Поиск
Шырав ĕçĕ:
Speed skating патне ҫывӑх теме пулать, анчах ку тӗсрен ытла аякра тӑрать.
Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87
Атте ӑна асаплантарса вӗлернӗ хыҫҫӑн тӗсрен ӳкрӗ анне, кунӗн-ҫӗрӗн макӑрчӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хура тӗсрен вӑл шуррине Вӗренчӗ уйӑрма.
XVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Тӗсрен пӑхсан ӗлкӗрмен арбуз чӗлли пек шупка.
Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.
Ҫурт умӗпе иртекен хӗр ун ҫине пӑхса илчӗ, тӗсрен тухнӑ ула будка ҫумӗнче тӑракан часовой хаяррӑн кӑшкӑрнинчен те хӑрамарӗ вӑл.
XXVII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Тӗртес йӗрки пӗрешкел, пиҫиххийӗсене тӗсрен пӗлеҫҫӗ.Кому принадлежит тот или иной поясок, удается определить по расцветкам.
Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Анчах пирӗн чӗрери ӗмӗтсем ытлашшиех улшӑнман, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи пурӑнӑҫ йӗркисем кӑна пирӗн пайтах раснарах, ҫакна пула кӑна ҫыннисем те тӗсрен пӑхсан улшӑннӑ пек туйӑнаҫҫӗ.
Пире пулӑшакансем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ҫак ҫырӑва ҫырнӑ чух аллӑм чӗтрет, ӗсӗклесе макӑратӑп эпӗ, куҫӑмран папирус ҫине ӳкекен вӗри куҫҫуль эпӗ ҫырнине чылай ҫӗрте тӗсрен ярӗ.
XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вӑл, ҫав тери ватах мар пулсан та, сӑнӗ-сӑнарӗпе ҫийӗ-пуҫӗ енчен пӑхсан, пӗтӗмпех тӗсрен кайнӑ пек курӑнать: питҫӑмартийӗсем путса кӗнӗ, пӗтӗм пит-куҫне пӗркеленчӗксем хупласа илнӗ…Он был весь выцветший, со впалыми щеками, в морщинах, хотя и не очень глубокий старик.
Кӑмӑл ту, Владимир Ильич // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Кӗмӗл тӗсрен симӗсе куҫать, унтан кӑваккӑн, юлашкинчен саррӑн курӑнма пуҫлать те, шывпа хӗвел хутшӑнса кайнӑн туйӑнать.Из серебристой становится зеленой, потом синей и наконец желтой, солнце и вода перемешались.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Ҫав ялав ҫуркуннеренпех, Батманов Умарӑна панӑранпа, яланах Умарӑпа пӗрле пулнӑ, вӑл кӑшт тӗсрен кайса шуралма та пуҫланӑ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Питне пӗркеленчӗксем сӑрса илмен пулсан, хитре сӑн-питлӗ ҫынах пулнӑ пулӗччӗ-и тен вӑл, анчах ун питне темӗнле, ват ҫынӑнни пек мар, шултра та ҫемҫе, пите-куҫа пысӑклатса тӑракан, тӗсрен яракан пӗркеленчӗксем сӑрса илнӗ.
1 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Пӑлан тирӗнчен ҫӗленӗ кӗпине тӳрех ӳт ҫине тӑхӑнса янӑ, ун ҫинчен тӗсрен кайнӑ симӗс камзол тӑхӑннӑ; камзолӗ вырӑнти индеецсем тӗртнӗ хытӑ материрен ҫӗлетнӗскер пулнӑ.
VI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Тӗрлӗ тӗслӗ лавӑсем, хӗрлӗ хӑмӑр тӗсрен ерипен йӑлтӑркка сарӑ тӗсе куҫаканскерсем, калама ҫук хӳхӗм.Какие изумительные оттенки принимает лава! От красно-бурого до ярко-желтого!
XVIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Хӗвел аялта тӑнӑ — кӑнтӑрла иртни ҫичӗ сехет пулнӑ ӗнтӗ, — ун чалӑш та сарлака, Розелли г-жан пӗчӗк пахчине пӗтӗмпех ҫутатса тӑракан пайӑркийӗсенче ылтӑн тӗсрен кӗрен тӗс ытларах пулнӑ.
XXIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Рама ӗлӗк питӗ те чаплӑ пулнӑ, анчах халь ылтӑнланӑ тӗсрен йӗрсем ҫеҫ кӑшт палӑрса тӑраҫҫӗ.когда-то великолепных рамах, но на которых чуть блестели теперь следы позолоты.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ҫак ахаль салтакӑн, тӗсрен пӑхсан нимӗнпе те палӑрса тӑман этемӗн сӑн-сӑпатне, ҫумӑр пӗлӗчӗ евӗр, вӑрттӑнлӑх мӗлки хупласа тӑрать.Скрытность висела тучевой тенью на лице такого простого с виду человека.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Эпӗ, кӑмӑллӑнах парать пуль тесе, илтӗм, асӑнса пурӑнма кровать тӗлне ҫакса хутӑм, пӑхатӑп — кӑвак сухаллӑ, тӗсрен пӑхма та хӑй лайӑх этемех, хуҫа таврашӗсем майлӑскер.
9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Володьӑна, ытлашши ҫитӗннӗ шкул ачи майла, чӑмӑр пуҫлӑ, сӑмси сӗвӗнсе пӗтнӗ, тӗсрен кайнӑ ҫӳҫлӗ инструктор Николай Семенович ҫырчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Сӑнран пӑхсан, сана халӗ япӑх хӗл каҫнӑ ватӑ вӑкӑр темелле: кӗҫ ҫӳренӗ ҫӗртех выртакан пулӑн, йӑлтах тӗсрен кайнӑ эс, йӑшнӑ…
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
- 1
- 2