Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

упӑшкин (тĕпĕ: упӑшка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ултук аппа килне таврӑнса пӳлӗме лайӑх тирпейлесе тасатрӗ, урайне шӑлчӗ, вара минутлӑха пӳлӗмрен тухса упӑшкин сӑнӳкерчӗкне илсе кӗчӗ.

Евдокия вернулась домой, прибрала все в комнате, подмела пол, затем куда-то вышла на минуту и вернулась с карточкой мужа.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Натюш ӑшӑ кӑвак куҫӗпе ун ҫине пӗр савӑккӑн, пӗр хурлӑхлӑн пӑхрӗ те (унӑн хытӑ ыратать пулас) упӑшкин аллине хӑйӗн вӗри аллипе вӑйсӑррӑн чӑмӑртарӗ.

Помоги переводом

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Поля ӑна малтанхи упӑшкин пижамипе ӑшӑ тапочкисене пӳртре тӑхӑнса ҫӳреме парсан, хӑй ҫав ют япаласенчен мӗнле йӗрӗннине Лавр чылайччен манаймасӑр пурӑнчӗ, ҫапах та урӑх ним ҫукран вӗсене тӑхӑнмаллах пулчӗ.

Помоги переводом

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Лавр Польӑн вӑрҫӑра вилнӗ упӑшкин япалисене, ҫи-пуҫне, стена ҫинчи хура рамкӑри сӑнне курсан та именетчӗ; арӑмӗ ҫын умӗнче вилнӗ упӑшки ҫинчен калаҫма пуҫласан, вӑл нимӗн чӗнейми пулса ларатчӗ.

Помоги переводом

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пурне те пӗлесшӗн ҫунакан арӑмшӑн упӑшкин пурнӑҫӗ те шел мар.

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Такам ҫинчен те, тем те пӗлнӗ вӑл, ҫапах упӑшкин вӑрттӑнлӑхне ҫеҫ пӗлеймен, ҫакӑншӑн вара калама ҫук хытӑ асапланнӑ.

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑл мана упӑшкин плащне илсе тухса пачӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Юлашки хут чуптуса уйрӑлнӑ чухне упӑшкин тупӑкне ыталаса илчӗ те чӗрене ҫураслах кӑшкӑрса макӑрчӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Анук упӑшкин хисеплӗ парнине кӑкӑрӗ ҫумне тытрӗ.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ют яла качча тухнӑ пулсан, ҫӑл патне малтанхи хут упӑшкин хурӑнташ хӗрӗ ертсе каймаллаччӗ.

Помоги переводом

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Праски киле таврӑнсан мӗн илтни-курни ҫинчен пӗтӗмпех каласа пачӗ те упӑшкин кӑмӑлне парӑнтарчӗ.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микулана темӗнле хӑрушлӑх кӗтнине сиссе, упӑшкин ҫынна курайман-лӑх кӑмӑлне ҫемҫетес шухӑш пырса кӗчӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Татьяна шалт тӗлӗнсе кайрӗ, чӗтрекен аллине упӑшкин пуҫӗ ҫине хучӗ.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Упӑшкин сӑмахӗсем Татьянана тата ытларах хӑратса пӑрахрӗҫ.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Нимӗн иккӗленмелли те ҫук, унӑн куҫӗ умӗнче упӑшкин сӑран атти выртать.

Помоги переводом

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӗ те, акӑ, Татьяна упӑшкинчен ыйтрӗ пулсан та, вӑл мӗн илмелли ҫинчен шухӑшласа аптранипе мар, пур ӗҫе те упӑшкин ирӗкӗпе тума хӑнӑхнӑран ҫеҫ ыйтрӗ.

Помоги переводом

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах пӗччен мар вӑл, ваттисем пур, упӑшкин ашшӗпе амӑшӗ.

Помоги переводом

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Темшӗн упӑшкин сасси Елюк хӑлхине ют ҫын сасси пек илтӗнчӗ, чӗре темӗнле хаяр тӑшмана курнӑн тарӑху хумӗсемпе тулчӗ.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Упӑшкин кӑмӑлӗ лайӑххине Енчӗпек те туйса юлчӗ.

Ендебек поняла: у мужа хорошее настроение.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫӑпата та вӑл ӗлӗкрех упӑшкин юлашкийӗсене, халӗ пысӑк ураллӑ хӗрӗсен чалӑш-чӗлӗш ҫӑпатисене сырса ҫӳрет.

Вечно донашивала обноски сначала мужа, потом — подросших дочерей.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней