Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

умӗн (тĕпĕ: ум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Калӑпӑр, Октябрь уявӗ умӗн тумалли ӗҫсем пирки инструктаж илмешкӗн…

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегинпа вӗсем пасар саланас умӗн ҫех тӗл пулнӑ иккен.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эс таҫта аякка, юн тӑкакан ҫӗре каяс умӗн сана урӑхла ӑсатса яраймастӑп!..

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ну, шӑпах тата ҫав гражданина тытса каяс умӗн Экеҫе, Калюков, эсӗ пырса кайнӑ теҫҫӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Читлӗхе хупас умӗн тарса ӗлкӗреҫҫӗ-ха эппин? — терӗ ӑна хаваслӑн.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пӗлетӗн-и, Филимон Петрович, юлашки вӑхӑтра, ху куран, эпир Калюков хурахӗсене хӳререн кӗҫ-вӗҫ ярса илес вӗҫнех ҫитрӗмӗр, икӗ-виҫӗ хут перкелешсе те илтӗмӗр, анчах, мурсем, темле асамҫӑсем пек вӗсем, шӑп читлӗх алӑкне шалтлаттарса хупас умӗн тарса ӗлкӗреҫҫӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин тӗлпулӑва килес умӗн кӑштах хатӗрленнӗччӗ, ҫавӑнпа ку ыйтушӑнах аптраса ӳкмерӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эп сана кӗтсе илӗп, — терӗ Валет уйрӑлас умӗн.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Паян та Калюков ирхине, умӗн пӗр стакан каҫунккӑ ӗҫсе, пӑшӑхланӑ кайӑк кӑвакалне пӗчченех пӗрне ҫисе ячӗ те, ун хыҫҫӑн тата пӗр алтӑр сӑрапа хырӑмне тир карӑниччен тултарсан, сӗтел хушшинчен ниҫта та кайма шутламан юлташӗсене пӑрахса, пӳртрен тухрӗ, пыл хурчӗсем сӑхасран шикленсе, темшӗн-ҫке, ҫав нӑрӑлтисем эрех шӑршине тӳсме пултараймаҫҫӗ, — утар карти урлӑ каҫрӗ, ҫырма хӗррине кайса ларчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла вара, ҫимӗк ҫитес умӗн кӑна пулин те, вӗсем ӑна лартса хӑварма пултарчӗҫ-пултарчӗҫех.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешӗ паҫӑр, яла кӗрес умӗн, ӑна ҫак ырлӑхсемпе илӗртнӗччӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Кайрӑмӑр! — хушрӗ Калюков, алӑкран тухас умӗн Шамшутдина асӑрхаттарса хӑварчӗ:

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ахӑртнех, такамсем ҫывӑрас умӗн уҫӑлма тухнӑ…

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сывалса ҫитес умӗн тата пурне те кивӗ шинель, ҫӗлӗк, алса тӑхӑнтарчӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсем Давидпа хулара чылай ҫӳрерӗҫ, Шӑхрана каялла таврӑнас умӗн вара Улька Ваньккапа та кӑштах калаҫрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шӑпах революци умӗн Петербургра хӗсметре тӑни те куҫа уҫмашкӑн чылай пулӑшрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чурачӑка ҫӗр выртма кӗрсен, хӑйне милици уйрӑмӗнчи темле пӳлӗме хупса хурас умӗн кӑна конвойӑн аслинчен ыйтрӗ:

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗле кӗрсен, ҫӗнӗ ҫул умӗн, выльӑх йӳнелме тытӑннӑ вӑхӑтра, вӑл, ашшӗпе хуньӑшӗнчен укҫа кивҫен илсех, ҫӗр вӑтӑр тенкӗ парса ӑйӑр туянчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав тери пултаруллӑ артистка, — тӗплӗнрех ӑнлантарчӗ Ольга Матвеевна, — Ара, картина пуҫланас умӗн пурин ҫинчен те ҫырса кӑтартрӗҫ-ҫке…

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫак кун умӗн тата юрӑ пухакан Эгль тинӗс хӗрринче хӗр ачана Хӗрлӗ Парӑслӑ карап ҫинчен юмах ярса панӑранпа ҫичӗ ҫул иртсен — Ассоль хӑй кашни эрнере пулакан тетте лавккинчен килне кулянса, салхуллӑ сӑнпа таврӑнчӗ.

Накануне того дня и через семь лет после того, как Эгль, собиратель песен, рассказал девочке на берегу моря сказку о корабле с Алыми Парусами, Ассоль в одно из своих еженедельных посещений игрушечной лавки вернулась домой расстроенная, с печальным лицом.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней