Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

уншӑн (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ан тив, кайтӑр-ха, усса пырӗ уншӑн, — тенӗ сунарҫӑсем.

— Пусть идет, — говорили охотники, — это будет для него хорошим уроком.

Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.

— Санӑн Уг-Глук арӑму пур, — тенӗ вара вӑл, — эсӗ уншӑн та калаҫатӑн.

— У тебя жена, Уг-Глук, — сказал он, — и ты за нее говоришь.

Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.

Кӑна вӑл аванах пӗлсе тӑрать, ҫапах та вӑл уншӑн пӗрре те пӑшӑрханмарӗ.

Он это знал и относился к этому спокойно.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Уншӑн пулсан унпа кӗрешсе вилсен те пурпӗрех пулнӑ пулӗччӗ; анчах халь унӑн ҫак киревсӗр, виле пуҫланӑ чӗрчуна хӑйпе тӑрантарас килмест, ку шухӑш ӑна аяккалла сиресшӗн.

Но ему было неприятно думать, что он попадет в утробу этой мерзкой твари, почти падали. Ему стало противно.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Пӗчченех — каҫхи апат, ҫывӑрма выртас умӗн пӗр-пӗр кӗнеке уҫать; сӑвӑ йӗркисем уншӑн пепке пуплевӗ евӗр, романҫӑ шухӑш-юхӑмӗ ача пакӑлтатӑвӗ пек туйӑнаҫҫӗ.

Ужинал в одиночестве, перед сном раскрывал книгу, — детским лепетом казались ему строки поэта, детской болтовнёй — измышления романиста.

Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Санӑн тусу хӑюллӑ та чӑрсӑр, вӑл — Тӳпен чӑн-чӑн ывӑлӗ, уншӑн ан кулян, ан хӑра.

— Твой друг отважен и дерзок, он истинный сын неба, не бойся за него.

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Анчах Аэлита тӗкӗрӗн тӗтреллӗ сийне тӗсеме чарӑнмасть-ха, ашшӗн уншӑн хӑрушӑ, пурӑнакансемшӗн пуриншӗн те хӑрушӑ сӑнне умӗнчен сирсе яраймасть.

Но Аэлита всё ещё всматривалась в туманную его поверхность, всё ещё видела страшное ей, страшное всем живущим лицо отца.

Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Унӑн пит ҫӑмартисем тӑрӑх куҫҫуль юхать, — Алеша уншӑн ҫав тери хаклӑ, Маша унӑн канӑҫсӑр чӗришӗн ҫав тери тунсӑхлать.

По щекам её текли слёзы, — так Алеша был ей дорог, так тосковала Маша по его неспокойному сердцу:

Ҫав ҫӗрлех // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Юратса пӑрахрӗ те сасартӑк юнӗпе — мӗн пуррипе — кӗретӗн туйрӗ: Гусев уншӑн — тӑван.

И тогда полюбила, — вдруг, кровью всей почувствовала, что Гусев ей — родной.

Ҫав ҫӗрлех // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Карп пула ҫав тери мӑнтӑр та ыйхӑллӑ пулнӑ, ӑна хуть те кирек ӑҫта сӗтӗрсе кай, — уншӑн пурӗ пӗрех пулнӑ.

Карп был такой жирный и сонный, что ему было всё равно, куда его тащат под плавники.

Ҫӗр шӑтӑкӗнче // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

— Дуремар, эсӗ пирӗн кӳлӗне ан пӑтрат, ан чӑрмантар, пире канлӗ пурӑнма пар, пирӗн кӳлӗ патне урӑх нихҫан та ан кил, уншӑн сана питех те хаклӑ япала пама та хатӗр, — терӗ тимӗр шапа.

— Я готова откупиться от тебя, Дуремар, чтобы ты оставил в покое наш пруд и больше никогда не приходил.

Пьеро хӑй мулкач ҫине утланса ларса, Ухмахсен Ҫӗршывне мӗнле пырса кӗни ҫинчен каласа кӑтартать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

 — Аҫа йытти вӗҫен кайӑксене хӑваласа кӑна ҫӳрет пулмалла, уншӑн ҫапах нимӗн те мар… — тесе мӑкӑртатса ларать Буратино.

А кобель небось гоняет за птицами — ему ничего… — ворчал Буратино.

Сенкер ҫӳҫлӗ хӗрача Буратинона пӑхса вӗрентсе ӳстересшӗн // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Уншӑн, ватӑскершӗн, эпӗ пӗртен-пӗр тӗрек пулса тӑратӑп.

Я его единственная опора в старости.

Синьор Карабас Барабас Буратинона ҫунтарса ярас вырӑнне пилӗк ылтӑн укҫа парать те килне ярать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

А-ӑх, тӗрме тунсӑхлать те уншӑн хытӑ!

Помоги переводом

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Уншӑн пулсан, Турчӑка Кулипе Виталий те, ҫав йышра-шутра Хвеччис та пӗр пӗлтерӗшсӗр-малашлӑхсӑр сӗм-сӗмеккесем анчах, Бонапарт карланкипе хырӑмне паян, халь киленӗҫ кӳрекен апӑршасем, тӑрри шӑтӑксем.

Помоги переводом

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Унчченрех, ку арҫын килсе кӗриччен, упӑшкине, Турчӑка Кулине, кӑшт-кашт ҫын картине кӗртем евӗр тӑватчӗ-тӗк Виталий амӑшӗ, халь, ку арҫын килсе кӗнӗренпе, те пур уншӑн упӑшки, те ҫук: пач хисепсӗре тухрӗ Турчӑка Кули.

Помоги переводом

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Юрӗ ӗнтӗ, мӗн ятлаҫни-вӑрҫӑнни уншӑн.

Помоги переводом

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Уншӑн, турат вӗҫне ларнӑ сар-кайӑкла — пӗтӗмпех хӗвеллӗ, пӗтӗмпех ирхи сывлӑм юрриллӗ.

Помоги переводом

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Акӑ вӑл хӑнӑхнӑ, ытарайми тӑван ял (халь ӗнтӗ, кунта пурӑнма тытӑннӑранпа, упӑшкин ҫӗршывӗ те уншӑн тӑванран та тӑван.

Помоги переводом

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мӗнле амӑшӗ пулатӑп эпӗ уншӑн!

Какая я мать ей?

XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней