Поиск
Шырав ĕçĕ:
Таврара яланхи пекех пулчӗ: крышасем те тӑрпасем, крышасем те тӑрпасем; тимӗрпе черепица айӗнче те ҫав ҫуртсемех лараҫҫӗ, ҫав урамсемех — хула хӗрринчен аялалла, централла анаҫҫӗ, хула садӗнче акацисем лараҫҫӗ.
6 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Вӑл тӗнчери пӗр хула тӗслӗ те пулман, анчах халиччен мӗнле пулнӑ, ҫаплипех юлнӑ: крышасем те тӑрпасем, крышасем те тӑрпасем; ҫав урамсемех — хула хӗрринчен аялалла, централла анаҫҫӗ; ҫав ҫуртсемех тимӗрпе черепица айӗнче лараҫҫӗ; хула садӗнче те ҫав акацисемех.
6 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Ҫав урамсемех вӑл хӑй ҫуркунне, Севастопольре пурӑннӑ чух курнӑ урамсемех, ҫав-ҫавах, ӗлӗкхинчен те тӑтӑшрах, ҫутӑсем чуласа иртеҫҫӗ, шилетнӗ, йынӑшнӑ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ, аманнисем тӗл пулаҫҫӗ, батарейӗсем те, брустверӗсем те, траншейӗсем те ҫав-ҫавах, унчченхисемех; анчах та темшӗн халь кусем пурте салхуллӑрах пек, ҫав хушӑрах тата пурнӑҫ тени вӑйлӑнрах тапса тӑрать пек, — ҫуртсене ытларах шӑтӑкласа пӗтернӗ, чӳречесенче ӗнтӗ, Кушин ҫуртне (госпитале) шута илмесен, ҫутӑсем пачах курӑнмаҫҫӗ, хӗрарӑмсене курма ҫук, — халӗ ӗнтӗ унчченхилле пӗр хуйхӑ суйхӑсӑр тенӗ пек, пӗрре хӑнӑхнӑ пек пурӑнни мар, пур ҫӗрте те темӗскере йывӑррӑн кӗтни, ывӑнни, пурнӑҫ тӑвӑнса тӑни палӑрать.
15 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Пӗтес патне ҫитсен, пӑлан вара каланӑ: «Ытла та эпӗ ухмах ҫав. Начар, черченкӗ тесе хурланӑ урамсемех хӑтарса пыратчӗҫ, лайӑх тесе мухтанисемех пуҫӑма ҫирӗҫ», — тенӗ.
Пӑлан // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Страницы:
- 1