалама пуҫларӗ кӑна, ун ҫине ӗлӗкхилле пӑхма, кӑмӑллӑн алӑк уҫса, унпа шӳтлеме пуҫларӗ кӑна — вӑл каллех самӑрланчӗ, каллех хавхаланса, ҫивӗчленсе, хавасланса, анчах малтанхинчен кӑшт урӑхларах ӗҫлеме пикенчӗ; малтан вӑл кунӗпех, лайӑх тунӑ машина евӗр, пӗр пек, тӗрӗс ӗҫлесе ҫӳретчӗ, ярӑнса утатчӗ, шӑппӑн та, хыттӑн та мар калаҫатчӗ, кофе авӑртатчӗ, сахӑр кататчӗ, мӗн те пулин аллатчӗ, ҫӗлеме ларсан, ун аллинчи йӗп сехет йӗппи пекех пӗр виҫепе вылянатчӗ; унтан вӑл васкамасӑр ура ҫине тӑратчӗ; кухньӑна ҫитиччен чарӑнса шкап уҫатчӗ, тем илетчӗ те кайса хуратчӗ — йӑлтах машинӑ пек тӑватчӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ кӗнӗ чух Ромашов пысӑк ҫӗҫӗпе консерва банкине уҫатчӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1