Поиск
Шырав ĕçĕ:
Куна та-ха эшелон начальникӗпе калаҫса килӗшсе ҫеҫ хамӑр ушкӑнран маларах тухса килтӗм.
Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хальлӗхе сирӗн ушкӑнран уйрӑлса тӑмалла мар.
47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Гена — пирӗн ушкӑнран тухнӑ пӗртен-пӗр усламҫӑ.
Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.
Юрату юрри итлеме мар, авланас пирки сӑмах хускатсан та, Иван Алексеевич ушкӑнран пӑрӑнса утатчӗ.
Радиоевчӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 29–30 с.
«Тӑхтӑр-ха, тӑхтӑр, — хӑлаҫланса тухрӗ ҫав вӑхӑтра ушкӑнран пӗр хӗрарӑм.
13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Мӗнпур ушкӑнран уполномоченнӑйӗн чӑрсӑр куҫӗсем Ваҫилене уйӑрса илчӗҫ.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
— Виҫӗ арман патӗнче пуҫтарӑнма хушрӗҫ! — кӑшкӑрчӗ шавлӑ ушкӑнран такам сасартӑк.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Вунӑ теҫетке ытла пулӑшу ыйтакансем пирӗн ушкӑнран пулӑшу илеҫҫӗ.Десятки ребят обращались за помощью и получили отклик в нашей группе.
Эпир ҫирӗп те шанчӑклӑ тыл // Эллина СУФЬЯНОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... yl-3492584
Классем пуҫланса кайичченхи обществӑра, экзогами нормисем пуҫ пулса тӑнӑ вӑхӑтра, пулас арӑма тӑван йӑхран илме юраман — мӑшӑрланакансем хире-хирӗҫле ушкӑнран пулнӑ.
Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.
Ушкӑнран уйрӑлса тӑрас, лидер пулас килӗ.
25-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Кайӑксем те ушкӑнран аяккалла пӑрӑнаканнине, пӗччен вӗҫме хӑтланаканнине юратмаҫҫӗ, ӑна вӗсем сӑха-сӑха вӗлерме те пултараҫҫӗ имӗш…
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Герасим Федотович пирус тӗтӗмӗ кӑкӑра ан кӑтӑклантартӑр тесе ушкӑнран аяккалла пӑрӑнчӗ.
16 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ушкӑнран пӑшӑлтатни илтӗнчӗ.
Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ку ушкӑнран уйрӑм тӑракан ик-виҫӗ ҫын ҫеҫ (вӗсен хушшинче Альберт та пур иккен!) шӑлӗсене йӗрсе, йӗкӗлтесе пырӗсене хыртараҫҫӗ:
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Темиҫе мӑшӑр (тен, кусем те хӑйсен куҫ шӑрҫи пек таса юратӑвне, пурнӑҫ сукмакне пӗрле такӑрлатас ӗмӗте паян кунчченех вӑрттӑн «шӑварса» пурӑннӑ?) ушкӑнран «катӑлчӗ» те хӑйӗн ҫулӗ-йӗрӗпе телей «кӳлли» еннелле акӑш пек юхӑнчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ушкӑнран пӗри кӑшкӑракан еннелле ҫаврӑнчӗ.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ракаткаллӑ карта тӗлӗнче ушкӑнран ҫамрӑк ҫын тухрӗ те, колонна вӗҫӗнче такама шыранӑ пек, васкамасӑр унталла утса кайрӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Акӑ, ушкӑнран вӗсен амӑшӗ уйрӑлчӗ, хӑрах аллине вӑл пӗчӗк ача тытнӑ, тепринпе витре ҫӗкленӗ.Вот от толпы отделилась мать этого семейства, с младенцем на одной руке, с ведром в другой.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Михаил Кондратыч, пысӑк аттисене лакӑштаттарса, пӗр ушкӑнран тепӗр ушкӑна ҫитсе тӗрӗслеме васкать.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Эпӗ, пӗр ушкӑнран тепӗр ушкӑна пырса, хамӑр енчисене шыраттӑм — пӗр пӗчӗк эстрада умӗнче халӑх ытла та хытӑ алӑ ҫупнине, кӗрр! кӗрр! кулнине илтсен, унта ирӗксӗрех чарӑнса тӑтӑм, часах хам ӑҫта тӑнине те манса кайрӑм.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.