Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

упраса (тĕпĕ: упра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӗлхе нумай енлӗхне упраса хӑвармалли национальноҫсен ӗҫӗсен Федераци агентствин Пӗтӗм Раҫҫейри «Тӗп сӑмах» обществӑлла премийӗн лауреачӗ (2020)

Лауреат Всероссийской общественной премии Федерального агентства по делам национальностей за сохранение языкового многообразия «Ключевое слово» (2020)

Гатауллин Рустам Шакирьянович // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D0%B0%D ... 0%B8%D1%87

Мӗншӗн пӗр сӑнӳкерчӗке те упраса хӑварман-ха эсӗ?

Помоги переводом

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Эпӗ ӑна сунтӑх тӗпӗнчех упраса усратӑп.

Помоги переводом

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Шӑпах ҫак штат авалхи Калинга патшалӑхӗн тӗп пайӗ пулнӑ — Чандрагупта Маурья ҫӗрсене ярса илнӗ вӑхӑтра никама пӑхӑнманлӑха упраса хӑварнӑ Индин йышлах мар регионӗсенчен пӗри.

Именно этот штат являет собой ядро древнего государства Калинга — одного из очень немногих регионов Индии, сохранивших независимость во время завоеваний Чандрагупты Маурья.

Одиша // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9E%D0%B4%D ... 1%88%D0%B0

Ҫемьесем хавхалану, йӑла-йӗрке, юратнӑ занятисем ҫинчен каласа панӑ, ҫемье йӑли-йӗркисене туса, упраса хӑварас, ачисемпе мӑнукӗсене воспитани парас ӗҫри опыт ҫинчен каласа панӑ.

Семьи рассказали об увлечениях, традициях, любимых занятиях, делились опытом создания и сохранения семейных традиций, воспитания детей и внуков.

Кистенлӗпуҫсем программӑна Ҫемье ҫулталӑкне халалланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... an-3646518

Училищӗрен вӗренсе тухсан, Екатерина Ефремова Шупашкара килнӗ, промысла артелӗнче ӗҫленӗ, чӑваш тӗррисене пухса упраса хӑварассишӗн, илемлӗ ӳкерчӗксем тӑвас ӑсталӑх традицийӗсене малалла аталантарассишӗн нумай вӑй хунӑ.

Помоги переводом

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Ҫапла Квин-сквер, Рассел-сквер, Фицрой-сквер, Блумсбери-сквер тата Бедфорд-сквер — варринчи сад пахчи евӗрлӗ тӑваткал лаптӑксем, халӗ те малтанхи георг стилӗпе хӑпартнӑ ҫурт-йӗре упраса хӑвараканскерсем, йӗркеленнӗ.

Так возникли Квин-сквер, Рассел-сквер, Фицрой-сквер, Блумсбери-сквер и Бедфорд-сквер — квадратные площади с садиками посередине, до сих пор сохраняющие первоначальную георгианскую застройку.

Лондонри Камден // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... %B2%D3%97)

Лай Циндэ хӑй палӑртнӑ тӑрӑх, Тайване статус-кво упраса хӑварма тата материка пӑхӑнманнине упрама вӑйлӑ ҫарпа кӑна тума пулать.

Как отмечал сам Лай Циндэ, только с сильной армией Тайвань сможет обеспечить сохранение статус-кво и своей автономности от материка.

Лай Циндэ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 0%B4%D1%8D

Чӑматана упраса усракан камера пар.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук тӳсеймерӗ, нумай ҫул хушши чӗринче упраса усранӑ туйӑмне ирӗке ячӗ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Асаплантарнине тӳссе, укҫана упраса хӑварсан, унӑн ҫемйи ӗмӗрлӗхех пуйса юлӗ.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Платун юмӑҫ карчӑк виллине, таҫта лектерсе ыраттарасран хӑранӑ пек, упраса йӑтрӗ те алӑк кӗтессинче ларакан кравать ҫине вырттарчӗ.

Помоги переводом

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ывӑлӗ килтен тухса кайнӑ чухне вӑл кинӗпе мӑнукне упраса усрама сӑмах панӑччӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗтӗм вӑя чунри тӑнӑҫлӑха упраса хӑварас тесе тӑкаклӑр.

Старайтесь направить все силы, чтобы сохранить внутреннюю гармонию.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Аякра пурӑнакан чӑвашсем ун чухне пирӗншӗн аваллӑха упраса пурӑнакан, чӑвашӑн асамлӑ пурнӑҫне шалтан пӗлекен, чӑваш халӑхӗн философине тӗплӗн ӑнланакан йӑхташсем пек туйӑнатчӗҫ.

Помоги переводом

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Хулан историйӗпе культурине аталантарас тата упраса хӑварас тӗлӗшпе сахал мар вӑй хунӑ.

Помоги переводом

Ял хӑвачӗ — туслӑхпа ӗҫченлӗхре // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/15/%d1%8f%d0% ... %80%d0%b5/

Апла пулин те вӑл темиҫе ӗмӗр хушши ислам тӗнӗ сарӑлнине чарса тӑма, хӑйӗн христиан тӗнне тата политикӑлла никама пӑхӑнманлӑхне упраса хӑварма пултарнӑ.

И тем не менее ей в течение долгих веков удавалось сдерживать исламское наступление и сохранять своё христианство и свою политическую независимость.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Мадейрӑн ҫутҫанталӑк заповедникӗ: 1982 ҫулта Мадейра архипелагӗнчи ҫутҫанталӑк пуянлӑхне упраса хӑварас тӗллевпе Мадейрӑн Ҫутҫанталӑк Заповедникне туса хунӑ, вӑл тӗнче эткерлӗхӗн пайӗ шутланать.

Природный заповедник Мадейры: С целью сохранения огромного природного богатства архипелага Мадейры в 1982 году был создан Природный Заповедник Мадейры, который является частью мирового наследия.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Тархаслатӑп сана, чарӑн, упраса хӑвар хӑвна, пирӗн юрату ҫӗр ҫинче пурӑнтӑр.

Помоги переводом

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Египет фараонӗсем хӑйсен чаплӑ, нумай хутлӑ прическисене упраса хӑварас тӗллевпе (ӗлӗкхи парикмахерсем патне кашни кун кайни ҫара кут хӑварма пултарнӑ), вырӑн пуҫӗнче хӑйне евӗрлӗ пуҫелӗк — икӗ авӑнчӑк хӑма вырнаҫтарнӑ.

Помоги переводом

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней