Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗлӗнмеллипех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗ вӑл, лешсем чӑвашла калаҫаҫҫӗ имӗш.

Помоги переводом

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Пӑхатӑн та ҫакӑн ҫине, тӗлӗнмеллипех тӗлӗнетӗн.

Помоги переводом

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Унран ытла тата пур ӗҫе те пултарать-ҫке тесе тӗлӗнмеллипех тӗлӗнеҫҫӗ.

Помоги переводом

Владимировсем – ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ ҫемье // Вера ВАСТЕРОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%b2%d0 ... %8c%d0%b5/

Хуҫа хӗрӗ хӑйне малтанхи хут ирӗккӗн тыткалани ӑна тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтерчӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Раманпа Миша тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗҫ.

Помоги переводом

23 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Каччӑ, халиччен ӑна ӗҫ тумӗпе ҫеҫ куркаланӑскер, ӗнтӗ ак тӗлӗнмеллипех тӗлӗнсе тӑчӗ.

Помоги переводом

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӗпсӗр ҫӑл куҫӗ вара тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтерчӗ.

Помоги переводом

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Палюковпа Петя тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗҫ.

Помоги переводом

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӗлӗнмеллипех тӗлӗнетӗп.

Помоги переводом

IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тен, кӑшт та пулин унчченхи пекех, ҫав шанчӑка ытарлӑ упраса, нихҫан та кун пек нушасӑр, тӗрексӗр пурӑнас килмен (килет!) тесе ҫирӗплетсе (тӗлӗнмеллипех тӗлӗнетӗп, вӑт мӗнле тыткӑнла калаттарать вӑл тӑван чӗлхе!) каламашкӑн пирӗн чун-чӗресене, канӑҫсӑр хавалсене вӗсем тикӗс ӗҫлеттерччӗр…

Помоги переводом

«Ҫак вӑхӑтсенчи пек радиона та ытлашши тӑнласах итлемен пулӗ…» // Леонид Атлай. https://t.me/parhatar/22

Юлашки кунсенче вара ял-йыша тепӗр пӑтӑрмах тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтернӗ: Инесса упӑшкинчен саккунлах уйрӑласшӑн имӗш, ҫавӑн пирки ыйтса суда хут та ҫырса панӑ, библиотекарьтен тухса Шупашкара пурӑнма куҫнӑ.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ленин патне те ҫитрӗн тем? — тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗ Таранов.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗм:

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Савантер тавҫӑруллӑхӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗҫ.

Помоги переводом

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗ Укаслу ҫакна курсан.

Помоги переводом

Ват ҫын — тӑват ҫын // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кирук тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗ: «Нихӑшне те тивертеймерӗм иккен, пуля аяккалла вӗҫсе кайрӗ пулас», — тесе, вӑл пӑшӑрханса шухӑшларӗ.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тӗлӗнмеллипех тӗлӗнетӗн: тавралли илеме мӗнле хӑйне евӗрлӗ туйма пӗлет вунтӑваттӑри хӗрача, юнашарти ахаль япаласенчех асамлӑх тупма пултарать.

Помоги переводом

Ӳкерчӗкӗсенче - чун-чӗре пуянлӑхӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12359-ke ... uyanl-kh-2

Тӗлӗнмеллипех тӗлӗнет ҫак хӗртен Сима.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Итлерӗм, итлерӗм те эпӗ паян Варвари сӑмаххисене, тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗм.

Помоги переводом

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Мастер рекламӑна туса пӗтернӗ май Фабиан господин шӑв-шав пуҫласа ярсан вӗренекенсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗҫ, анчах ҫакӑнпа кӑмӑллӑ та пулчӗҫ.

На шумиху, поднятую господином Фабианом вокруг завершения работы мастера, ученики смотрели с любопытством, но благосклонно.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней