Поиск
Шырав ĕçĕ:
Паян, дояркӑсем кӗтӳ патне, тапӑр тӑратакан тӗле тухса кайсанах, Ялакки пӗви хӗрринче, ват йӑмрасем айӗнче, Мустай Павӑлӗпе Нямук Кирли тӗл пулчӗҫ.
XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Эп пулӑран каптӑртатса таврӑннӑ тӗле вӑл вӑрмана тухатчӗ, ҫул ҫинче тӗл пулаттӑмӑр.
Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Унсӑр пуҫне 301 А, 301 *В сюжетсемпе пӗрлешекен юмахсенче аслӑ пиччӗшсем (е ҫул ҫинче тӗл пулса пӗрле пынӑ паттӑрсем) ҫӗр тӗпне Чике старик (пӑхӑр упа, шур упа) хыҫҫӑн анса кайнӑ паттӑра вӗрен татса ярса шӑтӑкран каялла хӑпартманни ҫинчен калакан мотив тӑтӑш тӗл пулать.
Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.
Тӗл пуласса вӗсем халӑх хушшинче ҫеҫ, ӗҫре, тӗл пулнӑ, кунта та калаҫман, анчах вӗсем калаҫмасӑрах пӗрне-пӗри килӗшнине туйнӑ.
2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Тӗллӗ — тӗл ухмах, тӗлсӗр — хӑй ухмах…
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.
Итлетӗп-итлетӗп те — мӗншӗн ман куҫ тӗлне пулмаҫҫӗ-ха кун пек лайӑх сӑвӑсем, тӗл пулсассӑн вулӑттӑм киленсе, тетӗп.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
— Илтессе илтнӗччӗ-ха хулана куҫса килнӗ тенине, тӗл пуласчӗ-ха, тӗл пуласчӗ те пӗр-пӗрин патне ҫӳреме пуҫласчӗ, теттӗм.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Мускаври Ҫӗнтерӳ парадӗнче тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Казахстан, Киргизи, Таджикистан, Узбекистан тата Туркменистан президенчӗсем КХР председателӗпе Си Цзиньпинпа тепӗр хут тӗл пулусен ярӑмне ирттерӗҫ.
Китай Совет союзӗнчен юлнӑ уҫлӑхра хӑйӗн вӑйне ӳстерет // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35027.html
Кашни уйӑхра эпир тӗл пулса ачасемпе тӗрлӗрен тӗл пулусем ирттеретпӗр.
Професси уявӗпе саламларӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60472
Ҫав вӑхӑтра Таранов вӗсене нихӑшне те тӗл пулман, тӗл пулма та тимлемен.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Килнӗ чух, шкул тӗлӗнче, мана Альбинӑн пӗр хӗр-юлташӗ тӗл пулчӗ, эпӗ ӑна шкулта, вечерта курнӑччӗ.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
«Ах, мӗншӗн тӗл пултӑм-ши ӑна эп пӗрех хут, ах, мӗншӗн тӗл пултӑм-ши?» — асаплӑн шухӑшларӗ вӑл йӳҫӗ тӗтӗмлӗ пируса тарӑннӑн ӗме-ӗме.
Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.
Сӑртпа сӑрт тӗл пулаймасть — ҫынпа ҫын тӗл пулатех теҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.
Миҫе хутчен ҫапла ӑнсӑртран тӗл пулман ӗнтӗ вӗсем — ялан Пинер темӗскер каласшӑн, анчах сӑмахне ни каласа пӗтереймест, ни тӗл пулма пӑрахаймасть.
Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӑрман урлӑ каҫнӑ чух Хӑмӑр палан тӗл пултӑм, Хир-хир урлӑ килнӗ чух Шур урхамах тӗл пултӑм.
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
— Ыран ирхине сакӑр сехетре «Газопровод» тӗлӗнче тӗл пулӑпӑр!
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Ҫапла, халӗ ху мӗн тума пултарнине туса ҫитер, анчах ыран тул ҫутӑлнӑ тӗле вӗренекенсен комсомол организацин секретарӗ пирӗн патӑмӑртан янӑ ҫынпа тӗл пулса тухмалла.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Тепре кун пек хӗр тӗлне тахҫан тӗл пулатӑп-ха?
Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.
Вӗсем часах тӗл пуласса ӗмӗтленсе уйрӑлчӗҫ, анчах хӑйсем урӑх тӗл пулас ҫуккине, ҫак тертлӗ ҫӗр ҫинче ҫак курнӑҫу юлашки пулнине пӗлмерӗҫ.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ҫитес вырсарникун кӑнтӑрла тӗлнелле кӗретӗп, тен, тӗл пулӑпӑр.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.