Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ман шутпа, пирӗн лаша улӑх хуралҫи патӗнчех пек туйӑнать.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тепӗр чухне лашасем улӑх еннелле каҫса кайнине аса илсе, куҫ ытамӗ таран тинкерсе пӑхса ҫаврӑнчӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑрман сайралнӑ ҫӗре тухса пӑхрӗ те, ун куҫӗ умне Энӗш шывӗ, шыв урлӑ ем-ешӗл симӗс улӑх сарӑлса выртни курӑнчӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Эсӗ, Ваҫлей тете, ҫурт тӑррине улӑх.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Улӑх шӑпӑртах пулчӗ.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Шавлать, кӗрлет, янӑрать ешӗл улӑх.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Улӑх хӗррипе, пахчасем хыҫӗнче, тирексемпе йӑмрасем саркаланса ӳсеҫҫӗ, тӳпере пӗр пӗлӗт татӑкӗ те ҫук.
Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫак самантра Шурти касран улӑх еннелле пӗр лав шӑвӑнса тухрӗ.
Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сурӑхсене курӑк ҫӑрарах та вӑрӑмрах тухнӑ вырӑна хӑваласа кайрӗҫ, качакасене улӑх варринех хӳтерсе ячӗҫ.
Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Халӗ ҫав улӑх ҫийӗн талккишпех шыв кӗрлесе юхса килет.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ку улӑх Паласӑн пысӑк кукӑрӗнче таҫта ҫитиех сарӑлса выртать.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ара, унӑн мӑрсасемпе улӑх тӑрӑх ҫӳремесен мӗн тумалла тет? — пӗли-пӗлми тиркешрӗ упӑшки.
8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Улӑх вӑл хӗп-хӗрлӗн курӑнать.
8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Улӑх тӑрӑх утнӑ чух, Ҫыранпала пынӑ чух Икӗ ҫӑпата тулли Шурӑ хӑйӑр пуҫтартӑм.
8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тата пӑртак тӑрсан улӑх тӑрӑх хаваслӑ юрӑ юхрӗ.
8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӗсем улӑх тӑрӑх хӗрсен таппи патнелле утса кайрӗҫ.
5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ахтупай ман хӗр пӑхас вӑхӑтсем тахҫанах иртсе кайнӑ терӗ те улӑх пӗр кӗтессине, паттӑрланса кӗрешекенсем патне пӑрӑнчӗ.
5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Улӑх варринче, хӑвалӑха хирӗҫ, хӗрсем тапӑ тӑраҫҫӗ.
5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ав улӑх пирки пӑшӑрханса ҫӳретпӗр пурсӑмӑр та.
3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ял виҫӗ енче вӑрман — тем пысӑкӑш хырсемпе юмансем, пӗр енче — Кӑкшан шывӗ, улӑх.
13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.