Поиск
Шырав ĕçĕ:
1890 ҫулта Пешков хушаматлӑ юлан утҫӑ Амур юхан шывӗ ҫинчи Благовещенск хулинчен Петербурга ҫитнӗ, сакӑр пин ҫухрӑм ытла ҫул тунӑ.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Юлан утҫӑ пулнӑ вӑл.
Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Хальхинче вӑл юлан утҫӑ мар ӗнтӗ, хальхинче вӑл паллӑ та хӑюллӑ разведчик.
Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Ҫакна малалла та уйласа шӑнкӑравларӑм та кӗтӗм, тӗлӗрекен тарҫӑран паллӑ мар юлан утҫӑ пирки ыйтрӑм.Продолжая обдумывать это, я позвонил и спросил заспанного слугу о неизвестном всаднике.
IV. Астарот // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Вӑл ял ҫумӗпе чарӑнмасӑр иртет, ӑна ҫуран тата юлан утҫӑ арабсен пысӑк йышӗ сыхлать.Она проходила, не останавливаясь, мимо деревни под сильным конвоем пеших и конных арабов.
VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Акӑ, сӑмахран, «Роб Рой» е «Вӑрттӑн тусен хӑрушлӑхӗ», ун-тан — «Пуҫсӑр юлан утҫӑ»…Возьмем, например, «Роб-Роя» или «Ужас таинственных гор»; потом «Всадник без головы»…
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Карта патнелле ҫывхаракан юлан утҫӑ негрӑн канӑҫне те, юррипе тепӗр ӗмевне те татрӗ.Всадник, подъезжавший к изгороди, лишил негра спокойствия, песни и очередной затяжки.
II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Хӑйне хӑваласа ҫитсе иртсе кайнӑ юлан утҫӑ ӑна авалхи тусӗ Тилли пулнӑн туйӑнчӗ, ҫакӑ кӗтмен ҫӗртен килсе тухнипе Леаль Арӑн питне талккӑшпех юн тапса тухрӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 314–319 с.
Юлан утҫӑ Ганс Пихгольц мана ҫӗрӗпех хӑваларӗ; унӑн аллинче — шӑлӗсене йӗрсе хунӑ пуҫӗ.Всю ночь скакал надо мной Ганс Пихгольц, держа в руках оскалившую зубы голову.
IV. Телейсӗрлӗх кӑшӑлӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 397–404 с.
Икӗ юлан утҫӑ, ун умӗнче тӑракансем, манӑҫнӑ тӗлӗкрен тухса тӑчӗҫ тейӗн; вӗсен тыткаларӑшӗнче темӗн хӑратаканни тата вӗсем хӑйсене асла хуни пур.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Ганэль енчи савӑнӑҫлӑ хӑрав куҫӑмне юлан утҫӑ асӑрхамарӗ пулас.Движение радостного испуга со стороны Ганэля осталось им незамеченным.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Акӑ… пач кӗтмен ҫӗртен, инҫех те мар, хӑрӑк турат ҫатӑртатни, унтан лаша ҫӑмӑллӑн тӑпӑртатни илтӗнчӗ, кӗҫех хӗвел ҫути ӳкнӗ тӗлте юлан утҫӑ курӑнса кайрӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Юлан утҫӑ ун умне самантлӑх та пӗшкӗнмерӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
Юлан утҫӑ, чашлаттаракан тавралӑхӑн ҫивӗч ҫилӗпе сывларӗ пулин те, ҫапла хытӑ чупсан та кӑмӑлне тултараймарӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
Вӑл илтнӗ сӑмахсем авӑк, типӗ, — урампа сиккипе пыракан юлан утҫӑ кӑшкӑравӗ пек:Слова, услышанные им, были резки и сухи, как окрик всадника, несущегося по улице:
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Малти юлан утҫӑ — аслӑраххи пулмалла.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Огнянов хытанка юлан утҫӑ патне пырса тӑчӗ те пуҫ тӑйса саламларӗ.
XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
- 1