Поиск
Шырав ĕçĕ:
Леонард Левыйпа Юрий Карпов вӗсене хаклӑ парнесемпе чысланисӗр пуҫне хӗрарӑмсен хулпуҫҫийӗсем ҫине хитре тутӑрсем уртса ячӗҫ.
Ентешлӗх пӗрлештерет, ҫӗнӗ вӑй-хӑват кӳрет // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %b5%d1%82/
Хӑй ҫине кӗрӗк уртса ярса, Тетей урама тухрӗ, аяккичен хӑйсен ҫурчӗ ҫине пӑхрӗ.
IX // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Ҫӗлӗк тӑхӑнчӗ те кӗрӗк уртса ячӗ, ҫула май кӑҫатӑ тӑхӑнчӗ, вара кил хушшине сиксе тухрӗ.
III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Сурӑх тирӗнчен ҫӗленӗ хӑйӗн кӗрӗкне хул пуҫҫийӗсенчен уртса ячӗ.
II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Ямас хӑвӑрт кӗске кӗрӗк уртса ячӗ те аллине лампа илсе, кӑҫатпа ҫенӗке тухрӗ.
I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Алюна чӗркуҫҫи ҫине ларчӗ, улӑм пӗрчисенчен тасалчӗ, плащне уртса ячӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Вӑл ҫара ӳт ҫине халат уртса ячӗ те тепӗр пӳлӗме кайрӗ, унта хыттӑнах калаҫрӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Сумкине илсе хулпуҫҫирен уртса ячӗ Кирей.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Теренӗ, ҫаврака хырӑмне ҫын куҫӗнчен пытарма шутланӑн, хуткупӑсне уртса янӑ.
Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ялта пулса куриччен кӗтӳҫ ӗҫӗ Ваҫукшӑн ытла та ансат пек туйӑнатчӗ: кӗтӳҫ текен этем вӑрӑм пушшине уртса ярать те хулпуҫҫи урлӑ, ҫӑвара шӑхличӗ хыпать те — ҫӳрет улӑхра юрласа…
7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Тӳсӗм ҫук, ача хӑпӑл-хапӑл аппарата та хӑй ҫине уртса ячӗ.
4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Яштака ҫын сулахай хулӗ урлӑ шал енчен тӑваткал куҫлӑ, тул енчен кӑвакрах плащ уртса янӑ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Нетӳк аппа лаша ураписем тунӑ хулӑн тусанлӑ урам варрипе мар, курӑклӑ ҫерем айккипе, хулпуҫҫи ҫине ҫавине уртса, апат хутаҫҫине йӑтса Хир касси урамӗпе пӑрҫа уйӗ еннелле васкаса утрӗ.
Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.
— Чим-ха, тен вӗсем, мана вӑратасран, тӳрех малти пӳрте кӗрсе саланнӑ? — тесе вырӑн ҫинчен тӑчӗ, хӑй ҫине сарӑ мӑн чечеклӗ халат уртса ячӗ, ӑна Левентийӗ ҫуралнӑ кунпа парнеленӗччӗ, малти пӳрт алӑкне уҫрӗ.
Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.
Тӗрӗллӗ кӗпине ҫурӑмӗ ҫине уртса ячӗ, ҫенӗкелле туртӑнчӗ.
II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.
Раман хӗре хулпуҫҫинчен салтак бушлачӗ уртса ячӗ.
10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Арестленӗ кинӗ хӑй ҫине ҫӗтӗлсе пӗтнӗ кивӗ сарафан уртса янӑ пек туйӑнчӗ ватӑ ҫынна.
Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
— Унта курӑн, — усаллӑн кулса илчӗ Масумов, ҫар плащне уртса ярса.
Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ванюш пиншакне хыврӗ те хӗр ҫине уртса ячӗ.
Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
— Ҫиччас, чупса кайса килетӗп, — терӗ те ҫине тум уртса тухса ҫухалчӗ.
Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.